Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫиелтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫиелтен пӑхсан усалли ним те ҫук пек ӗнтӗ кунта.

Да со стороны глядеть — и в самом деле нет ничего.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗншӗн вӗсем, ҫиелтен вуҫех те тӗрлӗ япаласем, пӗр ҫын пурнӑҫӗнче пӗр ҫӗре ҫыхланнӑ?

Почему эти, казалось бы совсем разные вещи, переплелись в жизни одного человека?

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл Мултиер пӳрчӗн тӑррине ҫиелтен хӳтелесе, хупласа тӑрать.

Он надежно укрывает избенку Мульдиера так, что ее и не видно вовсе.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тен, ҫиелтен ҫеҫ пӑхнӑран?

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Эс ҫиелтен миххине йӗпет, миххине!

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кунта ним пӗлмесӗр кӗмен, малтан хӑй паллакан ҫынпа, темиҫе ҫул каялла вӗсем патне пырса кайнӑскерпе, калаҫса пӑхнӑ Левентей начальник ҫине тарӑхса ларчӗ, унӑн ӑшра ҫак ҫап-ҫутӑ куҫлӑ ҫиелтен тирпейлӗ пек туйӑнакан ҫынна хирӗҫле туйӑм ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, ҫиелтен пӑхсан ӗнтӗ тӗрӗс те пек: звено хӑйне панӑ ҫич-сакӑр гектар ҫинчен вӑйлӑ тырпул пухса кӗртет.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пиҫене ӑна ҫиелтен ҫеҫ татмалла мар, тымарӗпе туртса кӑлармалла, унсӑрӑн вӑл кайран тымарӗнчен тепӗр хут шӑтса тухать, тесе ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫиелтен пӑхсан кок-сагызпа пачах интересленмерӗ темелле; вӑл, пур ӗҫе те хутшӑнчӗ пулин те, хӑйне тулӑ бригадин бригадирне лартнӑ пек, калаҫасса ялан тулӑ ҫинчен калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта кок-сагыз вӑрлӑхне кружокра вӗреннӗ пек лакӑмсем туса ал вӗҫҫӗн акаҫҫӗ, кашни лакӑма ик-виҫ грамм суперфосфат хурса, ҫиелтен ҫемҫе ҫӗрӗк тӑприпе витсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫиелтен пӑхсан, ҫак этем ӗнтӗ-пурнӑҫра урӑх нимшӗн те тӑрӑшмасть пек, ун нимӗнле ӗмӗт те ҫук пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тулти стенасене ҫиелтен тимӗр сайдинг ҫапса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Малашне тулти стенасене ҫиелтен тимӗр сайдинг ҫапса тухмалла, электрикӑна монтаж тумалла, шалти хӑтлӑх ӗҫӗсене пурнӑҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ҫавӑнпа ҫиелтен кӑна шӑйӑрттарса тухаҫҫӗ сухаҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Университетра ҫав ӗҫе вӗренменпе пӗрехчӗ — ерекен чирсемпе кӗрешмелли ҫинчен лекцисенче ҫиелтен кӑна паллаштаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пуҫне кив сурпан сырнӑ хӑй, ҫиелтен виҫ кӗтеслӗ тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашни пӳртпе кӗлет ҫумне, ҫиелтен хуппа витсе, татса ҫурнӑ вутӑ купаланӑ — пӗр ҫуллӑх мар, темиҫе ҫуллӑх.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Никам та ан систӗр тесе, ӑна арпалӑха кустарса кӗтрӗҫ, ҫиелтен улӑмпа витрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫиелтен пӑхсан, вӗсем кашниех хӑйне евӗрлӗ пек, анчах тарӑнрах шухӑшласан, ҫакна туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫырма-вулама, математикӑпа физика предмечӗсене тимлесех вӗрентетчӗҫ-ха унта, анчах историпе философие ҫиелтен ҫеҫ шӑйӑрттарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех