Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫилӗллӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑчченхи хӗрӳллӗ ӗҫсенче, тӗнчере вут-ҫулӑм ялкӑшнӑ вӑхӑтра, халӑхсем мирлӗ кун-ҫулшӑн кӗрешсе телейлӗ пурнӑҫ тунӑ тапхӑрта — кирек хӑҫан та сӑвӑҫсен сасси пӗр савӑнӑҫлӑн, пӗр ҫилӗллӗн е хаваслӑн та йыхравлӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тутине ҫилӗллӗн ҫыртса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мана каламасть, манран вӑрттӑн хӑтланать! — сухал вӗҫне чӗтретсе, ҫилӗллӗн каласа хучӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ача-пӑчалла ан калаҫ, — ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ Эрхип ҫине Улька.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аттепе Алена ҫилӗллӗн пирӗн паталла ҫывхарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

— Халех пиҫиххийӗрсене сыхӑр! — ҫилӗллӗн каларӗ те тӗп инженер аялалла пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Колхоз председателӗ тухса кайсан, Малюҫ ҫилӗллӗн уполномоченнӑйне ҫапла каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫилӗллӗн, ҫирӗппӗн талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Саня аллинчи чул катӑкне ҫилӗллӗн сулса ҫыран хӗррине печӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Час-часах сунаслать, сӑмсине ҫилӗллӗн мӑкӑртатса, хыттӑн пусса лутӑркать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Е вӑл партком наказанине ним вырӑнне те хумасть-и? — терӗ те хӗрсе кайнӑ главнӑй инженер Брянцев ҫывӑхне, сӗтел айккине, ларчӗ, пӳрнисемпе сӗтел хӗррине ҫилӗллӗн тӑкӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пырать мана мӗнле каласан та! — ун еннелле аллине ҫилӗллӗн сулчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хулпуҫҫийӗ урлӑ тӗпелелле пӑхакан Турунов, ҫакна асӑрхама ӗлкӗрнӗскер, ҫилӗллӗн мӑшлатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— «Образованисӗр хресчене»… — илтӗнет чаршав хыҫӗнчен Анюк ҫилӗллӗн мӑкӑртатни.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Укаслу Сюльдяшов ҫине ҫилӗллӗн пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук Аҫтӑрхан патне пычӗ те ҫилӗллӗн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав Ахпӑлат ҫине ҫилӗллӗн пӑхрӗ те ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша хӑй хушнӑ вӗсене ҫакма! — ҫилӗллӗн янӑраса кайрӗ ҫав самантра аслатиллӗ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халь тин мӗн шухӑшласа тупмалли ӗнтӗ! — каллех ҫилӗллӗн каларӗ Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн хура куҫ тӗкӗсем ҫилӗллӗн сиккелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех