Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакрӗ (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫтах Урасмет пысӑкрах ушкӑнпа килессине кӗтсе Иштерек йӗвене ҫын курмалла мар ҫӗререх ҫакрӗ, ҫӗнӗрен тӗрмешӳ пуҫланас пулсан ярса тытма вите кӗтессине йывӑҫ сенӗк таянтарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кун ирхине, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, Петровский пуп хулпуҫҫи урлӑ пештӗр ҫакрӗ те Пӗкӗлме ҫулӗпе Хусан еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ман килес, Марье аппа, лайӑх ҫӳретӗр-и? — карттусне хывса пӑтаран ҫакрӗ Костя.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш, хӑй кайнӑ пекех, ларкӑч ҫине хӑпарса ларчӗ, хуткупӑсне ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑвак карттусне пӑтаран ҫакрӗ те Павлуш, хӑнасем патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Калпакне юртан силлесе алӑк патӗнчи ҫекӗлтен ҫакрӗ те, хӗрарӑмсене саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй те пӗлмерӗ, темшӗн унӑн чи юратнӑ кӗпине — Наровчатра менелник кунӗнче тӑхӑннине — ҫакӑран илсе ыталарӗ, куҫҫулленчӗ… вара каллех ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чернов Мишӑпа Тоня хушшинче хирӗҫӳ пулнине туйрӗ, юрлама чарӑнчӗ, гитарӑна стена ҫумне кайса ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Карттусне тепӗр хут хывса ҫакрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упӑшка типӗ хурӑн хуппинчен пӗртте кая мар е шӑрпӑк курупкиех темелле-ши, кирек хӑш вӑхӑтра та хыпса илме хатӗр, кӑмӑлсӑррӑн тем мӑкӑртатса пӳлӗмрен тухрӗ, тинех пальттине хывса ҫакрӗ, кӗхлете-кӗхлете аттине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Проктор кӗсменсене сӑнчӑрпа ҫавӑрса ҫыхрӗ, ҫӑра ҫакрӗ те — эпир пайлантӑмӑр.

Проктор запер вокруг весел цепь, повесил замок, и мы разделились.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӗттӗмленсен лавккаҫӑ алӑка шалтан болтпа питӗрчӗ те хыҫалти калинккерен пӗчӗк картише, пушӑ енчӗксемпе пичкесем купаласа тултарнӑ ҫӗре тухрӗ, алӑк ҫине тултан ҫӑра ҫакрӗ, анчах уҫҫине пӑрмарӗ.

С наступлением ночи лавочник закрыл дверь изнутри на болт, после чего вышел черным ходом через маленький двор, загроможденный пустыми ящиками и бочонками, и повесил на дверь снаружи замок, но не повернул ключа.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант сехет йӗпписене куҫӗсемпе тем пек тӗртсен те — унӑн хӑйӗн ирхинехи яланхи ӗҫне тумашкӑн вӑхӑт ҫитрӗ: кантӑксене сӑтӑрса тасатрӗ, шӑнасем валли хут ҫакрӗ, меню ҫырса хучӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тинех, кӑмӑлсӑррӑн, кӗрет кирлӗлӗхе парӑнса, сехет вуннӑ ҫапрӗ.

Как ни подталкивал Давенант взглядом стрелки часов, ему хватило времени сделать свою обычную утреннюю работу: протереть окна, развесить бумажки для мух, написать меню, и лишь после того, с неохотой, уступившей явной необходимости, часы пробили десять.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Пеме кирлӗ мар, — Энниок пӑшалне хул пуҫҫинчен ҫакрӗ.

— Стрелять не стоит, — Энниок вскинул ружье на плечо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Сӑпани сӑхманне алӑк ҫумӗнчи йывӑҫ ҫекӗлрен ҫакрӗ те сӗтел кӗтессине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уравӑшран килнӗ арҫын юпӑнчине хывса пӑтаран ҫакрӗ те… милиционер пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн арӑмӗ вучаха вӗлтрен яшки пӗҫерме ҫакрӗ, унта пӗр ҫӑмарта, хайхи кӑштах ҫӑнӑх ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран Санюк вучаха кӑвайт хучӗ, тивертрӗ, пӗчӗк хурана шыв ярса ҫакрӗ, чӗрӗк сехетрен ҫӑмарта хытӑлла пӗҫерсе антарчӗ, ҫенӗкрен пӗр кӑкшӑм сӗт илсе кӗчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыйткалакан йӗрӗнчӗклӗн сурса хучӗ, кутамккине патаккинчен ҫакрӗ те елпӗрсе йӗплерӗ:

Нищий презрительно сплюнул, вздел на палку мешок и разъяснил:

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кун пеккине мар тӳснӗ, малалла та тӳсӗпӗр-ха, — Аня хӑй киле кайма пуҫтарӑннине систерсе халатне хывса пӑта ҫине ҫакрӗ.

Не такое терпели, и будем терпеть, — Аня сняла халат и повесила его на гвоздь, намекая, что собирается домой.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех