Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ох, тек пулас ҫук ӗнтӗ манран ун пек ҫапӑҫасси.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лена Малышева, хӑй ирӗкӗпе ҫара килсен, пирвайхи ҫапӑҫура мӗнле ҫапӑҫасси ҫинчен нумай шухӑшланӑ.Лена Малышева, вступая добровольно в армию, много думала о том, как будет участвовать в первом бою.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Санран пулать-и вӑл ҫапӑҫасси?
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӳррипе каласан, ҫапӑҫасси те интереслӗ ӗҫех мар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Крепость ҫывӑхӗнчи капансем хыҫне кайса ҫапӑҫасси ҫинчен сӑмах татрӑмӑр.Мы условились драться за скирдами, что находились подле крепости.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тупнӑ ӑслӑ япала — ҫапӑҫасси!
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вара икӗ ҫарӗ те мӗн чухлӗ ҫын ҫухатнине шутларӗҫ, тыткӑна лекнисене улӑштарчӗҫ, малашне пӗр-пӗринпе хирӗҫӳсем пуласси тӗлӗшпе ҫӗнӗрен килӗшӳ турӗҫ тата хӑш кун тепре татӑклӑн ҫапӑҫасси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Аслӑ ҫар пуҫӗсем хӑйсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса хӑтланмарӗҫ, — ҫапӑҫасси вӑл вӗт-шакӑрсене ытларах килӗшет, — вӗсем тӗмеске ҫинче юнашар ларса, хӑйсен адъютанчӗҫем урлӑ приказ парса, ҫапӑҫу ӗҫне ертсе ҫеҫ пычӗҫ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.