Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ҫинче талккӑшпех — тӗрлӗ тӗслӗ чулсен эрешӗ евӗр — эрехсен вучӗ хӗмленет, ылтӑн та кӗмӗл ҫиҫеҫҫӗ, ытарлӑ йӑлтӑркка вазӑсенчи сайра тӗл пулакан улма-ҫырла хушшинчен сӗтел ҫитти ҫинче кӑтрисемпе сапаланса шӑвакан ӳсен-тӑранӑн симӗс мӗлки ӗренкеленнӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл хӑвӑрттӑн та йӑпӑр-япӑр апатланнине курсан, сӗтел ҫитти ҫинче шупка хӗрлӗ йӑлтӑрккасемпе вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрекен графинран хӑйне тата мана ярса парсан эпӗ хӑвӑртлӑха чакартӑм — минутсерен е ҫӗҫҫе, е вилкӑна ӳкеретӗп; пӗр вӑхӑт именӳ мана тертлентерсех ҫитерчӗ, анчах хырӑм выҫҫи ҫиеле тухрӗ те апатпа питӗ хӑвӑрт майлаштартӑм, мӗншӗн тесен чееленетӗп — эпӗ Дюрокран та ытларах васкатӑп имӗш…
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стена ҫумӗнче ӑшчиккине ҫавӑрса кӑларнӑ кивӗ ҫӗмрӗк диван ларать, ҫитти вырӑнне ашӑк витнӗ, одеял вырӑнне — илемле, анчах темиҫе тӗлтен ҫунтарса шӑтарнӑ ковер татӑкӗ витнӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Салтак калаҫма чарӑнчӗ, куҫ харшисене пӗркелесе илчӗ, ҫамки айӗнчен шур куҫӗсемпе анне ҫине пӑхрӗ, анне куҫӗсемпе сӗтел ҫитти ҫинелле пӑхса тӑраканскер, ку таранччен те пӗр сӑмах каламасӑр ларчӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Давенант савӑнӑҫлӑн шӑхӑрса ячӗ: урай шӑлмалла мар, сӗтел ҫитти сармалла мар, чашӑксенчен ҫӗрӗк пан улми кӑларса пемелле мар.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сӗтел ҫитти тап-таса, тирпейлӗ, унта савӑт-сапа лартса тухнӑ; кофейник пӑсланать; ҫӑкӑр, улма-ҫырла, сыр, сухан, каснӑ паштет татӑкӗсем — пачах хӑнӑхман ӳкерчӗк: вӑл хӑй утса ҫӳресе е тӑрса, кӗнеке вуланӑ май ҫырткалани аса килчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Тави сӗтел ҫитти шыраса тупрӗ, хыпаланса савӑт-сапа ҫурӗ; карҫинккари хут таткисене, ытти ҫӳп-ҫапа, кухньӑра шыраса тупнӑ кӑмрӑк юлашкине тултарчӗ те тинех камин чӗртсе ячӗ; унтан кофе вӗретрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Хуравламасӑр — хӗр шкатулкӑна йӑтрӗ, сӗтел ҫине хучӗ те чӑтӑмсӑр хусканупа тӳнтерсе ячӗ, ҫавӑнтах ҫакӑншӑн ӳкӗнчӗ ахӑр, мӗншӗн тесен йывӑҫ тӳнклетсе ӳкнипе пӗр вӑхӑтрах сӗтел ҫитти алмаз сийӗн, карбункулсемпе ӗнчӗ-мерчен, опал вучӗпе хыпса ҫунма пикенчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫынсен тӗркӗвӗшӗнче сарӑхнӑ сӗтел ҫитти витнӗ хыҫҫӑн Меннерс сӗвӗнсе ӳкме тытӑннӑ этикетка хӗррине чӗлхипе ҫуларӗ те ром кӗленчи килсе лартрӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кунта — ҫитти вырӑнне хаҫатсемпе витнӗ, кукӑльсем тата ӑшаланӑ аш-какай лартса тултарнӑ сӗтел хушшинче пӗр вунӑ ҫынна яхӑн ларать, вӗсем ҫухисене йӳле янӑ, тарланӑ пит-куҫӗсене тутӑрпа шӑлкалаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӗтел айӗнче пушӑ кӗленчесем йӑваланса выртнӑ, эреххине сӗтел ҫитти ҫине тӑккаланӑ.Под столом катались пустые бутылки, вино проливалось на скатерть.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӗсем стаканне пӗр-пӗрин патне тӗрткеленӗ хушӑра Курганов ӑна ҫаннипе ҫаклатнӑ та — эреххи сӗтел ҫитти ҫине юхса тухнӑ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Пӗчӗк пӳлӗмӗн виҫҫӗмӗш пайне вырӑсла кӑмака йышӑнать, виҫҫӗмӗш пайне — ситца чаршав хыҫӗнче тӑракан, хӗрлӗ ҫитти тӑхӑнтарнӑ темӗн чухлӗ минтер купаласа тултарнӑ иккӗн ҫывӑрмалли кровать йышӑнать, ытти вырӑна чашӑк-тирӗк хумалли шкаф, сӗтел, икӗ пукан тата чӳрече умӗнчи тенкел илемлетсе тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сӗтел ҫитти татӑкӗ ҫинче Митяй ҫапла ҫырса хунине курчӗ:
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл кӗсйинчен кӑранташ хуҫӑкӗ шыраса тупрӗ, сӗтел ҫитти кӗтессинчен хут татӑкӗ чӗрсе илчӗ те, унталла-кунталла пӑхса илсе, васкавлӑн ҫырма пуҫларӗ.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Мӑнтарӑн ҫулҫӳревҫӗ хӑех ҫитти сарчӗ, ун ҫине ҫимеллисем хатӗрлесе хучӗ.Бедняга-путешественник сам расстелил дастархан, принес ужин.
Ҫулҫӳревҫӗпе харампыр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Каҫхи апат пиҫсе ӗлкӗрсен: «Итле-ха, тӑванӑм, — тет ҫулҫӳревҫӗ харампыра, — эпӗ шыв хӗррине анса пит ҫуса килем», эсӗ унччен ҫитти сарса апат-ҫимӗҫсене антарса ларт.
Ҫулҫӳревҫӗпе харампыр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫитти патне чупса пычӗ те пуҫне пӗр тирӗк ҫине чиксе ячӗ.
Чӑтӑмсӑр кушак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Урайне пысӑк ҫитти сарнӑ та ун ҫине тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ турилккисем лартса тултарнӑ.Видят — на полу большой дастархан расстелен, а на нем расставлены блюда со всякими кушаньями.
Чӑтӑмсӑр кушак ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Паллах, сӗтел ҫитти ӑна Виктортан ытларах кӑсӑклантарать, кӑна Викторӑн та асӑрхамалла.Она занята скатертью, конечно, куда сильнее, чем Виктором, это должен увидеть и Виктор.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.