Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗҫ (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав каҫхине пиратсем ҫӑмарта пӗҫерсе пит аван апатланчӗҫ, тепӗр кун ирхине те, эрнекун, питӗ аван ӗҫсе ҫирӗҫ.

В этот вечер мальчики устроили знатный пир — наелись до отвала яичницы, и в пятницу утром тоже.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Амӑшӗ шыв ӗҫтерчӗ, кайран ушкӑнпа пӗрле ларса яшка ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Кӑнтӑрлахи апата хальхинче «хӗлхем-ҫӗсем» хӑйсем хатӗрлерӗҫ – хуран кукли пӗҫерсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Кӗленчене пушатнӑҫемӗн мӑк ҫырли шывӗ ӗҫрӗҫ, чӳлмекре ҫӗр улмипе пӗҫернӗ кӑвакала ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Каҫхине ӗҫрен таврӑннӑ поселенецсем Эльза пӗҫернӗ апата мухтаса ҫирӗҫ.

Вечером вернувшиеся с работы поселенцы похвалили еду, приготовленную Эльзой.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

35. Ҫакна каласан ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнче те Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ; 36. вара пурте хӑюланчӗҫ те апат ҫирӗҫ; 37. карап ҫинче эпир пурӗ икҫӗр ҫитмӗл ултӑ чунччӗ.

35. Сказав это и взяв хлеб, он возблагодарил Бога перед всеми и, разломив, начал есть. 36. Тогда все ободрились и также приняли пищу. 37. Было же всех нас на корабле двести семьдесят шесть душ.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Апатне вӗсем ҫӗрле ҫирӗҫ; эпӗ вара кӑнтӑрла та калаҫрӑм, ҫӗрле те шӑпланса лармарӑм.

43. Ночью они ели хлеб; а я говорил днем и не молчал ночью.

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Ҫӑлкуҫ» кафере паян чӑвашсен Ҫӑварнине уявласа пылпа икерчӗ ҫирӗҫ.

В кафе «Ҫӑлкуҫ» сегодня чуваши отмечая Масленицу попотчевались блинами с медом.

«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех