Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫамки (тĕпĕ: ҫамка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамки ҫинче кӑна ку таранччен эпӗ пӗлмен пӗркеленчӗк палӑрать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Курортри пекех пурӑнатӑп, — ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫамки ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫамки ҫинчи сарӑ ҫӳҫ кӑтрашкине илемлӗн майлаштарса кӑпӑшлантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Мӗн пулнӑ? — лӑпкӑн ыйтма тӑрӑшрӗ Шанаров, анчах ҫамки ҫинче шултра тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗр турилкке пушатнӑ ҫӗре тарӑн пӗркеленчӗклӗ ансӑр ҫамки ҫине те, шӗпӗн шӑтнӑ лапчӑк сӑмси ҫине те тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ялтан пӗр ҫухрӑмра Парасуҫ ятлӑ сӑрт ҫамки ҫаралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Салам, Герман! — аллине тӑсрӗ вӑл чӑпар тутӑрӗ айӗнчен ҫамки ҫине усӑннӑ хӑмӑр ҫӳҫ кӑтрашкине тӳрлетнӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫамки ҫинче пурпӗрех тар пӗрчисем шӑрҫаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫамки ҫинче, тимӗрпе хӗртсе, юнлӑ хӗрес тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн ҫамки пӗркеленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хытах пӑвӑннипе юланутҫӑн куҫӗ ҫамки ҫинех сиксе тухасса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӳлӗхҫӗ ун ҫамки ҫине телей ҫырман пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе ҫӳҫ пӗрчи — йӗпкӗн хура ҫӳҫ пӗрчи хитре ҫамки ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ сӑрт ҫамки ҫинчи юмансем патне улӑхса ҫитрӗ те Ахмар йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, кашни ҫыннӑн ҫамки ҫинех ҫуралнӑ-ҫуралманах пурнӑҫ йӗрне пӗлтерсе курӑнман саспаллисемпе Ҫӳлти Турӑ хӑй ҫыру, урӑхла каласан, ӑраскал е элчел ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти Турӑ хӑй, ахӑртнех, унӑн ҫамки ҫине ҫапла ӑраскал ҫырнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫӗ Карлайӑн ҫамки айне тарарах кӗнӗ, вут-хӗмӗн ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫамки ҫинче турпалли пур, вӑл та ӑна питӗ килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех