Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑвӑҫ арчине хулпуҫҫирен ҫакса, аллинчи лӗпӗш тыткӑчӗпе сулкаласа, мӑйӗнчен ҫакнӑ пысӑк лупӑпа палтӑртаттарса, вӑл чӑтлӑхра чупса ҫӳрерӗ, мӗнле те пулин наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхассинчен хӑрамасӑрах ҫӳллӗ курӑк ӑшне кӗрсе, тӳрӗ ҫунатлӑ, ала евӗр ҫунатлӑ тата темле «ҫунатлӑ» хурт-кӑпшанкӑна шырарӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр кунне, ҫурҫӗр иртсен, патша ывӑлӗпе чипер арӑмӗ ҫунатлӑ трон ҫине ларнӑ, хаклӑ япаласен арчине хӑйсемпе юнашар вырнаҫтарнӑ, ҫул ҫинче кирлӗ апат-ҫимӗҫсене илнӗ те, килйышпа сывпуллашса, ҫунатлӑ тронне ҫапла каланӑ:
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Пӗчӗкҫеҫ, кӗске ҫунатлӑ, пӗтӗмпе илсен ҫунатлӑ пулӑ евӗрлӗ «Ла–5» самолёта Алексей унчченех пӗлекен пулса ҫитнӗ ӗнтӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1905 ҫулта Лаго-Маджоре кӳлӗре шывай ҫунатлӑ катер ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленӗ.В 1905 году на озере Лаго-Маджоре провёл успешные испытания катера на подводных крыльях.
Энрико Форланини // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BD%D ... 0%BD%D0%B8
Салтаксем, ҫуркунне тӑван кӗтеселле вӗҫсе каякан кайӑксем пек, хаваслӑ та кӑмӑл-туйӑм енчен ҫунатлӑ.
9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать, Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать, Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать, Йӗркипелен юрри те юрланать — Мехел ҫитсен.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Лешӗ ҫунатлӑ пекех вӗҫсе хӑтӑлчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑмӑлӑм — пӗрре ҫунатлӑ, Тепӗр чух йӗрес килет.
Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.
Кун пирки ҫыравҫӑ ҫапла шӳтлет: ӗлӗк-авал чӑвашсем, ачи-пӑчине тӗрлӗрен пӑтӑрмахсенчен упрас тесе, чӑн-чӑн ятпа пӗрле тепрер ҫирӗп е ҫунатлӑ ят панӑ пулать: Юман, Тимӗр, Чӗкеҫ, Курак т. ыт. те.
Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.
Ҫав вӑхӑтра ман хӑлхара Иван Михайлович халь ҫеҫ каланӑ «ҫунатлӑ» сӑмахсем янӑраса тӑчӗҫ, вӑл Семен Сергеевича тыттарнӑ парне — тӗрленӗ пурҫӑн кӗпе — куҫ умне тухса тӑчӗ.
Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.
Унтан вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ, хуҫӑлнӑ ҫунатлӑ акӑш евӗр пӳрт тӑрӑх ҫаврӑнчӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫунатлӑ шухӑшсем ӑна таҫта, паллӑ мар инҫете вӗҫтерсе кайрӗҫ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫунатлӑ шухӑшсем чуна ыраттарса инҫене — упӑшки патне вӑрҫа вӗҫсе кайрӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ку вӑл самолет, манӑн ҫунатлӑ кайӑкӑм.
III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсене ятарласа ҫунатлӑ сӑмахсемпе витсе пыракан икӗ пит-и?
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Мана сывлӑша ҫӗкленме чарнӑ ҫынсем те тӗрӗслӗх ҫинчен ҫунатлӑ сӑмахсем калатчӗҫ.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ферма заведующине ҫамрӑк кӗтӳҫӗ ӑс-тӑнӗнчи темле илемлӗ, ҫунатлӑ шухӑшсем хӑвӑрт сирӗлнӗ пек, тарнӑ пек туйӑнчӗҫ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӑмӑл-туйӑмӗ те — чӗкеҫ пекех ҫунатлӑ.
XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Ҫунатлӑ пехота» йышӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ ӗнерхи салтаксем ирех Энтрияль ҫывӑхӗнчи уя пуҫтарӑнчӗҫ.
Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/
«Ҫунатлӑ» гварди паттӑрӗсем кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек мӗнле ларура та мухтавлӑ та шанчӑклӑ вӑй шутланнӑ.
Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/