Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
33. Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ.

33. Он узнал ее и сказал: это одежда сына моего; хищный зверь съел его; верно, растерзан Иосиф.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15. пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сутрӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16. ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн каланине пурне те ту, тенӗ.

14. Рахиль и Лия сказали ему в ответ: есть ли еще нам доля и наследство в доме отца нашего? 15. не за чужих ли он нас почитает? ибо он продал нас и съел даже серебро наше; 16. посему все [имение и] богатство, которое Бог отнял у отца нашего, есть наше и детей наших; итак делай все, что Бог сказал тебе.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна тунӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫисе пурӑнӑн; 15. санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупа арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ.

14. И сказал Господь Бог змею: за то, что ты сделал это, проклят ты пред всеми скотами и пред всеми зверями полевыми; ты будешь ходить на чреве твоем, и будешь есть прах во все дни жизни твоей; 15. и вражду положу между тобою и между женою, и между семенем твоим и между семенем ее; оно будет поражать тебя в голову, а ты будешь жалить его в пяту.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр, 5. Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ.

4. И сказал змей жене: нет, не умрете, 5. но знает Бог, что в день, в который вы вкусите их, откроются глаза ваши, и вы будете, как боги, знающие добро и зло.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӗ те пирӗн пата килмелли сӑлтав шырасах тӑрать — 10 ҫул каяллахи шӑлавар кирлӗ имӗш, ӑна ҫисе янӑ кӗве те тахҫанах килтен вӗҫсе тухса кайнӑ ӗнтӗ!

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ачасем хӑйтӗллӗнлӗхе хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, хӑйсемех тумланса, апат ҫисе шкула тухса каяҫҫӗ, ҫула май кӗҫӗннине садике леҫсе хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн Ҫӑварни автопаркне ҫул тытаҫҫӗ, снегоходпа, пӑравуспа, «бананпа» ярӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӗсем пирӗн яваплӑ социаллӑ политикӑна «бюджета ҫисе яни» теҫҫӗ.

Они называют нашу ответственную социальную политику «проеданием бюджета».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех