Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир, хамӑр чарӑнас тӗле ҫитессине кӗтмесӗр, анма шутларӑмӑр.Но мы уже выходили из вагона, не доехав до остановки, где нам надо было слезать.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Катьӑна хам хӑҫан пырса ҫитессине пӗлтерсе хумалли ҫеҫ юлчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӑл самолетпа миҫе хут хӑвӑртрах ҫитессине шутласа пӑхрӑм.По привычке, я подсчитал, во сколько раз быстрее он долетел бы до полюса на самолете.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл шанса тӑнине тивӗҫлӗн кӑтартса пама ҫунса, татӑклӑ самант ҫитессине тӳсеймесӗрех кӗтме тытӑнтӑм.Я жаждал доказать, что был достоин ее доверенности, и с нетерпением стал ожидать решительной минуты.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫӗрӗпех хулара хыпар ҫитессине кӗтсе тӑчӗҫ, анчах юлашкинчен, аранах тул ҫутӑла пуҫласан, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫеҫ килчӗ: «Татах ҫуртасем тата ҫимелли ярӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл насус патӗнче яланах халӑх нумай пуҫтарӑнни ҫинчен аса илчӗ: шуррисем, мулатсем, хура ӳтлисем, арҫын ачасемпе хӗрачасем хӑйсен черечӗ ҫитессине кӗтсе тӑраҫҫӗ, вылямалли япаласене улӑштарса суту тӑваҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
1. Эй тӑвансем, вӑхӑчӗ ҫинчен, хӑҫан пуласси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: 2. Ҫӳлхуҫа килес кун ҫӗрлехи вӑрӑ пек ҫитессине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлсе тӑратӑр.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр.33. Смотрите, бодрствуйте, молитесь, ибо не знаете, когда наступит это время.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Уйӑх та хӑй вӑхӑтӗнче тухать, вӑхӑта кӑтартса тӑрать, вӑл — ӗмӗр палли: 7. уйӑх хӑҫан уяв ҫитессине пӗлтерет; тулса ҫитсессӗн, вӑл чакма пуҫлать; 8. ҫулталӑкри уйӑха унӑн ятне панӑ; хушӑнса пынӑҫемӗн вӑл туп-тулли тулса ларать; 9. уйӑх — ҫӳлти ҫутӑсенчен пӗри; вӑл тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫуталса тӑрать; 10. вӑл — тӳпе илемӗ, ҫӑлтӑрсенӗн мухтавӗ, Ҫӳлхуҫа тӳпинчи йӑлтӑркка эреш!
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин хӑй ҫӗрӗнчи хирне Ҫӳлхуҫана халалласа парсассӑн, санӑн ӑна акнӑ тыррине кура хак хумалла: пӗр хомер акнӑ урпашӑн аллӑ сикль кӗмӗл памалла; 17. кам хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗнчен пуҫласа халалласа парать, унӑн хакӗ эсӗ хунӑ пек пулмалла; 18. кам та пулин хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗ хыҫҫӑн халалласа парсассӑн, священник, тепӗр юбилей миҫе ҫултан ҫитессине шутласа, тӳлемелли кӗмӗле ҫав ҫулсен шутне кура эсӗ хунӑ хакран чакармалла; 19. хирне халалласа панӑ ҫын хӑй хирне каялла тӳлесе илесшӗн пулсассӑн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, ҫӗрӗ вара ӑна юлӗ; 20. вӑл хирне каялла тӳлесе илеймесессӗн, хирне урӑх ҫынна сутса ярсассӑн, вара каялла тӳлесе илме юрамасть: 21. юбилей ҫулӗ ҫав хир унӑн аллинчен каять те, тупаланӑ ҫӗр пек, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулать; вӑл священник аллине куҫать.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.