Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралчӗ (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӑнук ҫуралчӗ! —

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтах вӗсен ывӑлӗ ҫуралчӗ

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Ывӑл авлансан мӑнук ҫуралчӗ те, ӗҫрен тухма тиврӗ», — чунне уҫса каласа парать Галина Васильевна.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Шӑртлӑ ҫырӑ сухаллӑ арҫын, виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе, студене те хисеп тӑвасшӑн пулчӗ, анчах шӑнтнӑ, «шӑнӑрсӑр» апат ниепле те ун аллине кӗресшӗн пулмарӗ: сӗтел ҫине вараласа, сӗрӗнкелесе, чыссӑрлатса, асамлӑ чӗнтӗрсемпе эрешлесе пӗтерчӗ — куҫ умӗнчех абстракционизм произведенийӗ ҫуралчӗ

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ҫитменнине тата иккӗленӳ те ҫуралчӗ: Павӑл теплерен ку тӗлелле ҫӗнӗ ҫемье те ҫавӑрман-ши?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫавӑн чухне манӑн пуҫра пӗрремӗш хут пурнӑҫран уйрӑлса каяс шухӑш ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн чухне ҫуралчӗ те ӗнтӗ Ула Тимӗр пуҫӗнче «аслатиллӗ» иккӗленӳ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ури айӗнче халӗ ҫӗр те ҫунчӗ тейӗн, унӑн пӗрре ытти ачасен хыҫне пытанас, тепре пухуран тухса тарас шухӑш та ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурӑна киле Литюк та ҫуралчӗ, ӑна та хавас пулмарӗ Митюк.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Халӗ ак эпир ҫитӗннӗ ҫынсем, ҫавах ӑна илемлетнӗ чухне темӗнле тунсӑх ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ачасем пӗр-пӗрне станоксемпе хӗскӗчсем умӗнче, дормиторсенче чухне вара тӗтӗм кӑларса мӑкӑрлантаракан краҫҫын ламписен ҫуттинче, ҫакӑн пек хыпарсем каласа панӑ май Володя пурнӑҫӗ пирки легенда ҫуралчӗ.

Так из этих рассказов у токарного станка, у тисков, в дормиторах при дымном свете коптилок возникала легенда о Володиной жизни.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

- Ҫапла параппанҫӑсен «Грация» ансамблӗ ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

— Ҫуркунне, кайӑксем чӗвӗлтетсе юрланӑ вӑхӑтра ҫуралчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Атте Кайӑк ятлӑ хурасшӑн пулнӑ та, анчах анне килӗшмен: «Тӑхтамасӑр, васкаса ҫуралчӗ, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихҫан хыпаланмалла ан пултӑр — Тӑхти ятлӑ хурар», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Кайӑк хурсем килнӗ чух ҫуралчӗ, кайӑк пек, ҫунатлӑ пулать пуль ку ача», — тенӗ тӗшмӗш эпи карчӑк ман пирки.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аллине вӗҫертмесӗрех: — Мана Мишша кукаҫ тейӗр. Хама кукаҫ тенине питӗ юрататӑп. Хам ӗмӗрте пӗр хӗрача ҫуралчӗ, анчах выҫлӑх ҫул… Ҫапла, нумай вилчӗҫ ҫав. Эпӗ те пӗртен-пӗр хӗрӗмрен уйрӑлтӑм. Ҫавӑнпа ятран кукаҫ тесе чӗнекен ҫук. Асатте текенсем пур-ха, уншӑн савӑнатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсен хушшинче темле паллах мар, чӗрене ачашшӑн кӑтӑкласа хӑй ҫинчен асилтерсех тӑракан туйӑм ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Ытла та йывӑр кун — юнкун ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ӗнтӗ ача ҫуралчӗ, амӑшӗн тепӗр хуйхӑ хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тулли мар мобилизаци йышӑннӑ хыҫҫӑн тем тӗрлӗ сас-хура та ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех