Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамки (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрачан ҫамки ҫинче кӑшт ҫеҫ палӑракан турпалли пур, вӑл унӑн пичӗ ҫине ӳкнӗ йӗм хура ҫӳҫпе кӑштах хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа та Унерпи Ӑнран кайса аптӑрать, Пит ҫӑмарти, ҫут ҫамки Сӑнран кайса тӗс ярать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӳлти кассен уй тӑвайкки Йӗршшӳ ҫумнех перӗннӗ, Вӑрман пуснӑ сӑрчӗн ҫамки Тӗксӗмленсе тӗрӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫамки ҫинче ҫӗвӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ май, Кирукӑн куҫӗсем хаярлӑхпа ҫиҫсе илчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ тӗксӗмленчӗ, ҫамки пӗрӗнсе илнипе куҫ харшисем пӗр-пӗринпе ҫывхарчӗҫ, тутине пӑчӑртаса тытрӗ, хӑй юпа пек тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук чарӑнса тӑчӗ, ҫамки ҫине тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл тутине тӑснӑ, ҫамки ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркисене каялла шӑла-шӑла вырттарать, анчах ҫӳҫӗ ун аллине итлесшӗн мар, майланса выртмасть.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Кун чухлӗ пулчӗ — ҫитет ӗнтӗ, — терӗ Санюк, ҫамки ҫине тухнӑ тарне алӑ тӳрчӗпе шӑлса илсе.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чул ҫыран хӗррипе тӗлӗн-тӗлӗн парка ӳсекен ҫӳҫе тӗмӗсем, арӑслан ҫамки евӗрлӗ кӑвак чул куписем ҫеҫ куҫ тӗлне пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫамки тӑрӑх мухмӑр тарӗ юхать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Вӑл алӑри ача чух ун ҫамки ҫине мин тухнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пысӑк «А» пӳрт ҫамки пекех, анчах малти патакки ҫумне аялта сулахаялла ҫекӗл тӑвас пулать.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ан манӑр, пӳрт ҫамки пек, — тет тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳрт ҫамки вӑл ак ҫакӑн пек, — тесе аппа икӗ патакка ҫамкисемпе тӗрентерет, патаксен урисем пӗр-пӗринчен инҫе, вӗсем тайӑлса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Малаллахи ҫулӗ унӑн ял-ял, таса уй-хир, лӑсӑллӑ вӑрман, ҫырма-ҫатра, чакӑл сӑрт-ту урлӑ, чӑнкӑ вар ҫамки ҫийӗпе выртмалла…

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Тата мӗн пулчӗ ара? — куҫне ҫамки ҫинех сиктерсе илчӗ Арҫен.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчах хӗвелпе ҫурхахланнӑ кӗререх сӑн-питне талккишпех йӑваланчӑк тимӗр-тӑмӑр тутӑхӗ хупласа хунӑ, куҫ хупанкисем самаях тӑртаннӑ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сивӗ тар тапса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗр-пӗрин хушшинче ахрат ҫырмиех, ҫуралса, пӳ яраймиех тарӑнланса выртсан, ватӑсем апат-ҫимӗҫне те супинккен пӗҫерсе ҫиме, кӗпе-тумтирне те кашни харпӑр-хӑй ҫуса тасатса тӑхӑнма пуҫлаҫҫӗ, юлашкинчен кил-ҫурт таврашӗнчи пур-ҫук пурлӑха пайлама тытӑнаҫҫӗ (мӗн-мӗн пайланине пӗтӗмпех ҫырса кӑтартсан вулаканӑн тӗлӗннипе куҫӗ те ҫамки ҫине сиксе хӑпарӗ, лахлатса та ихлетсе, хырӑмӗ те хӗҫленсе ларӗ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Патакки-наганӗ те, кирлӗ «кодексӗ» те унӑн ҫамки ҫинчех!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех