Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗсене (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахмар хӑй юлташӗсен ячӗсене каласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хама та кӑшт канӑҫ парас терӗм-ши, халлӗхе тӗне кӗртни те, Киремет картине пӗтерни те ҫитӗ, ячӗсене кайран мантарӑп, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пыра-киле хайхи, ҫаксем те, ыттисем пекех, ҫӗнӗрен панӑ ячӗсене арпаштарма, манма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сахалӑшӗсем кӑна ҫӗнӗ ячӗсене пӑрахӑҫламарӗҫ, анчах вӗсем те ҫынсем ҫук чухне килӗнче хӑйсене чӑваш ячӗсемпех чӗнтеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрисем тӳрех хӑйсене панӑ ятсене маннӑ пек хӑтланчӗҫ, теприсем калайманнипе аптрарӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем ӗлӗкхи ячӗсене хальхипе арпаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ачасен ячӗсене ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Сирӗн тус-юлташӑрсем, пӗлнӗ ҫыннӑрсем, Тӑван ҫӗршывмӑр Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи тапхӑрти пекех тӑшмана парӑнтарас тесе хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫласа пыраҫҫӗ», – тенӗ Олег Николаев, хальхи пурнӑҫ таппинчи паттӑрсен ячӗсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ, Раҫҫей халӑхне тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелессишӗн вӑй хунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Повеҫри ӗҫсем, унти геройсем чӑн пурнӑҫра пулнӑскерсем, хӑш-пӗр ҫынсен ячӗсене ҫеҫ улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Ячӗсене те каларӗҫ, эпӗ пӗчӗк хӗрача ятне ҫеҫ астуса юлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӑван ҫӗршыва сутни, коррупци, взятка, чунсӑрлӑх, ҫынна вӗлерни, пусмӑрлани, ҫаратни, вӑрлани, улталани, тӳрккеслӗх, путсӗрлӗх, аскӑнлӑх, мӑнкӑмӑллӑх, тирпейсӗрлӗх, хуҫасӑрлӑх, сӳрӗклӗх, тӗттӗмлӗх… — э-эй, ӑҫтан асӑнса пӗтерӗн ку Сатана Дьявол ҫуратса, вӗрсе-сурса, ҫулласа-тачкалатсах тӑракан «ҫӑпансен» ячӗсене?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Варвари хыҫҫӑн Зойӑн, Ванюкӑн, Тамарӑн ячӗсене асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ефим Егорович ӗҫре лайӑх енӗпе палӑрнӑ колхозниксен ячӗсене ырӑпа асӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпир хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлевҫисене, Раҫҫей ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ мӗнпур ҫынсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра чыслӑн упратпӑр.

Мы свято бережем память о всех защитниках нашей страны, о тех, кто отдал жизнь за свободу и независимость России.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи ҫамрӑк тата чи аслӑ йӗлтӗрҫӗсен ячӗсене те пӗлтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Ҫакӑнта илсе килекен арестленӗ ҫынсен ячӗсене кирек хӑҫан та «Днестр леш енне тарнисен» списокне кӗртсе хунӑ.

Имена доставлявшихся в этот домик арестованных обычно вносились в списки «бежавших за Днестр».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсен ячӗсене «хура списоксене» кӗртнӗ.

Имена их были внесены в «черные списки».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпир Чӑваш ҫӗрне чапа кӑларнӑ мӑн асаттемӗрсен ячӗсене ӑшшӑн аса илтӗмӗр.

Мы вспомнили имена наших предков, прославивших Чувашский край.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Унччен эсӗ ху пӗлнӗ юрӑсен ячӗсене хут ҫине ҫырса хур, пӗри те манӑҫа ан юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Рэйсдаль! — каласа кайрӗ вӑл тӗнчине чаплӑ пейзажистсен ячӗсене.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗр-пӗрне хӑйсен ячӗсене калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех