Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен пуҫне сӗтел хушшинче тата ҫак ҫынсем лараҫҫӗ: нефть турттарас ӗҫри специалист-инженер Алексеев, — ватӑлса кӑвакара пуҫланӑ этем, анчах та лайӑх пӑхса усраннӑ сӑн-пичӗ унӑн тимлӗн те ҫамрӑккӑн курӑнать, — ыйтусене вӑл ҫирӗппӗн татса йышӑнакан ҫын пек туйӑнать, Мускавран вӑл ҫак кунсенче ҫеҫ килсе ҫитнӗ; кунтах тата унӑн ывӑлӗсем — ҫирӗм ҫулхи штабс-капитанпа ҫирӗм икӗ ҫулхи подполковник.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Эсир ҫакна каланӑ чух, ман яланах чун савӑнать, ҫамрӑккӑн, таса чӗрепе калатӑр…— Мне всегда страшно приятно слушать, как вы это говорите… молодо, цельно…
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах тем тусан та, куҫӗсем ҫамрӑккӑн йӑлтӑртатнӑ унӑн.
Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Питрен-куҫран, пӗтӗм сӑнран-сӑпатран пӑхсан, пӗрешкелли вӗсен иккӗшӗн чӑнах та самаях тупӑнать; амӑшӗн, паллах, ҫине тӑрсах хӑй ҫамрӑккӑн курӑнма тӑрӑшать пулин те, хитрелӗхӗпе черченлӗхӗ тахҫанах иртнӗ, пичӗ тӑртанчӑк, кӗлетки шӳсе сарӑлнӑ: хӗрхенӳсер вӑхӑт хӑйӗн ӗҫне тепле тӑвать вӑл.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Помяловӑн хӗрӗх ҫула ҫитнӗ, анчах ҫамрӑккӑн курӑнакан ҫаврака, мӑн кӑкӑрлӑ, виҫҫӗмӗш хут упӑшкасӑр юлнӑ хулара хӑйӗн намӑссӑр пурнӑҫӗпе пӗрремӗш вырӑнта тӑракан хӗрӗ питӗ лайӑх, ҫӑра сасӑпа юрланӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тасалӑх ыйтнисене пӗтӗмпех тивӗҫтерсе пынипе ҫын чылай вӑхӑт хушши ҫамрӑккӑн курӑнать, ун ӗҫлес пултарулӑхӗ нумайлӑха сыхланса юлать.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ун куҫӗ пур япала ҫине те ҫамрӑккӑн пӑхать, пур ҫӗрте те вӑл хӑйне ҫамрӑк савӑнӑҫпа тултаракан япала курать.Ее глаза смотрели на все молодо и всюду видели что-то, радовавшее ее юной радостью.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл хӑй ҫинчен шинельне хывса пӑрахрӗ те, ашшӗ ҫине ҫав тери савӑнӑҫлӑн, пӗчӗк ача пек ҫамрӑккӑн пӑхрӗ, лешӗ ӑна каллех ыталаса илчӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл питӗ ҫамрӑккӑн, илемлӗн курӑннӑ, — ун пит ҫӑмартисем ҫунса тӑнӑ, вӗсем ҫинче ачаш путӑксем сике-сике тухнӑ.Она была еще очень молодая и красивая — щеки ее горели, на них рождались и таяли нежные ямочки.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аксинья пичӗ паян ирех кӑштах хӗрелнӗ, куҫӗсем ҫамрӑккӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.С утра на верхушках Аксиньиных скул — румянец, в молодом блеске глазá.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унтан шухӑш тупсӑмне тупнӑн та ҫамрӑккӑн пӑхать Гришака асатте ҫине, пӑхать те янаххине кӑтӑклантаракан куҫҫуль тумламӗсене кивелнӗ чекмен ҫаннийӗпе шӑлса илмесӗрех хӑварать.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Старик ҫаплах пӗкӗрӗлсе, тыткӑч тӗлӗнчен яп-яка якалса ҫитнӗ туйипеле ҫӗре шӑйӑрттарса, темиҫе ҫӗртен сапласа пӗтернӗ тӗссӗр кӑвак мундирӗпе киленсе, тӑпрас ҫинче ларнӑ; ҫамрӑккӑн та сатуррӑн кулса пӑхнӑ унӑн тӑратса тӑракан тӑвӑр ҫухавийӗ ҫинчи савӑнӑҫлӑ хӗрлӗ петлицӑсем.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Огонек» библиотечкине темшӗн чи ҫӳле тӑратса тухнӑ та, Кондратьев ҫине хальхи писательсем пурте пӗр харӑс пӑхаҫҫӗ, Кондратьев, «этем чунӗсен инженерӗсемпе» куҫа-куҫӑн тӗл пулса, кулса та илчӗ; вӗсенчен пӗрне, чи ҫамрӑккӑн та мӑнкӑмӑллӑн пӑхса лараканскерне, «А! Акӑ эпир ӑҫта тӗл пултӑмӑр!» — тенӗ пек, куҫне хӗссе илчӗ вӑл.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1