Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынсем тӑвӑллӑ ҫанталӑкри тинӗс хумӗ пек салтаксем ҫинелле кӑшӑлтатса пырса кӗчӗҫ, ҫырма хӗрринелле хӗстерсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сюльдяшовпа юнашар тӑракан Савантер карчӑк хӑй ҫинелле пӑхнине чӑтаймарӗ, хыҫаларах кайса пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, ҫӑмламасскер, турат хыҫӗнчен тӗлӗннӗн ҫын ҫинелле пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман хыҫҫӑн! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те хусах утне тӑшман ҫинелле сиккипе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халех пӗлӗпӗр ӑна, — кӑшкӑрса каларӗ Тимофей-хусах, унтан хӑй ҫыннисене пӗрле пыма паллӑ пачӗ те утне умӗнче ҫӳллӗ сӑрт ҫинелле чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрмантан ҫерем ҫинелле Укаслу утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай вӑрман ҫинелле кӑштах пӑхса ларчӗ те сасартӑк унӑн чунне шиклӗх пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу, ун ҫинелле пӑхса, вӑтаннипе хӗрелсе кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле туйӑм ӑна авӑн хыҫӗнчен, карта хушшинчи ҫурӑкран ун ҫинелле темле мӑшӑр куҫ тинкерсе пӑхнине систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑр амисенчен пӗри, кӗтӳ пуҫлӑхӗнчен сылтӑмарах пыраканни, ҫак сасса илтсе, ачасем еннелле ҫаврӑнчӗ те шухӑша кайнӑн вӗсем ҫинелле пӑха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк хайхи кӗҫналӑк уҫӑлса кайрӗ, картишӗнчен вӗсем ҫинелле пӑру пек пысӑк икӗ йытӑ сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Емелен те килӗшет ку ӗҫе: «Ҫӗмӗрменни юрать, тет, крепӗҫе, Кунтан Улатӑрпа Етӗрне ҫинелле Вӑйӑмӑра сарӑпӑр, тет, икӗ еннелле».

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туҫирен ту ҫинчен тупӑсемпе Емелен пырать Ҫӗрпӳ ҫинелле, Ҫав вӑхӑтрах ҫавӑрса илмелле Еркинее ярать юлансемпе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак пухӑнчӗҫ ӗнтӗ темиҫе пин: Ҫуранни те, юланли, кимӗлли, Пурнирен пуҫласа Туҫи таран Вӑйлӑ ҫар пырать Ҫӗрпӳ ҫинелле.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑнастир ҫумӗнче икӗ хутлӑ чул ҫурт, Хӗрлӗпе сӑрласа эрешленӗ мӑн ҫурт, Хаяррӑн пӑхса ларать хула ҫинелле — Патша пусмӑрлӑхӗн ирӗкне пӗлтерсе…

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑп тӗми тӗлнелле Сехет ҫитмен — ҫитрӗҫӗ; Умри хула ҫинелле Хӗпӗртесе пӑхрӗҫӗ: Аслӑ чаплӑ Шупашкар, Сырса илнӗ ҫичӗ вар.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тунсӑхларӑм, — тетӗп ӑшӑмра, окопран пуҫа кӑшт кӑларатӑп та винтовкӑна вӗсем ҫинелле тӗллетӗп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ ҫумӑр витӗр инҫех мар хура мӗлке хам ҫинелле чупнине асӑрхарӑм та тӗллесе петӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Унӑп витӗмлӗ те сулмаклӑ сассине илтсе, ытти салтаксем те, штыксене малалла кӑнтарса, фашистсем ҫинелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Фрицсем, хырӑм тӗлне тытнӑ автомачӗсенчен таттисӗр персе, пирӗн ҫинелле пӗр чарӑнмасӑр килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех