Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемйине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ҫӗр ҫинче те тӑраниччен сывлама юрамасть, Шывхуҫи хӑйӗн ҫемйине пӗве ҫине тухсан та вӑрахчен лартмасть е ҫутӑ тӗнчене пачах кӑлармасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Елчӗкри Архилинсен ҫемйине пӗр хутчен укҫан парӑнакан Свидетельствине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Хӑйӗн ҫемйине уйӑхшар курмасть, питӗ тунсӑхлать.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Ҫынсен ҫемйине пӑсатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл вилнӗ платникӑн ҫемйине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫан саплаштарнӑ.

Семье погибшего плотника моральный вред он компенсировал деньгами.

Ӳсӗр ҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑшӑн судра явап тытнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35521.html

Хӑй ҫемйине те, тусӗсене те тӗл пулнӑ.

Он встретил свою семью, друзей.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Хӑйӗн ҫемйине пӑрахман-ха — хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм уншӑн еркӗн кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачисем ҫӑкӑршӑн йӗрсе аптратнинчен тарӑхса, Ваҫҫукӑн ашшӗ унӑн мӗн пур ҫемйине йӑлтах хутаҫ ҫактарса таврари ялсем тӑрӑх ыйткалама кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫук, тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлесен те ҫемйине тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупайман Михалькки.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Алексей вара 1868 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче ҫемйине систермесӗр килӗнчен тухса кайнӑ, ҫитмӗл ҫухрӑма хыҫа хӑварса Чӗмпӗре ҫуранах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Хайлав Хӗрлӗшур ялӗнче пурӑнакан Лерисен ҫемйине, пултаруллӑ та мал курӑмлӑ, вӑрҫӑ вутӗнче тата тӑшман тыткӑнӗнче туптаннӑ Александр Лери хирург ӗҫ-хӗлне сӑнарлать.

Куҫарса пулӑш

Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ кун ҫути курчӗ // Пуринчен малтан. https://t.me/nikamran/5938

Светлана Федоровна хӑйӗн ҫемйине те тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Ҫемйине те ҫирӗп сыхлать: йытӑ-и, вӑкӑр-и, нихӑшне те ҫывӑха ямасть, самант сӗмсӗрккесене мӑйракине «тутантарса кӑтартма» манерленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Трофим талпам, сарлака ӑмӑрлӑ, пиҫсе ҫитнӗ торн пек куҫлӑ, армути шерепи пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑ качака таки, ҫемйине хӑй тавра пуҫтарнӑ та, хӑнк та сикмесӗр, лӳ те тумасӑр, хӑйӗн тивӗҫлӗ хакне туйса, тӳлеккӗн, ҫемҫен кӗмӗртетсе, кавлек кавлесе выртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Питӗ пысӑк хуйхӑ килсе ҫапрӗ вӗсен ҫемйине виҫӗ ҫул каялла.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫар комиссариатӗнче унӑн копине хатӗрлесе салтак ҫемйине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Вӑхӑтлӑха тӑлӑха юлнӑ ҫемйине вӑл хӑйпе пӗрле пысӑк хаваслӑх, виҫесӗр телей илсе килчӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Кашкӑр ҫемйине ара!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каллех унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ иккен Миша ҫемйине.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех