Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитти (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем сӗтел ҫитти, алшӑли, чаршав йышши кил тӗрӗш хатӗрӗсемпе пӗрлех капӑр ҫи-пуҫ та ҫӗлеҫҫӗ, эстрадӑпа подиума юрӑхлӑ тум та ӑсталаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсем кунта хӑйсен иксӗлми пултарулӑхне ирӗке яма пултарнӑ, авалхи кӗпесем ҫинчи тӗрӗсене ⎼ пурнӑҫ ыйтнине кура ⎼ сӗтел ҫитти, чаршав, чӳрече карри ҫине ӑстайлӑн куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

1949 ҫулта художница паха сӗтел ҫитти тунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӑна хирӗҫ Наташа пӗчӗк сӗтел ҫитти ҫыхса парать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Укҫа ҫӳпҫе тӗпӗнчех, вырӑн ҫитти хушшинчех, выртнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Темиҫе сехетрен тӳшек ҫитти типсе каять.

Через несколько часов простыня станет сухой.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Уяр кун тула йӗпе тӳшек ҫитти илсе тухар.

В ясный день вынесем во двор мокрую простыню.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Чӑнах, чӑнах! — ҫавнах ҫирӗплетрӗ хӗр, хӑрах алли ҫине ҫӗкленнӗскер, тепӗр аллипе кӑкӑрӗ тӗлне ҫитти тытса.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Матрас ҫине выртас пулсан, каҫхине укҫа тӳлемеллеччӗ, простынь, минтер пичӗ, ҫитти илмеллеччӗ…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Лектор ҫитрӗ, ӑна хваттер тупса панӑ: зала тирпейленӗ, сӗтел ҫине хӗрлӗ ҫитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Шур чӗр ҫитти хура вӗҫ; Ӑмма макран хуракуҫ?

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туй арӑмсен симӗс хыс, Хӗрлӗ ҫитти, алтутри, Шӳлкемепе хушпу чыс, — Пуринчен чыс туй юрри!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӗнӗ, килте тӗртнӗ сӗтел ҫитти ҫинче чечеклӗ йывӑҫ тирӗкпе халь ҫеҫ пуҫтарнӑ хӑйма.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Полировка тунӑ хаклӑ йышши сӗтел, ҫине мерешкепе илемлетнӗ ҫитти сарнӑскер, тӗкӗрлӗ шифоньер, икӗ кресло, сарлака кровать, ун ҫинчи типтерлӗ пуҫтарнӑ таса вырӑн, телевизор, радио, ҫӑвӑнмалли-тасалмалли уйрӑм пӳлӗм, фикус…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Эрехе кирлӗ мар, — терӗ Пазухин, шурӑ ҫитти сарнӑ сӗтел хушшине ларса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑкӑт пек шурӑ сӗтел ҫитти ҫинче тулли черккесем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Хупне нӳрӗ ҫӗтӗкпе сӑтӑрнӑ, ӑшне таса улӑм хунӑ, ҫиеле кивӗ кӗпе татӑкӗсенчен ҫӗленӗ шурӑ та таса ҫитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Типнӗ кӗпи, кӑмака хутсах типӗтрӗм, — хӑйне айӑплӑн шутласа, каларӗ Марине кинемей, кайри пӳртрен кӑштӑрканӑ кӗпе-йӗмпе вырӑн ҫитти таврашӗ йӑтса кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ав, шыв ӑсса килет ҫырмаран, — хушрӗ арӑмӗ, сӗтел ҫитти сарнӑ хушӑра чӳречерен пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апатланмӑшра сӗтел ҫитти сарнӑ тата кашӑк-чашӑк лартнӑ май Стерс тарҫи хуҫа йӑмӑкӗпе каҫхи апат пирки калаҫать.

В столовой, накрывая на стол и расставляя приборы, прислуга Стерса разговаривала с сестрой хозяина относительно ужина.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех