Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗте (тĕпĕ: ҫивӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темшӗн вӑл ытти хӗрачасем евӗр мар, ҫӳҫне, кӗске пулин те, пӗр ҫивӗте ҫивӗтлет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫук ҫивӗте тенкӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫырӑ ҫӳҫне шурӑ бантик туса икӗ кӗске ҫивӗте ҫивӗтленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Капӑрлӑхӗпе тата вӑрӑмӑшӗпе пуян, тӗксӗм ҫӳҫне пӗр ҫивӗте явса, унпа пуҫне виҫӗ хут ҫавӑрса ҫыхать.

Богатые пышностью и длиной, темные волосы ее были заплетены в одну косу, окружающую голову почти трижды.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Хӗрлӗрех-сарӑ ҫӳҫӗсене вӑл икӗ пӗчӗкҫӗ ҫивӗте ҫивӗтлесе янӑ, иккӗшне те хӗрлӗ лентӑпа ҫыхнӑ.

Светлые рыжеватые волосы ее заплетены в две косы, связанные красным бантиком.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тепри калать: — Ҫук, эсӗ ху ман ҫивӗте тӑпӑлтаран, — тет.

Другая говорит: — Нет, — говорит, — это ты у мою косу вырываешь.

Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.

Пӗри калать: — Эсӗ-и-ха вӑл ман ҫивӗте тӑпӑлтараканни, — тет.

Одна говорит: — Это ты, — говорит, — косу мою вырываешь.

Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.

Икӗ хура вӑрӑм ҫивӗте ҫеҫ вӑл нумай пулмасть шкулта вӗренекен хӗр пулнине аса илтернӗ.

Только две спускавшиеся по плечам густые черные косы еще напоминали недавнюю школьницу.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫивӗте пуҫтар…

Косу подбери…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мансах кайнӑ, — Сергей ҫине пӑхмасӑр шухӑша кайса каларӗ Ирина, — манӑн ҫивӗте салатса турамалла…

— Забыла совсем, — задумчиво сказала Ирина, не глядя на Сергея, — мне нужно косу распустить и расчесать…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑтасем сухалӗсене ик тӗслӗ пӗр ҫивӗте ҫивӗтлесе лартрӗҫ.

Сваты сплели бороды разномастным плетнем.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр тесен, мӗнле илмесӗр тӑрӑн-ха: вӑл хӑйӗн шӑрт пек куҫхаршийӗсене антарса пӗрре витӗртерех пӑхса илсен, кирек камӑн та сехри хӑпмалла, ҫӑва патне кӗрех кайтӑр, тарса ҫеҫ ӗлкӗресчӗ ӑҫта та пулин; илсен те ыррине ан кӗт — тепӗр каҫхинех, ҫӗрле, шурлӑхран тухнӑ пӗр-пӗр мӑйракалли хӑнана килсе ҫитет те пуҫлать мӑйран пӑвма, мӑйра тенкӗ-мӗн пулсан, пӳрнере ҫӗрӗ пулсан, пӳрнене ҫыртма тытӑнать, ҫивӗте хӑю янӑ пулсан — ҫивӗтрен туртать.

Опять, как же и не взять: всякого проберет страх, когда нахмурит он, бывало, свои щетинистые брови и пустит исподлобья такой взгляд, что, кажется, унес бы ноги бог знает куда; а возьмешь — так на другую же ночь и тащится в гости какой-нибудь приятель из болота, с рогами на голове, и давай душить за шею, когда на шее монисто, кусать за палец, когда на нем перстень, или тянуть за косу, когда вплетена в нее лента.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗншӗн ҫур ҫивӗте кӑкласа кӑлартӑн?

— За что полкосы выдрал?

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Лю-цзинӗн икӗ пӗчӗк ҫивӗтӗ пӗр пысӑк ҫивӗте ӳссе пӗрлешрӗ, ун урисене нумаях пулмасть ҫеҫ бинтласа лартнӑ пулин те, вӑл хуҫалӑхра амӑшне пулӑшать, вунултӑ пӑхӑр пӑталлӑ чашӑка йӑтса килкартишӗнче майӗпен кӑштӑртатать.

Две косички Лю-цзинь теперь заплетены в одну толстую косу, хотя ей недавно забинтовали ноги, она помогает матери по хозяйству и ковыляет по двору, держа в руках чашку с шестнадцатью медными заклепками.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Уҫӑмлӑ пулни суеҫтернинчен лайӑхрах терӗм те эпӗ суя ҫивӗте илсе пеме шутларӑм.

— А я решил, что без фальшивой косы куда лучше,

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ҫивӗте кастарсан вӗҫем мана сасартӑках курайми пулчӗҫ.

к моему удивлению, сразу меня возненавидели.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Вӗренме тесе ют ҫӗршыва тухса кайнӑччӗ те эпӗ ҫивӗте кастарса янӑччӗ, тем шухӑшпа мар ӗнтӗ, хама тӗрлӗ кӑлтӑксем кӳнӗшӗн кӑна, ҫав ҫеҫ.

— Я отрезал себе косу за границей, как только приехал туда учиться, и ни по какой другой причине, а только из-за неудобства.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Мана ун чух асанне халӑха пит йывӑр лекни ҫинчен каласа паратчӗ: ҫӳҫне ӳстерет пулин те ҫивӗте ярса ҫӳременнисене правительство ҫарӗсем вӗлернӗ, ҫивӗт ярса ҫӳрекенсене вӑрӑм ҫӳҫлӗ тайпинсем вӗлернӗ, тетчӗ.

Народу тогда, но рассказам бабушки, приходилось туго: обреешь лоб и заплетешь косу — убьют повстанцы, не заплетешь косы — убьют каратели.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах ун умӗнче Ольга сӑнӗ курӑнса тӑчӗ: унӑн ҫемҫе те яланах хускануллӑ куҫхаршийӗсем те, ӑслӑ, сенкер-кӑвак куҫӗсем те, пӗтӗм пуҫӗ те, ҫивӗтӗ те; — ҫав ҫивӗте Ольга ӗнсе ҫинеллех ҫивӗтлесе антарать, вара вӑл унӑн йӑрӑс пӳне пуҫӗнчен пуҫласа пилӗке ҫитиех илем кӳрсе тӑрать.

Между этими заботами рисовалось ему прекрасное лицо Ольги, ее пушистые, говорящие брови и эти умные серо-голубые глаза, и вся головка, и коса ее, которую она спускала как-то низко на затылок, так что она продолжала и дополняла благородство всей ее фигуры, начиная с головы до плеч и стана.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех