Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫывӑхра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫывӑхра унашкалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Ҫывӑхра темскер кӑштӑртатса илнӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Пирӗн ҫывӑхра пӗр ҫара ҫерҫи урлӑ-пирлӗ вӗҫкелесе ҫӳреме тытӑнчӗ. картишӗнче пусӑ тараси кӗриклетсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Йывӑр пулнӑ ҫав кӗрешӳ, ҫывӑхра ҫын таврашӗ ҫуккипе кам та пулин пулӑшасса шанма май килмен.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӑна кӗрсен тӑпра айӗнчен чаваланса тухрӑм та — ҫывӑхра нимӗҫле калаҫни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫывӑхра машина сасси илтӗнсен ҫан-ҫурӑмӗ ҫунат сыпӑннӑ пекех ҫӑмӑлланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Эх, ҫывӑхра пулсассӑн Упана хампа пӗрле кӑна илмелле те ҫав», — шухӑшларӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхра тӑракан салтаксем тӑнне ҫухатнӑ хӗшместӗре ик уринчен ярса тытрӗҫ те юнашар пӳлӗме сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать, ҫывӑхра Укаслу пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхра тӑракан инвалидсем вӗсене ҫӑлма чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне курайман ҫынсем ҫывӑхра пулни ӑна калама ҫук аптратса ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тыт, тыт, уту хӑвӑнах пулсан вӑтанса ан тӑр! — Пинер шухӑшне ӑнланса илсе сасӑ пачӗҫ ҫывӑхра тӑракан йӗкӗтсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхра никам та ҫук-и? — хуравлас вырӑнне ыйтрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялта ҫапла ҫав, чирлесен, суранлансан чи малтан ҫывӑхра пурӑнакан медицина ӗҫченӗ патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫывӑхра нимӗнле сас-хура та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кирук, ним тума пӗлмесӗр, аптраса тӑчӗ: шыв пур, анчах ҫывӑхра мар, ҫур ҫухрӑм та ытларах хайхи Ҫӑрттан кӳллин хӳри.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чарӑнса тӑчӗ те, каялла ҫаврӑнса, хӑлхисене хыттӑн вичкӗнлетрӗ: инҫере те мар, ҫывӑхра та мар, сылтӑмра, ҫын сас парать иккен: «Охо-хо-хо-хо-хо-о-о! Охо-хо-хо-хо-хо-о-о-о! Охо-хо-хо-хохо-о-о-о!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрисем ӑна, ыр ҫын вилӗмӗ яланах ҫывӑхра ҫӳрет тесе, чун-чӗререн шеллерӗҫ, теприсем ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса тухнипе тӗлӗнчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем ун пӳкле вилӗмне сивлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫывӑхра ҫак тӗллевпе уйрӑм ҫынсем ятарласа вӑкӑр тытманнипе ӗнисене кӳршӗ ялсене ҫавӑтса кайнисем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Ҫапла вӑл ҫывӑхра хӑрушлӑх пуррипе ҫуккине тӗрӗслерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех