Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмсем (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ Шамильсен хӗрарӑмӗсем, кӳршӗсенчен кая юлса, ҫӗрулми анине ҫумласа пӗтереҫҫӗ: хӗрлӗ кӗпеллӗ пӗшкӗнчӗк ҫурӑмсем, сӑрӑ йӑран ҫине ӳкекен катмаксен кӗске сулмакӗсем.

Вот шамилевские бабы, припоздав, допалывают картофельную делянку; согнутые, в розовых рубахах спины, короткие взметы мотыг, падающих на серую пахоту.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан эпӗ пӗр пите те курмастӑп, ӗнсе хыҫӗсем, ҫурӑмсем тата ырӑ ҫынсен сак ҫине лармалли ытти вырӑнсем кӑна курӑнаҫҫӗ.

Ни одного личика я оттуда не вижу, одни затылки, спины и все прочее, чем добрые люди на лавки садятся.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов вӗсем патне пычӗ, ушкӑн варринче мӗн пулса иртнине курма хӑтланса, ҫурӑмсем урлӑ пӑхрӗ.

Размётнов подошел, заглянул через спины, пытаясь разглядеть, что творится в кругу.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урамри ҫынсенчен ҫурри ытла тусанлӑ атӑсем тӑхӑннӑ, тарпа йӗпенсе ӳт ҫумнех ҫыпӑҫса ларнӑ гимнастёркӑллӑ, ҫурӑмсем хыҫне япала хумалли михӗсем — «сидӑрсем» ҫакнӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ.

из которых половина были военные, в пыльных сапогах, в мокрых от пота, липших к плечам гимнастерках, с «сидорами», как тогда звали вещевые мешки, за плечами.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех