Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫиелтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кине ларса килме ҫемҫерех пултӑр тата ан чӗтреттӗр тесе, Хӗветӗр тӑрантас ҫине пӑрҫа улӑмӗ мар — тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ пахча ути хунӑ, ҫиелтен кив утиял сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Апатне уйрӑм хатӗрлемен — пурте пӗр тан ҫинӗ: пӗр стакан сӗтпе шуратнӑ чей, услам ҫӑвӗпе ҫиелтен кӑшт ҫемҫетнӗ пӗр чӗл хура ҫӑкӑр, пӗр татӑк шур кулач е сушкӑ — сӗтел ҫинче кашни ирех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Киле тухса каяс умӗн рабочисем виҫӗ пысӑк чана подвала вырнаҫтарса лартрӗҫ, вара вӗсене пӗрремӗш сортлӑ ҫӑмарта хурса тултарчӗҫ, ҫиелтен известь шывӗ ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унта тавҫӑрса илмелли шухӑшсем нумай, ҫиелтен ҫеҫ вуламалла мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Витӗн, — пиншакне хывса Тоньӑна ҫиелтен витӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗттӗм кӑвак тӗслӗ чалӑш ҫухаллӑ кӗпе, хура шӑлавар, ҫиелтен хура хыс тӑхӑнни пит килӗшӳллӗ ҫавна, капӑр хытанка-яштакскерне.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Рабочисене хисеплесе, паян вӑл чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ, ҫиелтен — жилет, аттине те ваксӑпа сӗрсе ӗнерех тасатса хатӗрленӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тупӑкне тума чӑрмав пулман: хӑй ӗлӗкех хатӗрленӗ тип урай хӑминчен тӑрӑхла ещӗк ӑсталанӑ, йывӑҫне ҫиелтен саваласа шуратнӑ, тӗпне сава ҫункавӗ хунӑ, ҫиелтен килти пир сарнӑ, пуҫелӗкне сава ҫункавӗнченех минтер пек тунӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Калас пулать, кил-ҫурт таврашӗ земство управин членӗн пуян ҫынсенчен кая мар: малти пӳртне хӑма ҫапса хӳтӗленӗ, кӗтессисене ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗске хӑмапа витсе хитрелетнӗ, ҫиелтен ҫутӑ кӑвак сӑрӑпа илемлетнӗ; пӳрт ҫийӗ — хӗҫтимӗр; мӑрйи тӑрринче авӑнчӑк хӳреллӗ автан кӳлепи (ку автанӗ вара шак та ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна халь авӑтса ярас пек пуҫне каҫӑртса ларать).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫиелтен йӗркеллӗн вырнаҫтарса хунӑ кӗпе-йӗмсене пӗрерӗн-пӗрерӗн силлесе аяккалла ывӑтрӗ, ҫыру таврашӗсене пӑхкаласа сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа вӑл ҫиелтен шӑратнӑ ҫу сӗрнӗ пек шупка хӑмӑр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр тислӗк урапине ҫиелтен тимӗр сенӗкпе ҫапкаласа тӳрлеткелерӗ те тӗлӗрсе тӑнӑ тур лашине тилхепинчен туртса вӑратрӗ.

Хведер бросил последний навильник навоза на телегу, любовно похлопал вилами по дымящемуся возу, поправляя его, взбодрил вожжами дремавшего конягу, понукнкул его:

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах ҫиелтен пӑхма ҫеҫ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫиелтен пӑхма ҫак пуху чӑваш халӑхӗн пӗрлӗхне пӗлтерсе тӑрать теме те пулать: кунта халӑхӑн тӗрлӗ сийӗсен ҫыннисем пур.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Анчах ҫиелтен пӑхма ҫеҫ ҫавнашкал патриархаллӑ идилли, чӑннипе вара ял тахҫанах пурлӑх тӗлӗшӗнчен сийленсе пайланма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫиелтен пӑхсан ҫав тери лӑпкӑ курӑнакан Детрей ыйтӑвӗсем Евӑна тарӑхтараҫҫӗ.

Немногочисленные вопросы Детрея, с виду совершенно спокойного, рассердили ее.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сав хӳме ҫӳллӗ, витӗр курӑнмасть, ҫиелтен икӗ рет йӗплӗ пралук карнӑ.

Та стена была высока, глуха и ограждена наверху двумя линиями колючей проволоки.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗсене ҫиелтен сӑтӑркаласа пӗр ҫӗре пухрӗ те кашни япалана тӗплӗн тишкерет; шӑрҫасене чармакланӑ пӳрнисемпе силлекелет, куҫӗсене хӗскелесе диадемӑна тӗсерӗ, унтан пурне те каялла чиксе хурса хупӑлчана антарчӗ.

Слегка потрогав их, она тщательно осмотрела отдельно каждую вещь, покачала на растопыренных пальцах бусы, прищурилась на диадему и, сложив все обратно, закрыла крышку.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана умӗнче — ҫара урасен коллекцийӗ, вӑл курӑнса кайсанах урасем самантранах сукмакран пӑрӑнчӗҫ те юбкӑсенче пытанчӗҫ; вӑл вара пурне те ҫиелтен тӗсет, шӑрӑха пула тӗссӗрленнӗ, пиҫсе хӑмӑрланнӑ, чӗрӗ сӑн-питлӗ, ҫамрӑклӑхӑн шухӑшсӑр чеченлӗхӗпе ларакан е выртакан хура та сарӑ ҫӳҫлӗ чӗрӗ чунсем тӗлӗшпе унра тавӑру туйӑмӗ сӑрлатса сарӑлнине туять.

Моргиана увидала коллекцию босых ног, которые мгновенно подобрались с тропы и упрятались в юбки, едва показалась она, мельком осмотревшая всех и мстительно занывшая при виде этих черноволосых и белокурых созданий с бессмысленными от жары, свежими, загоревшими лицами, сидящих и возлежащих с беспечным изяществом молодости.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех