Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимелле (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрӗн нумай ҫывӑрмалла тата нумай ҫимелле, — саланкӑрлӑн хирӗҫлерӗ Битт-Бой.

— Девушка должна много спать и есть, — рассеянно возразил Битт-Бой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Паллах ӗнтӗ, ӑна виҫеллӗ ҫимелле, мӗншӗн тесен вӑл калориллӗ апат шутланать тата унра ҫӳлерех асӑннӑ сахӑрпа ҫу пур.

Конечно, его следует есть умеренно, так как он имеет высокую калорийность и содержит вышеупомянутые сахар и масло.

Кардиологсем ӗнентереҫҫӗ: кунсерен 28 грамм шӑккалат ҫини чӗре чирӗсем аталанасран сыхлать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30751.html

Ӑна вилкӑпа ҫимелле.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫуралнӑ уйӑхра пӗрремӗш юр е ҫумӑр ҫусан ӑна ҫимелле е ӗҫмелле теҫҫӗ.

Говорят, что если в месяц рождения идет первый снег или дождь, его нужно есть или выпить.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Частниксем ҫӑкӑр ҫине ҫурри шыв хушса пӗҫерни ҫинчен, апла пулсан та, вӗсенех пӗҫерттерме тӳр килни ҫинчен калаҫҫӗ: «Ҫӑкӑрӗ ҫав тери шӗвӗ тухать, Владимир Ильич, ӑна, ывӑҫӑн илсе ҫимелле, ҫав ирсӗре те осьмушкӑшар ҫеҫ паратпӑр» — теҫҫӗ.

О том, как приходится заставлять частников выпекать хлеб со ста процентами припеку: «Получается такой жидкий хлеб, Владимир Ильич, горстями его черпаешь, и этой гадости выдаем только по осьмушке».

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Каҫхи апат ҫимелле те ҫывӑрма выртмалла!

— Время ужинать и спать!

Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Вӑл пурӑнӑҫ чӑн та ҫакӑн пекех пулмалла пуль: вӑрман тӑрӑх ҫӳремелле, кӑвайт патӗнче е тата тӳрех пӗр-пӗр йывӑҫ айӗнче ҫӗр каҫмалла, ҫырла ҫимелле, сайра хутран сӗт ӗҫмелле, ҫӑкӑр хыттине чи тутлӑ апат вырӑнне хурса ӗммелле пулӗ, тесе шутлама пуҫланӑ.

И решила, что это так и полагается: ходить по лесу, ночевать у костра или просто под деревом, есть ягоды, изредка пить молоко и как лакомство сосать корочку хлеба.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Пирӗн ялта темӗн те пӗр сӑмах сарӑла пуҫларӗ: шурӑ кашкӑрсем тухмалла, ҫынсене ҫимелле, тискер вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килмелле, теҫҫӗ.

А у нас на деревне такие, брат, слухи ходили, что, мол, белые волки по земле побегут, людей есть будут, хищная птица полетит.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Чустаран хатӗрленӗ апата пӗлсе ҫимелле, вӑл виҫерен иртмелле мар.

Продукты, приготовленные из теста, должны употребляться в меру, оно не должно превышать границ.

Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii

Кирлӗ витаминсене пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырларан (чӗрӗ хальлӗн те, типӗтсе те ҫимелле) илетпӗр, - вӗсенчен татӑлмалла мар.

Необходимые витамины получаем из овощей и фруктов (есть можно как свежие, так и сушеные) — их употребляем беспрерывно.

Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii

Ним тума та ҫук, вилӗм патне ҫитсен ҫын халиччен йӗрӗннӗ япалана та ҫимелле: вӑл закон ҫиме хушман чӗр вилепе те тӑранса пурӑнма пултарать, унӑн темӗн те ҫимелле пулать», терӗ.

Если человеку приходит последняя крайность, тогда, делать нечего, он должен питаться тем, чем дотоле брезговал; он может питаться теми тварями, которые запрещены законом, все может тогда пойти в снедь.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӗсем вара: тискер кайӑксен пӗр-пӗрне вӗлермелле мар, ҫимелле мар, тесе йышӑннӑ.

И вот порешили они запретить зверям убивать и есть друг друга.

Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— А, эсир, юратнӑ ҫыннӑм, кухняна кайӑр, матроссен каҫхи апата вӑхӑтра ҫимелле пултӑр.

— А вы, милейший, ступайте на кухню, чтобы матросы могли поужинать вовремя.

IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

«Эпӗ хамӑн пурлӑхӑма ҫухатмарӑм, мулӑм виҫ-тӑват хут ытларах ӳсрӗ; ӑшӑм ҫеҫ манӑн пит ҫунать, ун ҫинчен ӗнтӗ ыран каласа парӑп, паян пурсӑмӑрӑн та савӑнса ӗҫсе ҫимелле.

«Не потерял я своего богатства великого, а нажил казны втрое-вчетверо; а есть у меня другая печаль, и скажу вам об ней завтрашний день, а сегодня будем веселитися».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Сан вырӑнта пулсан, тулӑ пашалӑвӗ кӑна ҫимелле.

Когда мог бы кушать пшеничные лепешки.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫӗре ҫимелле мар-ҫке?

Ведь землю есть не будешь?

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пирӗн пурнӑҫ пачах урӑхла: ӗҫе ҫутӑличчен каймалла та ҫӗрле пулсан тин таврӑнмалла, ют ҫын ҫӗрне сухаламалла, йӑмра ҫулҫи ҫимелле, ҫӗтӗк михӗ тӑхӑнса ҫӳремелле.

У нас судьба совсем другая: вставать до света, возвращаться затемно, пахать чужую землю, есть листья ивы, ходить в рваных мешках.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мана ҫапла туйӑнать: ҫакнашкал какай-ӑмана метр тӑршшӗ туса парсан та, вӑл ӑна пӗр чарӑнмасӑрах ҫимелле.

Мне кажется, если бы я дал ей червяка длиной в метр, она бы и такого съела без передышки.

Алса тата Катушка ятлӑ чӗрӗпсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑш-пӗр чухне ӑна ҫимелле е канмалла тесе астутараттӑм та — ӑҫта унта! — вӑл итлесшӗн те марччӗ.

Бывало, напомню ему о еде, об отдыхе — куда там! — и слушать не хочет:

Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кашни ачах пӑтта ҫимелле, унтан сӗт ӗҫмелле, ҫӑкӑр та ҫимелле.

Чтоб каждый ел ложкой кашу, запивал молоком и заедал хлебом.

Эпир пурте пӗрле апатланни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех