Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитни (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ҫилленсен те йӑваш сӑнӗ тапӑнуллӑн курӑннинчен ҫак хӗрарӑм тӑвӑнса ҫитни палӑрать.

По наступательному выражению ее кроткого даже в гневе лица я видел, что и эта женщина дошла до предела.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тепӗр ҫулталӑкран вӑл мана укҫа вун пилӗк миллиона ҫитни ҫинчен телеграфпа пӗлтерчӗ.

Через год он телеграфировал мне, что возросло до пятнадцати миллионов.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Мӗн пулса иртнине ӑнланни, тата ҫакӑ ытла та кӗтмен ҫӗртен пулса иртрӗ, ӗмӗтӗнче малалла — ирӗклӗ хула урамне — ӑнтӑлса ҫитни шӑлаварпа тата жилетпа мӗн тӑвасси пирки шухӑшлама кансӗрлеҫҫӗ.

Сознание совершившегося, причем так неожиданно, и забегающая вперед мечта о свободной городской улице мешали ему сообразить, что должен он сделать с брюками или жилетом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Ҫак япалана вӗренсе ҫитни усӑллӑ та, тупӑшлӑ та; кайран унта куҫ курать».

Полезно и весьма прибыльно, если бы удалось научиться такой штуке, а там видно будет».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Чинчара та капер хумхантарать — ӑна карапне страхланӑ общество арканас патне ҫитни пирки хыпарларӗҫ, ҫавӑнпа та унӑн васкамалла.

Капер тоже волновал Чинчара — он получил сведения, что его страховое общество накануне краха и надо поторапливаться.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Анчах кун пек чухне пурнӑҫран пурте пӗр харӑс йӑлӑхса ҫитни, идеалсен арканӑвӗ т.ыт. пирки калаҫмалли кӑна юлать!

Но в таком случае остается предположить общее разочарование в жизни, крушение идеалов и т. п.!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Малалла вӑл вӗсене вӗлерсе пӗтересрен шутсӑр хытӑ сехӗрленни, ҫӗрле нумай-нумай карап пырса ҫитни, вӗсем ҫуртсем ҫинелле пени ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

Затем она принялась рассказывать о том, как все боялись, что их убьют, и как ночью приходило много кораблей, которые стреляли в дома.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫакна ҫынсем, ҫурхи ӑшӑ ҫумӑр хыҫҫӑн сывлӑш тасалнине тӳрех асӑрханӑ пек, ҫийӗнчех сисрӗҫ-ха, анчах ҫав пурнӑҫ сывлӑшӗ мӗне пула тасалса ҫитни ҫинчен, тепри, тен, шухӑшласа та пӑхмӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, «Канаш» хаҫат республикӑри халӑх хуҫалӑхӗ тӗп кӑтартусем енӗпе вӑрҫӑчченхи шая ҫитни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темшӗн-ҫке, ҫакнашкал ниме тӑман ытахаль пуплешӳсенченех вӑл, кунтисем мар пулсан та, чӑвашсене тахҫантанпах пӗлни, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупмашкӑн ӑсталанса ҫитни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑх шухӑшласа тӑма май килмерӗ, поляксем килсе ҫитни пӑшал пенинченех палӑрчӗ, унтан куҫа та курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗр-ҫӗнӗ полк килсе ҫитни фронта ку тӗлте ҫирӗплетме кӑштах пулӑшрӗ-ши, пулӑшаймарӗ-ши те, Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем ҫакӑн хыҫҫӑн уйӑх ытла чиперех тытӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗскӗн янавар халлӗхе тин ҫеҫкерен тухнӑ пӑрҫа хутаҫҫи пек ырханни, хӑвӑрӑлса ҫитни вӑл — хуҫи тулӑксӑртан.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрлӗ Тӑрна ачасене киле кайма вӑхӑт ҫитни ҫинчен темиҫе хут та аса илтернӗ, анчах ачасем ӑна тӑхтама ыйтнӑ, хавхалансах вылянипе вӗсем нимӗн те курман, нимӗн те илтмен, старике яланах тавралла пӑхса ларнӑ, пӗчӗк сасчӗвве те тимлӗн итленӗ.

Красный Журавль несколько раз напоминал детям, что пора идти домой, но они просили его остаться. Увлеченные игрой, они ничего не видели и не слышали, но старик все время осматривался по сторонам и прислушивался к малейшему шороху.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Санаторирен темиҫе хутчен те шӑнкӑравласа хӑй тунсӑхласа ҫитни ҫинчен пӗлтернӗччӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Эпӗ сире отряд ҫитни ҫинчен доложить тума килнӗ.

— А то, что я должен тебе доложить о прибытии отряда.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Станцине ҫитсессӗнех, Ворошиловпа Гришин, отряд ҫитни ҫинчен пӗлтерме тата главнокомандующипе тӳрӗ провод тӑрӑх ҫыхӑнас тесе, вокзала комендант патне каяҫҫӗ.

Ворошилов и Гришин пошли на вокзал в комендатуру — доложить о прибытии отряда и по прямому проводу связаться с главнокомандующим.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Шпионсем нимӗҫсене: Питӗрти рабочисем хӗрсе ҫитни ҫинчен, пур рабочисем те мобилизациленсе ҫӗкленни ҫинчен пӗлтерсе тӑма тытӑнсассӑн, вӗсен малти чаҫӗсем пролетарисен тин ҫеҫ организациленнӗ чаҫӗсен вут-хӗмӗ ҫине пыра-пыра перӗне пуҫласанах — ҫурҫӗрти столицӑна йышӑнса кӗрес ӗҫ нимӗҫсене хӑрушӑ та шанчӑксӑр пек туйӑнса кайнӑ.

Когда шпионы начали доносить немцам о возбуждении питерских рабочих, о всеобщей рабочей мобилизации, когда их передовые части стали натыкаться на огонь новосформированных пролетарских частей, — занятие северной столицы показалось делом рискованным и ненадежным.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Акӑ, Хӗрлӗ Ҫар пирӗн хула ҫывӑхнех ҫитни ҫинчен хыпар сарӑлчӗ.

Распространилась новость что Красная Армия подошла близко к городу.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пин-пин ҫын ӑсатакан броневик Петроград урамӗсемпе тапранса кайсан, Ленин маларах хӑй извозчик тупас пирки пӑшӑрханнине тепӗр хут аса илчӗ, унтан ахӑртнех, хӑй тек нихҫан та извозчик ҫинче ларса ҫӳреес ҫукки, урӑх нихҫан та вӑл «уйрӑм ҫын» пулаяс ҫукки, халӗ ӗнтӗ е революциллӗ Российӑна ертсе пымалли е вилмелли вӑхӑт килсе ҫитни ҫинчен шутларӗ.

Когда броневик тронулся по улицам Петрограда, сопровождаемый тысячной толпой, Ленин вспомнил о своих тревогах насчет извозчика и подумал не без некоторой грусти, что, вероятно, никогда больше не будет ездить на извозчике, никогда больше не будет «частным лицом», что наступила пора либо возглавить революционную Россию, либо умереть.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех