Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунатлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫунатлӑ (тĕпĕ: ҫунатлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫ вӗҫӗнче, вӑрӑм курӑк ӑшӗнче, симӗс ҫунатлӑ пысӑк шӑрчӑк чӑр-р-чӑр-р-р-р! чӑр-чӑр-р-р! туса ҫутҫанталӑк илемӗпе савӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫунатлӑ этем куҫӗсене чарса пӑрахрӗ те форточкӑран вӗлтӗр кӑна вӗҫсе тухса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Сасартӑк курах кайрӑм: икӗ ҫунатлӑ хӑйпашка арҫын ман паталла ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

— Ак ҫак пусӑ пури ҫинче питӗ илемлӗ, ҫунатлӑ пукане пекскер тӑратчӗ, ӑна та манашкӑсем ҫӗрле пырса ҫӗмӗрнӗ, — терӗ леш ача, эпир килсе чарӑннӑ ҫурт умӗнчи пусӑ еннелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӑнлантӑм, кусем — В.В. Жириновскин «пӑхӑр ҫунатлӑ, хурҫӑ пек тӗреклӗ кӑйкӑрӗсем» — Раҫҫейри либерал-демократсен партийӗн членӗсем тата вӗсен майлисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ак тата хура симӗс ҫунатлӑ нӑрӑ та пӑнлаттарса вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗр сехет манерлӗ ҫунатлӑ хавхапа ӗшкӗннӗ, «ҫурхи лӗп, вӑшӑлти ҫил» те явкаласа-пӗтӗркелесе ҫавапа вӑйнӑ хыҫҫӑн вӗсем, йӑлкӑм йӑшса, тин ҫеҫ пиҫнӗ икӗ ҫӗнӗ чӑмӑрла паранкӑ пек пӑль-пӑль пӑсланакансерсем, пӑтӑр-пӑтӑр тарланӑскерсем, ларса канма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Авӑ вӑл, авӑ, авӑ!» — уявлӑ, ҫунатлӑ саспа пӑшӑлтатрӗ вӑл, савӑнӑҫпа пиеленнӗ кӑмӑлӗпе тӳпеми тулса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑйлах, тӗреклӗ телейпех, «ҫунатлӑ карап ҫинче ҫунатлансах вӗҫрӗҫ», пар лашапа ҫӗмӗрттернӗ пекех ҫӗмӗрттерчӗҫ-ха вӗсем пурнӑҫа, чыхланачыхлана, какӑричченех печӗҫ унӑн пылак, сипетлӗ шерпетне.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ, кӑвак мӑйлӑ, сарӑ-симӗс ҫунатлӑ, хӗрлӗ куҫлӑ автан кӗскен авӑтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Авӑк куҫ харшисем айӗнчен пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн, кӑштах салхуллӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсенче ватӑ ҫын ӑсӗ те, ҫунатлӑ шухӑш та, чун илемӗ те курӑнать; унӑн пӗтӗм килӗшӳллӗ сӑнӗ темле пысӑк хавхаланупа ялкӑшса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Манӑн хамӑр вӑхӑтри илемлӗ чунлӑ ҫынсем ҫинчен, «ҫунатлӑ ҫуралнисем» ҫинчен хам пултарнӑ таран каласа парас килчӗ, ҫавӑнпа ҫакна ҫырмасӑр пултараймарӑм.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Эпӗ ҫунатлӑ ҫуралнӑ, вӗҫме ҫуралнӑ», — тетчӗ пӗр летчик.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫунатлӑ пуль эс, тетчӗҫ мана маткасем, — терӗ старик, каллех паттӑрланса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Вӑт сана, тусӑм, тепӗр «ҫунатлӑ ҫын» юмахӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ ӑна хам ӗҫӗме хытӑ юратни ҫинчен, хам вӗҫме «ҫунатлӑ ҫурални» ҫинчен хавхаланса каларӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫапла чыссӑр пӗтет ҫунатлӑ этем, хӗрарӑма пула.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш этем мунчана та, шыва та ялан пӗр-пӗччен кӗнӗ, ҫын куҫӗ умне ҫарамас курӑнман, унӑн ҫуначӗсене никамӑн та курма юраман, ют куҫ курсанах — ҫунатлӑ ҫыннан вилмелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫунатлӑ ҫын пӗр тӑват ҫӗр ҫул каялла Выл тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эсӗ ҫунатлӑ ҫын ҫинчен калакан юмаха илтнӗ-и? — тесе пуҫларӗ хӑйӗн калавне вашават тусӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех