Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗрлевлӗ те пӑлхавлӑ малтанхи хум ҫав шӑтӑк витӗр тапса кӗме ӗлкӗрчӗ кӑна, ҫамрӑкӑн халичченхи пӗр тикӗс чун хавалӗ тӳссе тӑраймарӗ, тайӑлса-сулӑнса кайрӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пурнӑҫ хыттӑн пырса тивсен те ҫирӗп тӑмашкӑн, ун шучӗпе, ҫамрӑкӑн чунне лӑпланма, ҫирӗпленме памалла.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫутҫанталӑк ӑна кунта татса пама ҫук нимӗнле уҫӑмлӑ ыйтусемпе те кансӗрлемен; ҫав ҫил кунта тӳрех унӑн чунне варкӑшса кӗрсе вырнаҫнӑ, курӑк та, шӑппӑн пӑшӑлтатса, темӗнле шеллевлӗ сӑмахсем каланӑн туйӑннӑ ӑна, вара, ҫамрӑкӑн чунӗ таврари ҫутҫанталӑкӑн лӑпкӑ кӗввипе ӗнерӗнсен, унӑн ӑшӑ ачашлӑхӗпе ҫемҫелсе кайсан, хӑйӗн кӑкӑрне темӗн тулса пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сарӑлнине туятчӗ вӑл.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑй ҫитӗнтернӗ ҫамрӑкӑн доклачӗсене Воропаев мӗнле хытӑ тимлесе итлени ҫинчен Юрий ним те каласа кӑтартмарӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сухаллӑ ҫамрӑкӑн куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ялав айне, юлташсем! — илтӗнсе кайрӗ комиссара тепӗр хут, ҫамрӑкӑн хӑйӑлтатакан пулнӑ янкама сасси.— Под знамя, товарищи! — снова донесся до комиссара охрипший, но все еще громкий юношеский голос.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Таҫта сарӑмсӑр ку ҫамрӑкӑн шӑммисене ҫӗмӗрсе пӑрахма пултарӑп.— А то ведь я ненароком все косточки у этого юноши сломать могу.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Ку ҫамрӑкӑн талант пур, таланта ҫӗр айне тума ҫылӑх, теҫҫӗ.— Отрок сей талант имеет, а талант, как говорится, грешно в землю зарывать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Раевски ҫамрӑкӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Хӑйне илӗртекен хӗрарӑм аллине ҫакланнӑ ҫамрӑкӑн ашшӗ, пӑрҫи тӗслӗ фрак та тӑраткаланса тӑракан парик тӑхӑннӑ ҫын, сцена ҫине тухса чалӑш ҫӑварне карчӗ, малтанах именсе, хулӑн сасӑпа салхуллӑн чӗтретсе юрлама пуҫларӗ те вӗсем кӑштах ахӑлтатса кулса ямарӗҫ…
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Комсомолецсене ертсе пыракан ҫамрӑкӑн, батраксене хӳтӗлесе тӑракан ҫыннӑн, ял хӳшшинче тӑшмансенчен ытла тусӗсем ытларах пулнӑ.У юного комсомольского вожака и батрацкого защитника оказалось на селе больше друзей, нежели врагов.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Николай Петрович вӗсене хирӗҫ сада тухрӗ те, беседкӑпа танлашсан, сасартӑк икӗ ҫамрӑкӑн уттисене, сассисене илтрӗ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку вӑл — сан, ҫамрӑкӑн, хусах арҫынӑн ӗҫӗ… манӑн, ав, тахҫанах хам хатӗр-хӗтӗре карчӑка ҫу милки тума пама вӑхӑт ҫитнӗ, ҫатма тӗпне ҫу сӗрме…
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Малтан Федор Лукич «хамӑрӑн ҫара кайнӑ ҫамрӑксене» ырларӗ, ҫавӑнтах сӑмах май Кочубейӗн утлӑ ҫарне, хӑйӗн ҫамрӑк ҫулӗсене аса илчӗ, Кубань ҫӗрӗ тӑрӑх Кочубей утлӑ ҫарӗ епле паттӑр иртни ҫинчен те каларӗ; унтан Кубаньри казаксене ырлама пуҫларӗ, «ҫакӑн пек маттур ҫамрӑкӑн чӗринче казаксен ӗлӗкрен пыракан йӑли пурӑнать…», — терӗ, Сергей ҫине кӑтартса.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак ҫамрӑкӑн ҫамки ӑшӗнче мӗнле шухӑшсем ҫавӑрӑннӑ?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫамрӑк казаксен сассисем хаваслӑ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, пӗр ҫамрӑкӑн сасси пуринчен те ҫивӗчрех илтӗнет.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ку санӑн, ҫамрӑкӑн, ӗҫ мар, ку — старик ӗҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак тискер ӗмӗт, ырхан ӳт ҫине тухнӑ шыҫӑ пек, ҫамрӑкӑн пуҫ мимине кӗрсе вырнаҫнинчен нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук.Это страшное желание естественно в мозгу юноши, как нарыв на теле худосочного.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
«Кӗҫех тупӑсен аслатийӗ пӗрлешрӗ сӑпка юррипе» тесе сӑвӑлакан поэт «мӑлатуклӑ, ҫурлаллӑ ҫӗршыв ҫитӗнтернӗ» ҫамрӑкӑн шухӑш-кӑмӑлӗ шуйханчӑк пулнине те пытармасть:
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Ҫапла, ку историре вӑл — тӗп герой, енчен ҫав историре манӑн ҫамрӑклӑх та пайтах вырӑн йышӑннӑ-так — ку вара вӑл чи интереснӑй шухӑшсем вунсаккӑрти ҫамрӑкӑн пуҫне пырса кӗнипе ҫеҫ пулнӑ темелле.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951