Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатан сăмах пирĕн базăра пур.
ҫатан (тĕпĕ: ҫатан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрисене вилӗм уҫӑ вырӑнта хӑваласа ҫитет, вӗсем вара, ҫулса пӑрахнӑ пек, юр ҫине йӑванса каяҫҫӗ; теприсене вӑл ҫатан урлӑ каҫнӑ чухне касса ӳкерет, — вара вӗсем ҫатан ҫинех ҫакӑнса юлаҫҫӗ; аманнисем ҫатан е хӳме хыҫӗсемпе юр тӑрӑх шӑва-шӑва упаленеҫҫӗ, ӑҫта та пулин вӑрттӑн вырӑнта вилесшӗн пулнӑ пек, кӗтессене тӗршӗнеҫҫӗ; хӑш-пӗрисем слива йывӑҫҫисемпе улмуҫҫисем кутне ӳкеҫҫӗ, йывӑҫ вуллисенчен ярса тытса ҫӗкленме хӑтланаҫҫӗ, анчах майӗпен шуса анаҫҫӗ те пуҫӗсемпе е аллисемпе юр ӑшне тирӗнеҫҫӗ.

Люди, как подкошенные, падали на обледенелый снег, некоторых пули настигали в тот момент, когда они прыгали через изгородь, и беглец замирал, перевесившись через плетень, раненые ползли по снегу вдоль плетней и заборов и забирались в закутки, словно хотели умереть в укромном месте, в тишине, некоторые падали около яблонь и слив, обняв ствол, они пытались подняться, но тут же медленно опускались, зарываясь головой и руками в снег.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли вырӑн таврашӗнче талпиҫенӗн сенкер те хӑмач пуҫӗсем мӑнаҫлӑн хӑпарса тӑраҫҫӗ, хир кантӑрӗ ашкӑрса ӳсет; ҫатан тӑрӑх, шалчасен хушшипе, вӗсене шӑнкӑрав евӗрлӗ сарӑ чечексемпе эрешлесе, кавӑн аври вайкаланса выртать; ирсенче ҫатан ҫеҫкисене сарнӑ йыт пыршипе ҫиҫет, инҫетрен вара вӑл ӑста тӗртнӗ кавир евӗрлех курӑнать.

Возле перелаза горделиво высились пунцовые и фиолетовые шапки татарника, густо росла дикая конопля; по плетню, между кольев, извивались плети тыкв, узоря его колокольчиками желтых цветов; по утрам плетень сверкал синими брызгами распускающихся вьюнков и издали походил на причудливо сотканный ковер.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫатан хыҫӗнче тӑракан Ҫырла хуҫине нихӑшӗ те асӑрхаймарӗҫ, ҫапах та вӑл, шанчӑклӑрах пултӑр тесе, ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑнчӗ, ҫӗр ҫинчи курӑксене аллисемпе сӗртӗнсе, ҫатан ҫумӗпе Сашка патнелле чупса кайрӗ.

Обнаружить Ягодая за плетнем никак не могли, но для надежности Валька все же пригнулся к земле и, касаясь руками травы, побежал вдоль плетня к Сашкй.

V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Улӑм витнисем те, хӑмӑш витнисем те, хӑшне хӑма витнисем те пур унта; сылтӑмалла урам, сулахаялла урам, пур ҫӗрте те чипер ҫатансем; ҫатан тӑрӑх хӑмла явӑнса хӑпарать, шалҫисем ҫине чӳлмексем тӑхӑнтартнӑ, хыҫалтан хӗвелҫаврӑнӑш та хӑйӗн хӗвел пек пуҫне кӑтартса тӑрать, мӑкӑнь хӗрелет, унта-кунта шултра кавӑнсем курӑнаҫҫӗ…

И под соломенною, и под очеретяною, даже под деревянною крышею; направо улица, налево улица, везде прекрасный плетень; по нем вьется хмель, на нем висят горшки, из-за него подсолнечник выказывает свою солнцеобразную голову, краснеет мак, мелькают толстые тыквы…

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Маринка, ав, ҫатан кресло-чуччура ларать, ман айра та ҫатан — «кахал сакки» ҫинче йӑванкаласа выртатӑп.

Маринка сидела в плетеном кресле-качалке, я валялся на плетеном же лежаке.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӑл, пӳрт ҫинелле пӑхкаласа, татах темиҫе минут ҫатан карта ҫумӗнче выртрӗ, аллипе темле хӑй те сисмесӗр майӗпен хыпашласа, чӗркуҫҫийӗсем ҫумне ҫыпҫӑннӑ пылчӑка тасатрӗ, унтан ура ҫине тӑрса, ҫатан карта урлӑ йывӑррӑн уртӑнса каҫрӗ те, наган кӗпҫине аялалла усса, киле еннелле утрӗ.

Он еще несколько минут лежал под плетнем, посматривая на дом, и каким-то размеренным, механическим движением счищал прилипшую к коленям грязь, а потом встал, тяжело перелез через плетень и, опустив дуло нагана, пошел к дому.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Картиш тӑрӑх сарӑлса кайнӑ сарӑ сӗмлӗх тӗссӗрленсе пырать; утюгласа якатнӑ пек туйӑнакан мӗлкесем ҫухалаҫҫӗ« пӑхсассӑн ҫатан карта хыҫӗнче мӗн тӗксӗмленсе выртнине те туйса илме ҫук: иртнӗ ҫулта касса килнӗ ҫапӑ купи-и е ҫатан карта ҫумне сӗвеннӗ хыт-хура тӗмӗ-и?

Меркнет желтая, разлитая по двору стынь, стираются выутюженные тени, и уже не разобрать, что темнеет за плетнем: прошлогодний порубленный хворост ли или прислонившийся к плетню старюка-бурьян.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫатан картин ишӗлчӗкӗ кӑна тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесен килӗнчен тухакан кашни ҫынах, ҫав ҫатан карта ҫине шанса, йытӑсене хӑвалама нихҫан та патак илсе тухман, кум пахчи патӗнчен иртсе каятӑп-ха, кирлӗ пулсан, ҫавӑнтан кӑларса илӗп, тенӗ.

Плетня видны были одни остатки, потому что всякий выходивший из дому никогда не брал палки для собак, в надежде, что будет проходить мимо кумова огорода и выдернет любую из его плетня.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кушак аҫине ҫатан урлӑ ҫил вӗҫтерсе каҫрӗ тейӗн, анчӑк, ҫавнашкал ҫӳлӗ карлӑк урлӑ сиксе каҫма пултарайманнипе, хӑй ҫӳрекен тахҫанхи шӑтӑкӗ патне тавран чупса кайрӗ; ачасем, кивӗ ҫатан ҫине пӗр харӑс сиксе улӑхса, ӑна йӑвантарса ячӗҫ.

Кота через плетень будто ветром перенесло, щенок, будучи не в состоянии преодолеть столь чудовищное препятствие, на всех махах пошел в обход, к издавна знакомому перелазу; зато ребята, дружно вскочив на ветхий плетень, сразу же с хряпом обрушили его.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Темлерен темле ашшӗ, хӗл кунне пӑхмасӑрах, ҫуна ҫине вырнаҫтарнӑ ҫатан тулли кӑвак катӑк чул кӳрсе таврӑнать таҫтан: «Пӗрре этем ретлӗ мунча хутса кӗрер-ха, — текелет хӑй.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫатан урлӑ каҫса ӳксен аванччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫатан картасем ҫут ҫанталӑк вӑйӗшӗн пач та чӑрмав мар — кил картишӗсем те кӗрт ӑшне путаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Васан Ваҫҫи уйран уҫлать, Ҫатра Ҫаркки ҫатан авать.

Куҫарса пулӑш

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Вӑл пире курчӗ те ҫатан ката ҫумне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Ҫатан ӑшӗнче Стасик Павловпа Тамара.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Палӑртса хӑвармалла, ҫатан авма туратсем пухни йывӑҫа сиен кӳмест.

Необходимо отметить, что сбор веток для плетения не наносит вреда дереву.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Ҫатан авма пур хӑва та юрӑхлӑ мар вӗт.

Ведь не всякая ива подходит для плетения.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Хулӑсенчен тунӑ ҫатан та профнастилпа танлаштарсан, интереслӗрех курӑнать.

Да и плетень из прутьев смотрится интересно на фоне профнастила.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Тепӗр самантран анкарти енчи ҫатан ҫатӑртатрӗ, тата тепӗртакран ҫенӗк алӑкӗ йывӑррӑн хӗсӗнсе хупӑнни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫатан карта хушӑкӗнчен пӗр самант шап-шурӑ чӗркуҫҫи кукрашкисем вӗлтлетсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех