Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗтесре ларса пыракан ывӑннӑ ҫыннӑн ҫимӗҫсем тултарнӑ карҫинкки тайӑлса кайнӑ, ун ӑшӗнчи грушӑсем урайне тӑкӑннӑ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ирхи апат ҫинӗ негрсем ҫак вӑхӑтра шӑпах хире кайма пуҫтарӑнатчӗҫ, Джим негрӗ ун валли чашӑка ҫӑкӑр, какай тата ытти ҫимӗҫсем тултаратчӗ; ыттисем тухса кайнӑ чух пысӑк пӳртрен ӑна ҫула май ҫӑраҫҫи пырса пачӗҫ.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӳлӗм варринче, сӗтел ҫинче, панулми, апельсин, персик, иҫӗм ҫырли тӳпелесех тултарнӑ карҫинкка ларать, ҫимӗҫӗсем чӑн-чӑннисенчен те лайӑхрах та кӗренрех, анчах вӗсем чӑн-чӑн ҫимӗҫсем мар, мӗншӗн тесен кӑштах вистеннӗ сӑрӗ айӗнчен шурӑ гипс е пурӑ курӑнать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кухня валли ҫимӗҫсем кун каҫмалӑх паратӑн та — ҫӳре ҫеҫ вара уҫӑлса.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫапла вара пирӗн яланхи апат ҫумне утма, цикори, шпинат тата ытти ҫимӗҫсем те хутшӑнчӗҫ.Картофель, цикорий, шпинат и другие овощи прибавились к нашему обычному питанию.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван ирхи апат валли чӗр ҫимӗҫсем суйласа ӑна пӗҫерсе хатӗрлеме Ольбинета пачӗ.Гленарван выбрал на завтрак провизию и поручил Ольбинету приготовить её.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пуринчен те хитри, ытарма та ҫукки, кунта казуарин текен йывӑҫсем пулаҫҫӗ, вӗсен вулли тӗреклӗ, вӗсем ҫинче ытармалла мар ҫимӗҫсем тата турачӗсем палӑрми ҫирӗп ҫулҫисем ӳсеҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Джон-Мангльс капитан майне пӗлсе ӗҫлет, тем те, тем те шухӑшласа тупать, ҫавӑнпа та Клайд заливӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран «Дункан» инҫетри тинӗссене ишсе тухмашкӑн хатӗр пулчӗ: кӑмрӑк ҫителӗклӗ, нӳхрепсенче ҫителӗклӗ тарӑн ҫимӗҫсем пур.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫулла пахчара хӑярӗ, помидорӗ ытти ҫимӗҫсем йӑтӑнса ҫитӗнеҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ҫимӗҫсем нимӗн чухлӗ те ҫук тесе ан калӑр мана: чи начар лӗпӗр-лепӗр, un barbouilleur, пӗр каҫшӑн пилӗк пус илекен музыкҫӑ та сирӗнтен усӑллӑрах, мӗншӗн тесен вӗсем цивилизаци представителӗсем, чӑрсӑр монгол вӑйӗ мар.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗр кун хушшинче вӑл павильонра вырнаҫма ӗлкӗрчӗ; малай ҫынни пулӑшнипе хӑйӗн хаклӑ япалисене кӑларса хучӗ: кавирсем, йӑпӑрка-пурҫӑн, пархӑт-парча тумтирсем, хӗҫ-пӑшал, чашӑксем, финифтьпе эрешленӗ турилккесемпе куркасем, ӗнчӗ-ахахпа илемлетнӗ ылтӑн, кӗмӗл япаласем, янтарьтен, слон шӑмминчен касса кӑларнӑ пӗчӗк арчасем, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ кӗленчесем, пылак ҫимӗҫсем, чӗлӗм туртмаллисем, тискер кайӑк тирӗсем, хальччен курман вӗҫен кайӑксен тӗкӗсем тата ытти тӗрлӗ япаласем, — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри мӗн тума кирлине те пӗлеес ҫук, ӑнланаяс ҫук.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Хамӑр ҫӗршыври ҫамрӑк пахчаҫӑсем лартса ӳстернӗ пин-пин тӗслӗ пахча ҫимӗҫсем куракана-пӗр тӗлӗнтереҫҫӗ ку выставкӑра.
I. Малтанхи тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем пӗртте ҫӑлтӑрсем пек мар, ҫулҫӑллӑ турат ҫинче ҫакӑнса тӑракан темле нихҫан астивсе курман сенкертерех сарӑ тӗслӗ ҫимӗҫсем евӗр туйӑнаҫҫӗ.Ему казалось, это — не звезды, а полные голубовато-желтые неведомые плоды висят на черенках листьев.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Садсем шап-шурӑ пурҫӑн тӗспе витӗнчӗҫ, шыв илекен улӑхсенче, пахча ҫимӗҫсем лартакан вырӑнсенче шыв юххисем ҫуталса выртаҫҫӗ, сӑрт-тусемпе вӑрмансем хуралчӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку мӗнле ҫимӗҫсем?
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑшӗсен аллинче ҫӑкӑр, теприсем алӑ айне лекнӗ пек тӗрлӗрен ҫимӗҫсем иле-иле тухнӑ.Одни с хлебом в руках, другие с разной случайной, наскоро схваченной снедью.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
…Нимӗҫ ҫарӗ, пирӗн ҫӗр ӑшнелле кӗрсе кайса, хӑйӗн тылӗнчен уйрӑлса пырать, унӑн ирӗксӗрех ют ҫӗрте вӑрҫма тивет, ют ҫӗршывра ҫӗнӗ тыл тума тивет, ҫав вӑхӑтрах вӑл тыла пирӗн партизансем аркатса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вӑл нимӗҫ ҫарне хатӗрсемпе ҫимӗҫсем парса тӑрас ӗҫе тӗпренех йӗркерен кӑларса пырать, ӑна хӑйӗн тылӗнчен хӑратса тӑрать, хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫирӗппи ҫине шанса тӑрассине пӗтерет…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫулталӑк ӗҫленин ҫимӗҫӗсем савӑнӑҫлӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ, кӑҫалхи ҫул вара ҫимӗҫсем тӗлӗнмелле тухӑҫлӑ та аван пулнӑ.Плоды годовых трудов весело собирались, и нынешний год плоды были необычайно обильны и хороши.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Испанецпа старике иҫӗм ҫырли тата ҫӑкӑр ытлашшипех парса ятӑм, вал ҫимӗҫсем вӗсемшӗн те, кунта килекен хӑнасемшӗн те ҫителӗклехчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.