Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурмалла (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӳрери руль-кӗсмен пуля лекнипе саланса кайрӗ, ҫурмалла хуҫӑлчӗ.

Кормовое весло, расщепленное пулей, переломилось пополам.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ман ҫумри ҫитӗннӗ ҫынна тӑллине ҫурмалла хуҫса туртса кайрӗ.

Одного взрослого невольника рядом со мной он вырвал из колодки, переломив ее пополам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Те — ҫурмалла, иккӗшин те?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

— Аслати пирӗн пата ҫывхарсан, эпӗ ӑна тытӑн та хӑрах алпах ҫурмалла хуҫӑп.

 — Если гром приблизится к нам, я сломаю его пополам одной рукой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Владимир Ильич пуҫне сулкаласа кулса илчӗ, унтан кӗсйинчен ҫурмалла хуҫлатнӑ тетрадьпе кӑранташ кӑларчӗ те, крыльца ҫине ларса, ҫырма тытӑнчӗ.

Владимир Ильич покачал головой, усмехнулся, вынул из кармана сложенную вдвое тетрадь и карандаш, уселся на крылечке и принялся писать…

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Маняша вӗсене ката-ката пӗрне Ольӑна, теприне Володьӑна, виҫҫӗмӗшне Митьӑна, тӑваттӑмӗшне вара ҫурмалла хуҫать:

Маняша отламывает и протягивает одну Оле, другую — Володе, третью — Мите, а четвертую разламывает пополам:

Ҫип вӗҫӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Анчах ҫавӑнтах вӑл хӑй ӳкнӗ чухне хӳрери кӗсмене ҫурмалла хуҫнине курчӗ.

Но тут он увидел, что при падении переломил кормовое весло посредине.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Николай Михайлович портфелӗнчен ҫурмалла хуҫлатса хунӑ лист туртса кӑларчӗ те ӑна васкамасӑр саркаласа тытрӗ.

Николай Михайлович вынул из портфеля сложенный пополам лист и не спеша развернул его.

50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хура тӗтӗм юпи самантлӑха хуҫӑлса илет, е ҫинҫелет, е пысӑкланать, тепӗр самантранах вӑл ҫурмалла уйрӑлать те каллех пӗрлешет.

Темный дымовой столб порой изгибался — то делался тоньше, то становился толще; иногда его разрывало на части, которые соединялись вновь.

Тинӗсри чи хӑрушӑ ҫавраҫил // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 128–131 с.

Кун каҫиччен ҫав тери ывӑнса ҫитнипе урасем те пӗр-пӗринчен иртми пулаҫҫӗ, канмалли ҫӗре таврӑнсан татах ӗҫ пур: вутӑ хатӗрлемелле, татмалла, ҫурмалла, каҫхи апат пӗҫермелле, атӑ-пушмаксемпе кӗпе-тумтирсене юсамалла.

За день мы так уставали, что, возвращаясь назад, еле волокли ноги; а на биваке нас тоже ждала работа: надо было нарубить и натаскать дров, приготовить ужин и починить обувь или одежду.

Хӗллехи поход // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 105–114 с.

Хӗлле тӑхӑнмалли кӗпесене пӗр тӗслӗ е чечеклӗ йӑлтӑртатман ҫӑмран е ҫӑм ҫурмалла хушса тӗртнӗ, искусственнӑй майпа тунӑ е ҫӗр мамӑкӗнчен тӗртнӗ материалсенчен ҫӗлемелле.

Для зимних платьев используются матовые одноцветные и цветные шерстяные, полушерстяные, плотные искусственные и хлопчатобумажные материалы.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтел сунтӑхӗнчен пӗчӗк турам ҫӑкӑр касса илчӗ, ӑна ҫурмалла пайласа, пӗр турамне ҫӑварне хыпрӗ, тепӗр турамне ҫӗҫӗ вӗҫне тӑрӑнтарчӗ те каҫӑрӑларах тӑнӑ Кукуҫа тӑсрӗ.

Затем вынул из ящика стола початый каравай хлеба, отрезал кусочек, поделил пополам, одну часть положил себе в рот, другую, наколов на кончик ножа, протянул Кукусю.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пур пек анама Усалука ҫурмалла актартӑм, мӗн пухӑнни унта…

Я загон-то свой с Узалуком пополам засеял, все, что собрал, у него…

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентей ҫавӑн чух ашшӗ кӗсйинчен енчӗк туртса кӑларчӗ, пӗтӗм укҫине шӑпах ҫурмалла валеҫрӗ, пайласа пачӗ.

Как Элендей вынул из его кармана кошелек, сосчитал все деньги и поделил поровну между Шерккеем и собой.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Йывӑрлӑха ҫурмалла пайлас пулать, ҫавӑнпа эпӗ задание яма ыйтатӑп!

— Трудности надо делить пополам. Я прошу вас!

Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Савӑнӑҫа та, хуйха-суйха та ҫурмалла уйӑрас пулать.

Делиться радостью и горем.

Пӗр-пӗччен чухне // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫурмалла акса вырнипе питех юп кураймӑн.

И на них больно-то не разживешься.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Самрӑк Тухтарӑн пӗр ят ҫӗрне вӑл сурмалла акнӑ, ҫурмалла тесе вырнӑ, ҫурмалла тесех ҫапнӑ, сӑвӑрса тасатнӑ, авӑртнӑ, ҫӑнӑхне те Шерккей хӑй кӗлетӗнче тытнӑ.

Помог исполу засеять молодому парню именной надел, и хлеб убирали вместе, потом смололи муку и сложили опять-таки в амбар Шерккея.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Элентей вак укҫана та ҫурмалла валеҫрӗ.

Элендей поделил и мелочь.

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Атте ятӗнчен мӗн те пулин юлни пулсан — пӗтӗмпе ҫурмалла.

И все же учти: что бы от отца ни осталось — все пополам.

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех