Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятне (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маринӑпа Вячеслав Родионовсем иккӗшӗ те ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн ятне илнӗ, ывӑлне те пӗчӗкренех спортпа туслӑ пурӑнма вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ачасен ятне, хушаматне, миҫемӗш класра вӗреннине, сӑнӳкерчӗкне Интернетри уҫлӑха кӑларни ку информаципе нумай ҫын усӑ курма пултарасса палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑл олимпиадӑра ҫӗнтернӗ май ятне те, хушаматне те палӑртнӑ.

Так как она стала победительницей на олимпиаде, написали и фамилию.

Ача ятне те палӑртма юрамасть // Людмила БУСОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ушкӑн ятне ӑна рекламӑлас тесе ҫырмарӑм-ха.

Я пишу название сообщество не ради его рекламы.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Ҫичӗ хӗрарӑм тупӑшрӗ конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне тивӗҫессишӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Статья ятне курсан вулакан ку хӑй те Елчӗк ҫынни пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа хӑй тӑрӑхне мухтать тесе шухӑшлама пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Паян Агния Барто ятне илтсен нумайӑшӗ тӳрех «Уронили Мишку на пол, Оторвали Мишке лапу, Все равно его не брошу, Потому что он - хороший!» сӑвва аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Хӑйӗн хастар ӗҫӗпе коллективра, халӑхра сум ҫӗнсе илнӗ, хуҫалӑх уй-хирӗнче, ферминче лӑш курмасӑр вӑй хурса орден-медале тивӗҫнӗ, тӑван республикӑмӑрӑн историйӗнче йӗр хӑварнӑ ҫӗр-ҫӗр хӗрарӑм ятне мӑнаҫланса вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫакна вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫут тӗнчене килнӗ, Чӑваш Енӗн сумлӑхӗпе ырӑ ячӗшӗн сывлӑх сыхлавӗнче, ҫырулӑхра, ӳнерпе культурӑра, вӗрентӳпе ӑслӑлӑхра, ытти сферӑпа отрасльте палӑрнӑ, республикӑри, ҫӗршыври, Европӑри, тӗнчери ӑмӑртусенче, Олимп вӑййисенче чемпионка ятне ҫӗнсе илнисемпе призерсен йышне кӗнӗ спортсменкӑсем, патшалӑх тытӑмӗнче пултаруллӑ, мал курӑмлӑ ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хальлӗхе спортсменка хӑйӗн умне лартнӑ тӗллевсене – спорт мастерӗн ятне илессине тата шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтерессине – пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫырмапуҫсем сурхуринчи канмалли кунсенче те футболла выляса район чемпионӗн ятне тивӗҫнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чикаго» кубока вĕçертмест // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Планпа» ҫуралнӑ хӗрача валли кукаҫи ятне те хӑйнеевӗрлине тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Тӳрех пӗлтерер: халӑх ятне вӗсем хӳтӗлеме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Спорта юратакансене тата паттӑр ентеш ятне асра тытакансене старт умӗн ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар комиссарӗ Александр Кочуров, Афган вӑрҫин ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Анатолий Сергеев тата Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑру ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн районти ертӳҫи Николай Алексеев хавхалантарса сӑмах илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Спорта юратакансем ентеш ятне асра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ҫапла 2011 ҫулта Чӑваш Ен студенчӗсен вӑйӗпе йӗркеленнӗ «Волгари» отряд Раҫҫейре чи лайӑххин ятне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех