Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимелле (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, паян урӑх ҫимелле мар, ҫитет.

Довольно с тебя и так.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Гарик суя пӑтти пӗҫерет те, манӑн ҫимелле имӗш.

Гарик врет, а я расхлебывай.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Тух, Алеша, апат ҫимелле, — сӗнчӗ Залкинд.

— Выходи, Алеша, пообедать надо, — предложил Залкинд.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Малтан ҫӑвӑнмалла, кӗпе улӑштармалла, унтан ҫимелле, вара тин ҫывӑрма пултаратӑн, — тет вӑл.

— Сначала надо вымыться, переодеть белье, поесть, потом можешь спать.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫимелле!

Надо есть!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Штангистсен белоклӑ апат ытларах ҫимелле: аш-какай, ҫӑмарта, мӑйӑр, пулӑ…

— Штангистам необходимо больше употреблять белковую пищу: мясо, яйца, орехи, рыбу…

Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.

— Мӗн те пулин пулас пулсан, пирӗн те ҫимелле пулать пуль!

— А нам, в случае чего, тоже придется съесть, пожалуй…

39 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫывӑрма выртас умӗн нумай ҫимелле мар, 2 сехет маларах апатланни аван.

Нельзя забывать, что на ночь нельзя плотно кушать, последний раз рекомендуется есть за два часа до сна.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чиене ытти пӗчӗк вӑрриллӗ улма-ҫырлана иҫӗм ҫырлине ҫинӗ пекех ҫимелле.

Вишни и другие фрукты и ягоды с маленькими косточками едят, как виноград.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Бутерброда алӑпа тытса ҫимелле.

Бутерброд нужно кушать взяв руками.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗҫернӗ риса вилкӑпа кӑна ҫимелле, рис пӑттине, ытти пӑтӑсене ҫинӗ чухнехи пекех, кашӑкпа ҫимелле.

Рис (вареный) кушают только вилкой, рисовую же кашу, как и все каши, ложкой.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ветчина татӑкӗсем пысӑк пулсан, ҫӑмарта хӑпартнине ҫӗҫӗпе касса, вилкӑпа илсе ҫимелле.

Глазунью с большими кусками ветчины нужно, конечно, разрезать и поэтому ее едят ножом и вилкой.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӑтратмасӑр ӑшаланӑ ҫӑмартана кашӑкпа ҫимелле.

Яичницу-глазунью едят ложкой.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗчӗк кукӑльсем ҫав тери ҫуллӑ пулсан, вӗсене те ҫӗҫӗпе касса, вилкӑпа тытса ҫимелле.

Если пирожки очень жирные, их можно есть также ножом и вилкой.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӑна пысӑк турилкке ҫине куҫармасӑр пӗчӗк турилккеренех ҫимелле.

Едят прямо с них, не перекладывая их на большую тарелку.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сулахай алӑри вилкӑпа ҫимелле, сылтӑм алӑрипе пулла пайӑн-пайӑн вакламалла.

Той вилкой, что в левой руке едят, той, что в правой — помогают расчленять рыбу.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Анчах эсир йӗкленнипе ҫиейместӗр пулсан, ирӗксӗр ҫимелле мар.

Если же вы не в состоянии есть, прекратите еду.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шарккӑва, вилкӑна анчах ҫимелле пултӑр тесе, малтанах касса хумаҫҫӗ.

Жаркое не разрезают сразу на тарелке на мелкие кусочки, чтобы есть одной вилкой, взятой в правую руку.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫӗҫӗпе апата (какая, ҫӑкӑра тата ыт. те) касса ҫимелле, вилка ҫине апат илнӗ чухне те унпа тӗксе хума юрать (сӑмахран, соуса е пахча-ҫимӗҫе).

Нож используется для нарезания и как вспомогательный инструмент для накладывания пищи на вилку, например, соуса или овощей.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кирлӗ чухлӗ ҫимелле.

Есть нужно по потребности и не больше.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех