Шырав
Шырав ĕçĕ:
Парламента суйланӑ чухне хӑйсен сас прависене йӳнӗ хакпах сутса, ҫак ниме тӑман ҫынсем патша ҫуртӗнчи ҫынсем евӗрлех пур усал ӗҫсене те вӗренсе ҫитнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан эпӗ утрав пуҫлӑхӗнчен унӑн ҫуртӗнчи пысӑк пӳлӗмӗсенчен пӗринче римсен сеначӗ, тепринче — вӗсен хальхи парламенчӗ пухӑнтӑр тесе ыйтрӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Лӑпах ҫак вӑхӑтра унпа король ҫуртӗнчи ҫынсем хушшинчи ӗҫсем япӑхланса пыма пуҫланӑ.Как раз в это время его отношения с двором несколько пошатнулись.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа та утрав ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ хӗрарӑмсемпе, сутӑҫсемпе, хӑмпӑпа ҫапакансемпе, король ҫуртӗнчи пажсемпе ытларах тӗл пулса калаҫрӑм, вӗреннӗ лапутянсемпе тӗл пуласран сыхланарах тӑтӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тепӗр кун ирпе, вунпӗр сехет тӗлнелле, корольпе унӑн пӗтӗм чиновникӗсем тата хӑй ҫуртӗнчи чаплӑ ҫыннисем, пурте пӗрле пухӑнса, хӑйсен музыка инструменчӗсемпе концерт пачӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпир пӗр-пӗрне ӑнланма пултарайманнине пӗлсен, король мана хӑйӗн ҫуртӗнчи канмалли пӗр пӳлӗме илсе кайма хушрӗ, мана валли вӑл икӗ тарҫӑ пачӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпир зала король ҫуртӗнчи тарҫӑ-тӗрҫӗсемпе шавлӑн пырса кӗтӗмӗр пулсан та, его величество пире пӗрре те асӑрхамарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ патша ҫуртӗнчи лакей шӑлне ҫапах та капитана ӳкӗтлесе аран-аран илтертӗм; вӑл ӑна пит тӗлӗнсе нумайччен пӑхса ларчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Паллах, манпа ырӑ кӑмӑллӑ пулчӗҫ: мана хӑватлӑран хӑватлӑ корольпе майри пит юрататчӗҫ, патша ҫуртӗнчи ҫынсем манпа тимлесе интересленетчӗҫ, анчах ман ҫине ҫапла пӑхнинче, манпа епле калаҫни-хӑтланнинче ман этем тивӗҫлӗхне темскер кӳрентерекенни пурччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсене пысӑк вырӑна лартас ӗҫре король хӑй епле тӑвас тени, патша ҫуртӗнчи пӗр-пӗр дамӑна е министра шӑп вӑхӑтра пит меллӗн укҫа тыттарни, е юлашкинчен, пӗтӗм государство интересне сиен туса пӗр-пӗр партие вӑйлатма хӑтланни ытларах палӑрман-и?
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Упӑтене пӳрт ҫинчен аяла хӑваласа антарас тесе, ушкӑнта тӑраканнисем хушшинчен хӑшпӗрисем чулпа пеме тытӑнчӗҫ, анчах мана чулпа тивертесрен хӑраса, патша ҫуртӗнчи полици чулпа пеме пит хытарласа чарчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑш чух корольпе майри ҫӳреве кайсан, вӗсем хыҫҫӑн пыраттӑм, тепӗр чух садсемпе парксене курма каяттӑм, хутран-ситрен патша ҫуртӗнчи дамӑсемпе министрсем патне визит тума каяттӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫуртӗнчи чи паллӑ залсен ҫӳлӗшӗ икҫӗр хӗрӗх фут тата тӑршшӗпе урлӑшӗ те ҫавӑн пекех пысӑк виҫеллӗ.Парадные залы имеют по большей части двести сорок футов высоты и соответствующую длину и ширину.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Король майри патша ҫуртӗнчи столяра мана валли кӗрсе выртса ҫывӑрмалли ещӗк тума хушрӗ.Королева приказала придворному столяру смастерить ящик, который мог бы служить мне спальней.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Императорпа свити лашисем ҫинчен сиксе анчӗҫ, император майрипе патша ҫуртӗнчи дамӑсем кӳмисенчен тухрӗҫ; вӗсем манран пӗртте хӑранӑ пек е шикленнӗ пек туйӑнмарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Император майри сире патша ҫуртӗнчи тӗрлӗ элексем пирки пит кураймасть: патша таврашӗнчи дамӑсенчен хӑшӗсем, эсир вӗсем ҫине ҫителӗклӗ пӑхман тесе шутлаканнисем, ун умӗнче сирӗн ҫинчен элеклесе усал ят сарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакӑн пек пыра-пыра мана патша ҫуртӗнчи ытти дамӑсем те чыс тунӑ.Такими посещениями удостаивали меня нередко и другие придворные дамы.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Тремексенсем — ҫӳлӗ кӗлесем пирӗн авалхи патшалӑх йӗркине ытларах килӗшеҫҫӗ, теҫҫӗ, анчах его величество лутра кӗлесем майлӑ тӑрать; вӑл правительство учрежденийӗсемпе патша ҫуртӗнчи учрежденисен служащисем пурте лутра кӗлеллӗ пушмаксем анчах тӑхӑнмалла, тесе йышӑннӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗр-пӗр улпут вилнипе е патша умӗнче куҫран ӳкнипе (ку час-часах пулать) аслӑ вырӑн пушанса юлсан, ҫак вырӑнсене йышӑнма ӑмӑртакан пилӗк е ултӑ ҫын императора прошени параҫҫӗ те императора тата ун ҫуртӗнчи ҫынсене канат ҫинче ташласа кӑтартса йӑпатма ирӗк ыйтаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Автор императора, патша ҫумӗнчи чаплӑ дамӑсемпе кавалерсене темле тӗлӗнмелле мыскарасемпе йӑпатать, лилипути патши ҫуртӗнчи тӗрлӗ йӑпанусем ҫинчен.