Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуллахи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес енчен Нурлат районӗ Тутарстанра ҫулсеренех малти вырӑнсене йышӑнса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

…Ашшӗ-амӑшӗн сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен Коля ачаллах ӗҫпе туслашрӗ: ҫуллахи каникулта кӗреплепе утӑ тавӑрчӗ-пуҫтарчӗ, ӳсерехпе ҫитӗннисене ӑна капана хывма пулӑшрӗ, ӗне пӑхрӗ, вырмана хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче калориллӗ апат-ҫимӗҫрен пӑрӑнмалла, рационта сӗт юр-варӗ, ҫуллах мар аш, пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла пулччӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫуллахи шӑрӑх кунсене йӗркеллӗ, сывлӑха сиен кӳмесӗр, тӳссе ирттерме хӑш-пӗр йӗркене шута илни, пӑхӑнни пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи шӑрӑхра // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Шкулти юлташӑма темиҫе ҫул каялла ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юлашки ҫула ӑсатнине нихӑҫан та манас ҫук, тӑванӗсемпе пӗрле шыва кӗме кайсан иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗпе иккӗшне шыв варинкки хӑйӗн авӑрне илсе ҫӑлӑнма май паман…

Никогда не забудется, как во время летних каникул мы проводили в последний путь школьного товарища, когда они пошли купаться с родными, их с двоюродной сестрой не удалось спасти, утонули в водном омуте.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 3 хӗрача кашни ҫуллахи каникула, канмалли кунсене аслашшӗ-асламӑшӗ патне – Юртукассине тата ҫывӑхри ялсене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ачасем ҫуллахи каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫак ҫуллахи ӑшӑ каҫ пирӗн туслӑ класс ачисемшӗн те, вӗрентекеншӗн те нумайлӑха асра юлӗ тесе шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ каҫ асра юлӗ // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫуллахи кун ҫулталӑк тӑрантарать те — ял ҫыннисем пулнӑ май Елена Семеновнӑпа Александр Куприяновича килте тытма йывӑр.

Летний день год кормит — настоящих сельчан Елену Семеновну и Александра Куприяновича застать дома тяжело.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Катя хӑйӗн шыравне малалла тӑсас тӗллевлӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗ И.Криков ҫырнӑ «На линии огня» кӗнекене тӗплӗн вуласа тухасшӑн, тепӗр тӗпчев ҫырма ӗмӗтленет.

Катя во время летних каникул, с целью продолжения исследований, хочет основательно изучить книгу краеведа И.Крикова "На линии огня", мечтает написать еще одну исследовательскую работу.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухнӑ Екатерина Васильева ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче таврапӗлӳпе татах та тарӑнрах интересленесшӗн.

Екатерина Васильева, закончившая седьмой класс, во время летних каникул хочет еще глубже интересоваться краеведением.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫуллахи каникул пуҫлансанах Алиса патне тепӗр савӑнӑҫлӑ хыпар килнӗ.

Как только наступили летние каникулы, к Алисе пришла новая радостная весть.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Шкулта вӗреннӗ тапхӑрта ҫуллахи каникулсенче яланах колхозра тӑрӑшнӑ, ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑ, лаша кӳлсе хуҫалӑх уй-хирне тухнӑ.

Во время учебы в школе на летних каникулах всегда работал в колхозе, помогал родителям, выходил на колхозные поля с запряженной лошадью.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Яланах - ҫуллахи вӑхӑтра кӳлӗре шыва кӗнӗ чухне те, урамра велосипедпа ярӑннӑ чухне те тимлӗ пулмалла.

Всегда надо быть внимательным - и во время купания на озере, и во время катания на велосипеде на улице.

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Тӑхӑрьялсем ҫуллахи уявсене Микуларан (ҫу, 22) тытӑнса Питравккаччен (утӑ, 12 ) ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Хусанта ачасен ҫуллахи канӑвӗпе ӗҫне йӗркелес ыйтусемпе «хӗрӳ лини» – 231-50-24 («Лето» центр) – ӗҫлет.

В Казане по вопросам летнего отдыха и занятости детей работает "горячая линия" - 231-50-24 ( "Лето" центр).

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Тутарстанри ачасемпе ҫамрӑксене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ӗҫе вырнаҫтарас, вӗсен канӑвне, сывлӑхӗсене сиплессине йӗркелес тӗлӗшпе ТР Министрсен Кабинечӗ постановлени те кӑларнӑ.

Кабинетом Министров РТ даже было принято постановление с целью о трудоустройстве детей и подростков в летнее время, об организации их отдыха и оздоровления.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ыттисен вара ҫуллахи каникула еплерех ирттересси пирки шухӑшлама вӑхӑт.

А для остальных время, чтобы подумать о том, как провести свои летние каникулы.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ачасен хавхаланӑвӗ тепӗр ҫуллахи каникулччен ан сӗвӗрӗлтӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫуллахи лагерӗн ырӑ пӗр енӗ — ҫак тапхӑрта вӗрентекенсемпе шкул ачисен хутшӑнӑвӗ ҫирӗпленни, пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме тытӑнни, — терӗ воспитательсенчен пӗри Алина Крипчакова.

- Одна хорошая сторона летнего лагеря - в это время укрепляются отношения между учителями и школьниками, лучше узнают друг-друга, - сказала одна из воспитателей Алина Крипчакова.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех