Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫсе (тĕпĕ: ҫиҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑех сисрӗ, ун пичӗ халь вӑтаннӑ хӗрача пичӗ евӗр ҫиҫсе тӑрать, кӑна палӑртас мар тесе каччӑ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем тупайман ҫӗмӗрте пуҫтарам пекки туса ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышин, кунта ҫынсем пур чухне ҫиҫсе тӑракан пит-куҫпа, тепӗр чухне пуҫа пӗксе хурлӑхлӑн килнине курма тахҫанах хӑнӑхнӑскер, Левентейӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнине ҫийӗнчех чухласа илчӗ, ҫавӑнпа унпала нумайччен калаҫрӗ, Левентей калас пеккине каласан та, Атӑлкӑссинче мӗн пулса иртнине ӑнланса ҫитеймен пек, ыйту хыҫҫӑн ыйту пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ вӑл ӗнерхи пек мар, хаваслӑ, куҫӗ-пуҫӗ ҫиҫсе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑслӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрача пулас, ку, ӗҫре ҫитменлӗх курсан, калама аван мар тесе тӑрас ҫук, — унӑн вутхӗмле ҫиҫсе тӑракан пит-куҫӗ ҫине савӑнса пахрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала аллине шӑлса типӗтрӗ те хӗр пек ҫиҫсе тӑракан Маринене алӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗрсенех курчӗ Тукай, Сююнбике чӑнах та шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пекех ҫиҫсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ умӗнче йӑнӑш курӑнчӗ текен шухӑш та ҫиҫсе илнӗччӗ, анчах та питӗнчен юн сирпӗттерсе хӑваракан нухайкка вӗҫӗ ӑна вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Тӑсланкӑ пӗччен килмен», — ҫиҫӗм пек шухӑш ҫиҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашкӑр хӑрӑлтатса юнлӑ тутисем сарӑлсан пысӑк шӑлӗсем пӗтӗм халӑха юнанӑ пек ҫиҫсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Каҫ еннелле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫсе ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пурнӑҫ малалла шунӑ май, ҫав куштан критиксем те тӳрленчӗҫ пуль, тесе тӑраттӑм, ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ҫиҫсе илчӗ, аслати авӑтса ячӗ, аҫи кӗрслтеттерсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Сӑн-питне ҫамрӑклӑх сӑнӗ ҫапрӗ, куҫӗ-пуҫӗ ҫиҫсе ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ман купӑс вӑл — Циммерман нимӗҫ фабрикинче тунӑскер — хитре такана кӑна кун ҫумӗнче! — куҫӗсенче савӑнӑҫ ҫиҫсе вылярӗ Павӑлӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав мӗнле япала иккен вӑл юрату — пӗр вӑхӑтра мӑкӑнь ҫеҫки пек сарӑлса вутла ҫиҫсе илет те ҫавӑнтах сӳнсе ларать.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кашни ир ҫӳрекен уҫланкӑ, ем-ешӗл курӑкпа та сап-сарӑ чечекпе ҫиҫсе тӑнӑ уҫланкӑ, йӑлтах ҫаралса юлнӑ; таврара пӗтӗмпе кичемлӗх, тунсӑх…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑн хӑйӗн ҫулне кура мар тӗреклӗ те яштак кӗлетки, ват ҫынла кӑшӑлласа кастарнӑ сарӑ ҫӳҫӗ, кулнӑ чухне сар ҫу пек ирӗлсе, ҫиҫсе тӑракан сӑн-сӑпачӗ самантлӑха та куҫ умӗнчен кайма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай туйрӗ: юлан утпа хӑйӗн хӗрӗ кайрӗ тесенех Тукай питӗнче савӑнӑҫ палли ҫиҫсе илчӗ, Нухрат юлан утпа ҫӳреме вӗренни ҫинчен илтни хуҫана самаях хаваслантарчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булька сарлака питлӗччӗ, унӑн пысӑк хура куҫӗсем ҫиҫсе тӑратчӗҫ, ялан тухса тӑракан асав шӑлӗсемпе ытти шӑлӗсем шап-шурӑччӗ.

Лицо у Бульки было широкое; глаза большие, черные и блестящие; и зубы и клыки белые всегда торчали наружу.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн урлӑ-пирлӗ ҫиҫӗм ҫиҫсе илет, ун хыҫҫӑн аслати кӗмсӗртеттерет, хӑш чухне юнашарах ҫапнӑ пек илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ак, ҫав ушкӑнра Кактышев Меркурий Павлович йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑнине курсан, Валери Соловинӑн сӑн-пичӗ самантрах тӗксӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех