Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Христоня ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса илчӗ, тӳрех хуравламарӗ: малтан чылайччен чикаркка хутне сурчӑкпа йӗпетсе аппаланчӗ, ӑна вӑкӑрӑнни пек пысӑк та кӑштӑркка чӗлхипе ҫулласа илчӗ, унтан тин, чикарккине ҫавӑрса ҫитернӗ хыҫҫӑн, хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ:

Христоня сверху вниз поглядел на него, ответил не сразу: сначала долго слюнил бумажку, елозил по ней большим, шершавым, как у быка, языком и, уже скрутив, пробасил:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Минут каялла кӑна вӗркӗшсе ҫӳренӗ ударницӑсемпе офицерсене пурне те пӑшал сасси ҫулласа кайнӑ, тейӗн.

Ударниц и офицеров, минуту назад толпившихся там, выстрел будто слизал.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хыпаланса ҫӑварӗнчи сухарие ҫӑтса ячӗ те, тутине ҫулласа илсе, хулӑн та ҫилӗллӗ сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Торопливо глотнув, он облизал губы, крикнул грубым негнущимся басом:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан ҫӗр ҫине месерле тӑсӑлса выртрӗ те, йывӑрланнӑ пуҫне чул муклашки хыҫне пытарса, типшӗрнӗ чӗлхипе ҫемҫе юра ҫулласа илчӗ.

Он лег плашмя и, пряча за камень затяжелевшую голову, лизнул разом пересохшим языком пушистый завиток снега.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Самантлӑха уҫса янӑ алӑкран ҫил вӑркӑшса кӗрсе алӑк умӗнче ҫунтарнӑ хут кӗлӗсене ҫулласа кайрӗ, мӑкӑрланса ҫунакан краҫҫын лампине сӳнтерчӗ.

В распахнутую на секунду дверь ворвался ветер, разметал серый пепел, оставшийся от сожженных у порога бумаг, потушил чадившую лампочку.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл мӑйне тӑсрӗ, чӗлхине кӑларчӗ, унтан ывӑҫ тупанне ҫулласа илчӗ те аллипеле хӑлха урлӑ калла-малла сӑтӑрса ҫавӑрчӗ.

— Он вытянул шею, высунул язык и, будто лизнув ладони, стал тереть ими лицо, вертя головой.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Володя ашшӗ ҫине пӑхрӗ, хумханнипе типнӗ тутине ҫулласа, шӑппӑн: — Атте, эсӗ ӑҫта пурнӑҫна хӗрхенменнине эпӗ пӗлетӗп, — терӗ.

Володя взглянул в лицо отцу, облизал свои от волнения пересохшие губы и тихо сказал: — А я знаю, папа, где ты жизни не жалел…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл плугӑн сылтӑм аври ҫине уртӑнчӗ, плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине лартрӗ, вара тӑпра сийӗ, плугӑн сурпанӗ тӑрӑх чалӑшшӑн та хыттӑн сӑтӑрӑнса иртсе, сурпан ҫумне ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ тӑпрана, ҫулласа тасатнӑ пекех, тасатса хучӗ.

Он налег на правую чапигу, поставил плуг «на перо», и пласт земли, косо и туго проехавшись по отвалу, словно слизал плотно притертую, налипшую на отвале грязь.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ҫил ҫулласа якатнӑ тӑрринче пӗлтӗрхи армутипе сарӑ чечекӗн сап-ҫара тунисем хурлӑхлӑн чӑштӑртатса лараҫҫӗ.

На слизанной ветрами вершине его скорбно шуршат голые ветви прошлогодней полыни и донника.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Стукотей васкамасӑр ӗҫсе ярать, тутисене ҫулласа илет, куҫӗсене хупса, пӳрни ҫумне пӳрнине хурса сӑптӑрса кӑтартса тата мӗн те пулин ҫыртмалли кирлӗ пулнине систерет.

Стукотей медленно выпивает, облизывается, закрывает глаза и трет палец о палец, т. е. просит заесть чем-нибудь.

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Пӗтӗм историе каласа пӗтерсен, Петя васкаса тутисене ҫулласа илчӗ те, сывлӑш ҫавӑрмасӑрах пӗтӗм историе ҫӗнӗрен каласа пама тытӑнчӗ.

Окончив свою историю, Петя поспешно облизал губы и тотчас, без передышки, стал рассказывать ее опять с самого начала.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем кӑмӑлсӑррӑн темиҫе утӑм каялла чакрӗҫ те юнлӑ тутисене ҫулласа, чарӑнса тӑчӗҫ.

Они нехотя отбежали несколько шагов и остановились, облизывая окровавленные рты.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех