Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнӳ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитӗнӳ (тĕпĕ: ҫитӗнӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача-пӑчан чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑм вӑранни вӗрентекеншӗн пысӑк ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пысӑк ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ

Делают большие успехи.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Пысӑк ҫитӗнӳ тӑвакан та сахал мар пулнӑ.

Немало было и с большими результатами.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ку чӗлхене ӑша хывакансем тӗрлӗ олимпиадӑра, чӗлхе ӑмӑртӑвӗнче яланах лайӑххипе палӑраҫҫӗ, тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ кӑтартаҫҫӗ.

Усвоившие этот язык, выделяются своими способностями на разных олимпиадах, на состязаниях по языкознанию, одерживают победу на разных уровнях.

Шупашкарти шкул хрантсуссемпе пӗр чӗлхе тупнӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12871.html

Чӑваш Ен выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче ҫитӗнӳ тунин ҫӑлкуҫӗсенчен пӗри — апат никӗсне ҫулленех ытлӑ-ҫитлӗ хывни, хресчен ҫуркунне нумай ҫул ӳсекен курӑка сӳрелесе апатлантарнинчен пуҫласа хура кӗрчченех тӑрӑшса вӑй хуни.

Один из источников успеха в животноводческом отрасли Чувашии — это ежегодная, достаточная заготовка кормовой базы, усердный труд крестьянина от весеннего боронования и удобрения многолетних трав до поздних осенних работ.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн инжиниринг центрӗсене туса хурассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ пилот проектсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли пӗтӗм Раҫҫейри конкурсри ҫӗнтерӗвне пысӑк ҫитӗнӳ тесе хакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кунашкал чыс вӗренӳре, ӑслӑлӑх ӗҫӗнче, спортра, культура тата общество пурнӑҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунисене кӑна тивӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Сувар» хаҫат та хӑйӗн «Шурӑмпуҫ» литература кӑларӑмне конкурса тӑратнӑччӗ, шел, ҫӗнтереймерӗ, ҫапах 180 номинант хушшинче ҫурма финала тухни те пӗчӗк мар ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Яшсен тӗнчери турнирӗн ҫӗнтерӳҫи 20 километрлӑ дистанцие пӗрремӗш хут тухса пысӑк ҫитӗнӳ тума пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Унпа пӗрлех пысӑк ҫитӗнӳ те.

Это еще и большое достижение.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӗсем йӑлтах ӑнланаҫҫӗ, ҫитӗнӳ хӑйсенчен килнине те пӗлеҫҫӗ.

Они все понимают, знают, что успехи зависят от них самих.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Хастар» ФСК-н ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен тренерӗ Эдуард Романов патӗнче ӑсталӑхне туптакан ачасем республика шайӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тума пултарни чунтанах савӑнтарать.

Радует, что ребята, кующие свое мастерство у тренера ФСК "Смелые" по легкой атлетике Эдуарда Романова, смогли на уровне республики показать большие результаты.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Зарница» ушкӑнра ҫитӗнӳ картлашки ҫине ҫак шкулсем хӑпарчӗҫ: «Зарница» ушкӑнра вара Элӗк вӑтам шкулӗн команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, Юнтапа тата Тени шкулӗн командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

2005 ҫултанпа учительсем, инноваци технологийӗсемпе ӗҫлекенсем тата пысӑк ҫитӗнӳ тунӑскерсем, ҫавӑн пекех Раҫҫей тата республика шайӗнчи конкурс-олимпиадӑра ҫӗнтернӗ ачасемпе ҫамрӑксем, отличниксем Н.В.Маловӑн ятран паракан стипендине тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вунӑ ҫынран пӗри ҫак усалран писни те — пысӑк ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак йышра писательсемпе поэтсем те, вӗрентекенсемпе ҫӗр ӗҫченӗсем те, тӗрлӗ профессире пысӑк ҫитӗнӳ тунисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳ тунӑ «ҫӑлтӑрсем» студентсен пурнӑҫӗнче кӑна мар, сирӗннинче те ырӑ йӗр хӑвараҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗтӗмӗшле Раҫҫей патшалӑх наука фончӗн гранчӗсене ҫӗнсе илессипе 13 вырӑна тухни пирӗншӗн — пысӑк ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе ял ҫӗрӗнче ҫитӗнӳ тунипе кӑна палӑрса тӑмасть.

Как известно, наша республика имеет серьезные успехи в жилищном строительстве не только на селе.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех