Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаратма (тĕпĕ: ҫарат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑнланма пулать ку бардакла политикӑна, пурте влаҫа туртӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта хӑпарсан пӗр намӑссӑр-сисӗссӗр ҫаратма май пулать халӑха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Анне, пире ӑна ватлӑхра ҫаратма ӳстерчӗ-им?

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Вӗсем хваттер ҫаратма та, ҫынна амантма та ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӗсемшӗн — капиталистсемшӗн — пулсан, Ирӗклӗх пӗр хӑйсемшӗн кӑна, ыттисене ытларах ҫаратма кирлӗ, Пӗр танлӑх, Телей сӑмахсем — ҫынсене улталама, Мир сӑмах — вутпа выляма.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Актай, — чӗнчӗ йӑвашшӑн вожатӑй, — сире вакун ҫаратма пиччӳрен ҫыру панӑ ҫын илсе кайрӗ-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Вакун ҫаратма пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анчах пӗлсе тӑр, Марье, эпӗ кунта лаша вити ҫунтарма та, Хрисана ҫаратма та килмен, сире тавӑрма килтӗм!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫаратма тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫынна ҫаратма вӗренетӗн-и, йытӑ ами! — шӑл витӗр эхлетрӗ те Лукарье Анук пичӗ ҫине лачлаттарса сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир кунта ҫаратма килнӗ тет?

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫын пурлӑхне ҫаратма мӗнле хӑятӑр эсир?!

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ытла тӗлӗнмелле, Платун пичче, — вӗчӗрхенсе каларӗ юлашкинчен Лукарье, — пирӗн ялта та Пакӑш ращи патӗнчи пекех ҫаратма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитет, ҫитет ашкӑнма, Патшалӑха ҫаратма!

Куҫарса пулӑш

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Пире ҫаратма шут тытрӑн-и, кӗҫҫе пит?! — терӗ Ульха Мирун выртакан пӳлӗме кӗнӗ-кӗмен.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса, Лишайкин пуҫсӑрланса кайрӗ, лесничие пуҫран шӑлса, поселок ҫывӑхӗнчи лайӑх вӑрман лаптӑкӗсене касса ҫаратма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тен, халӗ ӗнтӗ ларёк кӑна та мар-и, — халӗ санӑн Горяевӑн опыт пур вӗт-ха, — тен, пӗр-пӗр магазина е хваттере ҫаратма, е иртен-ҫӳрен ҫынна пусмӑрласа ҫаратма хатӗрленеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эп сире ҫаратма килтӗм!

Потому что это ограбление.

«Икӗ таможенник чикӗ хуралласа тӑраҫҫӗ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/313

— Пире ҫаратма тытӑннӑ!

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унччен темиҫе кун малтан вӑл Атӑл хӗрринчи «Лето» кафене ҫаратма тытӑннӑ пӗр вӑрра питӗ ӑста тытнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫав хатӗрсене каялла илсе, вӑл каллех ҫаратма, ҫынсене сиен тума тытӑнмашкӑн шутланӑ (ӑна пуринчен ытларах уҫҫисем кирлӗ пулнӑ!), анчах ӗмӗчӗ татӑлнӑ!

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех