Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫсе (тĕпĕ: ҫиҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗ вара, хӗвел ҫути ӳкмен ҫӗрте лараҫҫӗ пулин те, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫӗ йӑлтӑр ҫиҫсе илчӗ хӗрарӑмӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫиҫӗм ҫиҫсе ӗлкӗреймӗ, эпир каялла персе те ҫитӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫав тери суйрӗ, татах суйса тӑнӑ пулсан, питӗнченех ҫиҫсе ярас, тенӗччӗ.

— Много чего наврал, если бы и дальше продолжал врать, хотел уже ударить по лицу.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.

Пантен, крича как на пожаре, вывел «Секрет» из ветра; судно остановилось, между тем как от крейсера помчался паровой катер с командой и лейтенантом в белых перчатках; лейтенант, ступив на палубу корабля, изумленно оглянулся и прошел с Грэем в каюту, откуда через час отправился, странно махнув рукой и улыбаясь, словно получил чин, обратно к синему крейсеру.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Уҫӑ иллюминатортан ҫуттӑн ылтӑн кашти тӑртанса тӑрать, ун ҫинче капитанӑн лакпа витнӗ карттус сӑмси ҫиҫсе ялкӑшрӗ.

Сквозь открытый иллюминатор торчала золотистая балка света, в которой вспыхнул лакированный козырек капитанской фуражки.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — Дубельт портӗнче каҫхи ҫӑлтӑр ҫӗнӗ мачтӑн хура йӗрӗ ҫийӗн ҫиҫсе мӗлтлетрӗ.

Прошло еще мало времени, и в порте Дубельт вечерняя звезда сверкнула над черной линией новой мачты.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унта хура ялавлӑ, ҫӗҫӗпе хӑлаҫланакан хӑрушӑ командӑллӑ хурах-карапсем те; шыв сенкерлӗхӗнче виле тӗслӗ кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе йӑлтӑртатакан мӗлке-карапсем те; ҫар карапӗсем те — салтаксемпе, тупӑсемпе, музыкӑпа; вулкансене, ӳсен-тӑранпа чӗр чунсене пӑхса ҫӳрекен тӗпчев экспедицийӗсем те; сивлев вӑрттӑнлӑхлӑ, пӑлхавлӑ карапсем те; ҫӗнӗ ҫӗр уҫакан карапсемпе мыскара шыраса ҫӳрекен карапсем те пур.

Были там еще корабли-пираты, с черным флагом и страшной, размахивающей ножами командой; корабли-призраки, сияющие мертвенным светом синего озарения; военные корабли с солдатами, пушками и музыкой; корабли научных экспедиций, высматривающие вулканы, растения и животных; корабли с мрачной тайной и бунтами; корабли открытий и корабли приключений.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Теттесенчен пӗри — ӑмӑртмалли пӗчӗкҫӗ яхта; шурӑ ҫак карап ҫинче пурҫӑн таткинчен тунӑ хӗп-хӗрлӗ парӑс ҫиҫсе вӗлкӗшет.

Одна такая новинка была миниатюрной гоночной яхтой; белое суденышко подняло алые паруса, сделанные из обрезков шелка.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Мӗншӗн\… мӗншӗн ман пӗтӗм пурнӑҫ тӑварлӑ? Кама усал тунӑ эп?» — ҫиҫсе илчӗ Тамара пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Таҫта курнӑ пек те туйӑнать», — ҫиҫсе илчӗ пуҫра шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Тӗксӗмленсе кайнӑ сӑн-питсенчен тата ҫиҫсе ҫунма пуҫланӑ куҫсенчен — вӗсене командующи сӑмахӗсем чӗререн тивни палӑрать.

По нахмурившимся лицам, по загоревшимся глазам видно было, что их задела речь командующего.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫамки ҫине унӑн лентӑллӑ ҫӗлӗкӗ айӗнчен ҫӳҫ пайӑрки тухса тӑрать, — сарлака пит-куҫлӑ, уссийӗсене пӗтӗрсе янӑ; ҫап-ҫавра куҫӗсем — фаянспа пӗрех — нимӗне пӗлтермесӗр ҫиҫсе пӑхаҫҫӗ.

клок волос — на лбу из-под шапочки с ленточками, широкое лицо, закрученные усики, круглые глаза — как фаянсовые — без выражения.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл хӑйне тытса тӑракансене чавсапа сирме хӑтланса, усаллӑхпа ҫиҫсе тӑракан симӗс куҫӗсемпе Межин ҫине шӑтарса пӑхрӗ.

раскинул локтями тех, кто держал его, зелеными — жгущими злобой — глазами уперся в Межина.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сылтӑм енче, Ижорски завод ҫурчӗсем сӗмленсе ларакан вырӑнта, тӗтре витӗр, ҫутӑ ҫиҫсе йӑлкӑшни палӑрать, — ку вӑл мартен кӑмакинчен шӑратнӑ хурҫӑ кӑларни курӑнать пулас.

Справа, где неясно проступали очертания Ижорского завода, мутно различалось огненное сияние, — должно быть, выпускали сталь из мартена.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

«Сутрӑм, сутрӑм…» — шухӑш ҫиҫсе илчӗ ман пуҫра, хӑраса кайса.

«Выдал, все пропало…» подумал я с ужасом.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ленин ҫара уранах курӑк ҫинче тӑрать; ҫийӗнчи тӗксӗмрех тӗслӗ чалӑш ҫухаллӑ кӗпине ярханах янӑ; куҫӗсенче палланӑ хӗлхемсем — пӑлханнӑ тата хӗрсе кайнӑ самантсенче ҫиҫсе йӑлтӑртатакан вӗри хӗлхемсем хыпса илсе сӳнеҫҫӗ.

Ленин стоял босиком в траве, темная косоворотка на нем была расстегнута, а в глазах зажигались и гасли искорки, знакомые искорки, появлявшиеся там в минуты волнения и азарта.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл такампа чӑтма ҫук тарӑхса та чӗмсӗррӗн тавлашнӑн туйӑнчӗ, куҫӗсенче е курайманлӑх ҫулӑмӗ ҫиҫсе ҫуталчӗ, е вӗсенче хуйха ӳкни, хӗрӳленсе кайни, хавасланни е тата чӑрсӑррӑн ҫуйкӑнланни палӑрчӗ.

Казалось, он ведет с кем-то молчаливый яростный спор, в его глазах появлялись то презрение, то уныние, то страсть, то удовольствие, то азарт.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Крюсе-Майя куҫӗсем ялтӑрах ҫиҫсе илчӗҫ.

Глаза у Крёсе-Майи засверкали.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та каллех аслати кӗмсӗртетрӗ те ҫиҫӗм ҫиҫсе илчӗ.

Но тут снова нагрянула гроза, ударила молния.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех