Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫма (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫапӑҫма вӗрентмелле» тет Тимӗркке, унсӑрӑн неонацистсене кам хирӗҫ тӑмалла» тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Пӗр ушкӑн тепринпе пӗрлешсе виҫҫӗмӗш ушкӑнпа ҫапӑҫма кайни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хурсем ишекен шерпетленнӗ шывра кӑмӑл туличчен чӑмпӑлтатса тухсан кусем каллех хайхи панулми йывӑҫҫи патне мур илесшӗ пиҫен тата ана ҫинче алхаснӑ мӑянӗ-йыт пыршипе ҫапӑҫма каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Унпа ҫапӑҫма йывӑр килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Влаҫ халӑхпа ҫапӑҫма пӑрахмасть, — ӳсӗрме пуҫларӗ патшана курнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ют ҫӗр ҫинче ҫапӑҫма шантарчӗҫ вӗт, — килӗшрӗ унпа ывӑлӗ те.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗпе ашшӗ хӗҫсем ярса тытаҫҫӗ те урӑм-сурӑм ҫухӑрашса ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӑрахнӑ ҫеҫ мар, халь тин вӑл, ҫӗрпе ҫапӑҫма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Ҫак вырӑс халӑх паттӑрӗн пурнӑҫӗ Тӑван ҫӗршывшӑн пурнӑҫа шеллемесӗр ҫапӑҫма та кӗрешме хавхалантарать».

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вара тапратрӗҫ тит [ҫапӑҫма].

Начали сражаться.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Те ҫапӑҫма та тӳр килнӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Йӑваш кӑмӑллӑ Улюк вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫма епле пултарнӑ-ха, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пирӗн Государствӑна туса хунӑ аслӑ Ленин ҫапла каланӑ: совет ҫыннисен чи кирлӗ пахалӑхӗ вӑл — паттӑрлӑх, хастарлӑх, кӗрешӳре хӑрама пӗлменни, пирӗн тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсене хирӗҫ халӑхпа пӗрле ҫапӑҫма хатер тӑни пулать, тенӗ.

Великий Ленин, создавший наше государство, говорил, что основным качеством советских людей должно быть храбрость, отвага, незнание страха в борьбе, готовность биться вместе с народом против врагов нашей Родины.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Вӑйпитти арҫынсемпе хӗрсем пирӗн ҫӗр ҫине тапӑнса кӗнӗ тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Ан тив, ӑна хӗҫ-пӑшал тытса ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫма тивмен пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Шарик, тен, ачана кӳрентересшӗн те пулман пулӗ, анчах хӑй тупӑшӗшӗн ҫапӑҫма хатӗрех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

— Кур-ха, ҫапӑҫма пӗлен иккен эсӗ, — терӗ лӑх-лӑх! кула-кула Сюльдяшов.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗнпе ҫапӑҫма шутланӑ тата…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑрах хайхискерӗ тепӗр ушкӑн пӗлӗтсем хупласа хураҫҫӗ, хӗвел вара вӗсен тыткӑнӗнчен тухас тесе ҫапӑҫма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах унта кӗрес тесен, пысӑк вӑй, ҫапӑҫма пултаракан ҫар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех