Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарма (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ӑна ҫунтарма манӑн автомат пур, Кирукӑн — винтовка.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Урисемпе шуҫа-шуҫа (кӗлесӗр пушмак тӗпӗсем паян самай «ҫӗре таптанипе» ҫапла якалнӑ-ши?) пылчӑклӑ хӑйӑр, вӗтӗ чулсене кӑчӑр-кӑчӑр кӑчӑртаттарса вунӑ-вун пилӗк утӑм пек ҫыран хӗррипе тӑвалла, кимӗ станцийӗ патнелле хӑпарсан, вӗсен куҫӗ тӗлне будка евӗрлӗ лӑпсӑр-лапсӑр ҫуртпа юнашар ӗретсӗр пӑрахкаланӑ кивӗ, ҫӗрӗк хӑмасен купи лекрӗ (вӗсене такам вутӑ вырӑнне ҫунтарма пухнӑ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, ҫаврӑнса, вут пуҫҫипе ҫутаткаланҫи туса, ҫӗр каҫмалӑх ҫунтарма «хӗрӳллӗрех», ҫителӗклӗ турат-тӗрет пухас тесе, йывӑҫсен хушшинелле лаштӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр эрне… шутласан пӗр эрне нумай та мар пек туйӑнать, анчах та кӗрхи сивӗ ҫанталӑкра та хушӑран улмуҫҫи хӑйӗн вӑхӑтне улӑштарса ҫеҫкене ларнӑн, Клавӑн хальтерех кӑна-ха ыратупа тулнӑ чӗрине шӗл-кӑварлӑ юрату ҫунтарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, вӑл Моломан патне шӑпах ҫавӑн пек пырса кӗчӗ, аллине вӗркӗчӗн йывӑҫ тыткӑчи ҫине хучӗ те вучахри кӑмрӑка сывлӑш вӗртерсе ҫунтарма пуҫларӗ.

В таком именно состоянии подошел он как-то после обеда к Моломану и, положив руку на деревянную ручку меха, принялся раздувать горн.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лисук таврӑнсан, Ҫӗнтерӳ кунӗ валли сӑра тунӑ чух ҫунтарма юлтӑр, — тесе, Аркадий карта ҫине хывса ҫакнӑ фуфайкине илсе хул пуҫҫи ҫине уртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тилӗрсе кайнӑ пуян, хӑй мунчине хӑех вут тӗрттерсе, Микулана вут кӑларнӑ тесе айӑплать, ӑна вутта пӑрахса ҫунтарма халӑха вӑскӑртать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Халь ӗнтӗ Лукарье хӑйне намӑс тунине пачах та манса кайрӗ, Микулана курас ӗмӗт ҫӗнӗ вӑйпа ҫунтарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллинчи хӑййисене валашкари шыва чиксе кӑларчӗҫ, каялла таврӑнчӗҫ, хӑййисене вут тивертсе ҫунтарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫанҫурӑмне вут-кӑвар пек ҫунтарма тытӑннӑ хуйӑхне тӳсеймесӗр Микула ҫенӗке чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялсене сыхларӑмӑр, ҫунтарма памарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи малтан вӑл чулпа кирпӗч ванчӑкӗ пуҫтарса ҫӗр урайне вучах турӗ, унта ҫунтарма вутӑ чылай йӑтса тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслисем, ҫарти пуҫлӑхсем, воинсене ялсене ҫунтарма, утӑ капанӗсене вут тӗртме, ҫынсене тыткӑна илме хӑвала-хӑвала яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вутне чӗртсе, ялкӑштарса ҫунтарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кам та пулин вӑл йӗркене ҫунтарма пӗр хӗрринчен вут хыптарас пулсан эп ӑна тепӗр хӗрринчен чӗртсе яратӑп.

Если найдется смелый и подпалит этот порядок с одного конца, я с радостью подожгу его с другого!

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Туса пӗтереймен кункӑра, сырӑш, ача тетти пек хитре хултӑрчӑ, хӑвӑлне ҫунтарма тытӑннӑ килӗпе ҫӗнӗ ҫӳпҫе.

Тут и незаконченные корыта, ясли для скота, красивые, как игрушки, скальницы, заготовки для ступ и кадок.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни самантрах унтан аҫа ҫапса ҫунтарма та, ҫил-тӑвӑл тухса аркатса кайма та пултарнӑ.

Она могла разразиться в любое время.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Кӗтсех тӑр, Тукай халь халӑха ытларах ҫунтарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫта Нухрат? — урса кайса хӑй мӗн тунине пӗлмесӗр Урасмета саламатпа ҫунтарма пикенчӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех