Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫма (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлевӗҫ тапӑнас пулсан мӗн юлашки вӑй тухичченех унпа ҫапӑҫма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялӗнче чарӑннӑ Укаслу патне умлӑн-хыҫлӑн вуншарӑн-вуншарӑн патька-патша майлӑ пулса халӑх ирӗкӗшӗн ҫапӑҫма каймашкӑн кӑмӑл тӑвакансем пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу майӗпен ҫарпуҫӗ пулма хӑнӑхса пычӗ, халиччен анкар тытма, ухӑ пеме пӗлнӗскер, тата хӗҫпе ҫапӑҫма вӗренчӗ, ҫар йӗркине хӑнӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир пурӗпӗр чакмарӑмӑр, хӗҫпе ҫапӑҫма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патшашӑн ҫапӑҫма, телейлисен ҫӗршывне ҫитме сывлӑх парсам!..

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, вӗсемпе ҫапӑҫма мар, вӗсен майлӑ пулма.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл та пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫапӑҫма ҫӗкленнӗ, патька-патшана пулӑшас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Виличченех патька-патша майлӑ пулса тӑшманпа ҫапӑҫма эпӗ тупа туса каларӑм, — сӑмах хушрӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех ҫапӑҫма вӑй ҫитерӗ-ши вара?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, ку этеме шӑпа патакки татах пырса ҫапнӑ пулас, хӑй курайман ҫынсене хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫма хӑю ҫитернӗскер ку.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хусахсене те драгунсемпе ҫапӑҫма питӗ йывӑр, — тунсӑхлӑн, калас мар тенӗ ҫӗртен пек каларӗ Овчинников, Тӗп ҫарӑн аслӑ утаманӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пӗтӗм чун хавалӗ ҫак кашкӑрпа хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫма хатӗрленнӗ, мӗншӗн тесен вӑл лайӑх пӗлнӗ: Хӑрахкуҫа вӗлермесен, Хӑрахкуҫ хӑй вӗсене вӗлерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ну, мӗн атту?! — Хайхискерӗн сылтӑм алли ҫапӑҫма хатӗрленнӗн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, кӗпи ҫанни хулӗ патнелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан чакса ҫармӑссен хулине Йӑлӑм витӗр ҫитеҫҫӗ Кӑкшӑма, Кайран тӳрех Еркиней ертнипе Тухаҫҫӗ Сӗнтӗр патне ҫапӑҫма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унтан каллех ҫапӑҫма Кӗрсе кайрӗҫ уткӑнса, Пукач пуҫне сыхлама Юри ячӗҫ ҫын хушса: Ҫапла вӑйлӑ вӑрҫӑра Чӑваш вӑрҫать пӑлхавра…

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗрӗс-тӗкӗл уртапа Килӗштерсе пурӑнма, Тӑшмансемпе патшапа Вилечченех ҫапӑҫма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Килтӗрех, вӑрҫтӑрах, ҫарпалах тухтӑрах Ӗнси кӗҫтет пулсан — ҫапӑҫма антӑрах.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вилечченех ҫапӑҫма пурте хатӗр пулӑр-и?

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурӑнасса пурӑнас Ирӗк вӗҫен кайӑкла: Пӗре вӑйлӑ ҫапӑҫас Тӑшмансемпе паттӑрла, — Ҫавӑнпа та пур ҫӗрте Хатӗр пулӑр хирӗҫме, Пирӗнпеле пӗтӗҫме, Майра ҫарпе ҫапӑҫма, — Пур халӑхпа кӑр тӑма!»

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мана Андрей Пономаревпа юнашар тӑрса ҫапӑҫма ирӗк парӑр, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех