Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем темиҫе утӑм туса контейнера паке-чӗсене пӑрахаймаҫҫӗ-ши?
Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Вӑрман варринче пӗвелесе тунӑ кӳлӗ те ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсене кунта килсе канма йыхӑрать пулӗ.Наверняка и пруд, расположенный в середине леса, привлекает рядом живущих людей сюда на пикник.
Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html
Ҫывӑхра Хӗрлӗ Ҫарсен улттӑри боецӗ тӑнӑ.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Ҫывӑхра вара пульӑсем шӑхӑрса иртнӗ.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Ҫывӑхра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап миххисене автомашинӑпа тиесе килсе унта вӑркӑнтарса хӑвараҫҫӗ-ҫке-ха.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Хӑшпӗр хула-районти ҫемьесен ыйтӑвне халичченех татса паманшӑн вырӑнти влаҫа ӳпкелесе пӗр сӑмах та калаймӑн, мӗншӗн тесен черетрисен пӗрремӗш пайӗ муниципалитет сӗннӗ лаптӑка инженери инфратытӑмӗ хывман пирки харпӑрлӑха илме килӗшмест, иккӗмӗшӗ пурӑнакан тӗлтен ҫывӑхра ҫӗр касса пама ыйтать.
Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Юханшывсенче, кӳлӗсенче, шыв управӗсенче, вӗсен утравӗсенче, Атӑлпа Сӑр ҫыранӗнчен, шыв управӗнчен, ейӗвӗнчен 200 метртан ҫывӑхра ытти хура пӑшалтан пеме чарнӑ.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
7. Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — тӳрӗ, эпир вара халӗ намӑс айне пултӑмӑр — Иудейӑра, Иерусалимра пурӑнакан пур халӑх та, пӗтӗм Израиль те: ҫывӑхра пурӑнаканнисем те, аякра пурӑнаканнисем те, Эсӗ хӑвӑнтан пӑрӑннӑшӑн ытти ҫӗршывсене хӑваласа янисем те.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санран аякра пурӑнакансем те, ҫывӑхра пурӑнакансем те сана, хӑйӗн ятне ирсӗрлетнӗскерне, хаярлӑхӗпе чапа тухнӑскере, мӑшкӑлласа хӑртӗҫ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ ҫывӑхра ҫеҫ Турӑ-и? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Куратӑп Ӑна, анчах халех мар-ха; куратӑп Ӑна, анчах ҫывӑхра мар-ха.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10. эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11. сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑш-пӗр ялсенчи шкулсем хупӑнма пултарни ачасене ҫывӑхра вырнаҫнӑ пысӑк шкула ятарлӑ автобуссемпе илсе ҫитерме тата классем туллипе, профиль вӗренӗвне суйласа илме май пуррипе ҫыхӑннӑ.
Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11