Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярд (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Негрсен патшисем те ҫак тӗллевпе хӑйсен кӳршисем ҫине тапӑна-тапӑна кӗнӗ: парӑнтарнӑ йӑхри хӗрарӑмсене, арҫынсене, ачасене ҫӗнтерӳҫӗсем чура туса хунӑ та, темиҫе ярд пусма-таварпа, тарпа, хӗҫпӑшалпа, хӗрлӗ е кӗрен шӑрҫапа, выҫӑ ҫулсенче вара, Ливингстон каланӑ тарӑх, час-часах пӗр ывӑҫ маиспа та улӑштарса, чура сутуҫисене парса янӑ.

Негритянские царьки тоже устраивали кровавые набеги на своих соседей и с той же целью: побежденных — мужчин, женщин и детей — победители превращали в рабов и продавали работорговцам за несколько ярдов коленкора, за порох, за ружья, за розовые или красные бусы, а в голодные годы, как говорит Ливингстон, нередко даже за горсть маиса.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах пӗр ҫирӗм пилӗк ярд кайсанах, линь татӑлса кайрӗ.

Но едва он вытравил двадцать пять ярдов, как вдруг линь провис.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Апрелӗн 29-мӗшчен вӗсем ҫапла ҫӳренӗ, лайӑх кунсенче виҫшер миль кайнӑ, начар кунсенче — аран-аран вуншар ярд утнӑ, юлашкинчен, пӗр ориецӑн хӳшшине ҫитнӗ те унта ҫӗрулми тупкаласа ҫинӗ.

Так бродили они до 29 апреля, делая в хорошие дни по три мили, а в плохие едва по десяти ярдов, пока не набрели на хижину маорийца, в которой нашли немного картофеля.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кимме ҫӗр ҫинчен шыв патне хӗрӗх пилӗк ярд тӑршшӗ туртса пырасси шывра хӗрӗх пилӗк миля хушши ун ҫине ларса ишессинчен нумай йывӑрри курӑнсах тӑрать.

Было вполне очевидно, что несравненно легче провести лодку сорок пять миль по морю, чем протащить ее по земле сорок пять ярдов, отделявших ее от воды.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Стенаран сакӑр ярд инҫерех ҫав тӗкмесене лартса тухрӑм.

Я вбил их в землю в два ряда, отступив от стены ярдов на восемь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манӑн дачӑн анлӑшӗ ҫирӗм пилӗк ярд таран пулнӑ пулсан та, ӑна йывӑҫсем (тӗкме юписене эпӗ халӗ ҫапла калатӑп) хӑйсен ҫӑра ҫулҫӑллӑ турачӗсемпе пӗтӗмпех хӳтӗлесе хучӗҫ, вӗсен сулхӑнӗнче яра кунах хӗвелтен пытанса ларма пулать.

Хотя круглая площадь моей дачи имела до двадцати пяти ярдов в диаметре, деревья (так я мог теперь называть мои колья) скоро покрыли ее своими ветвями и давали такую густую тень, что в ней можно было укрыться от солнца в любое время дня.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Палатка карса хуриччен шӗвӗр вӗҫлӗ патак илтӗм те ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли шӑтӑк тӗлне ҫур ункӑ (диаметрӗ унӑн пӗр вунӑ ярд) ҫырса ҫаврӑнтӑм.

Прежде чем ставить палатку, я взял заостренную палку и описал перед самым углублением полукруг ярдов десяти в диаметре.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӑнсӑртран пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене тӗл пулас мар тесе, вӑл пӗр аллӑ ярд ытлашши ишрӗ те ҫырана хӑйне кирлӗ ҫӗртен анаталларах тухрӗ.

Он вылез из воды шагах в пятидесяти от пароходика чтобы не наткнуться на отставших пассажиров.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем ак ҫакна пӗлчӗҫ: утравӑн тӑршшӗ виҫӗ миле яхӑн, сарлакӑшӗ чӗрӗк миле яхӑн пулать, ӑна чи ҫывӑхри ҫырантан пӗр икҫӗр ярд сарлакӑш шыв пырӗ уйӑрса тӑрать.

Оказалось, что остров тянется мили на три в длину, а шириной он всего в четверть мили и что от ближнего берега он отделен узким рукавом в каких-нибудь двести ярдов шириной.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Питер ҫӳлелле икӗ ярд сиксе илчӗ, унтан ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек ҫухӑрса ячӗ те пӳлӗм тӑрӑх ункӑн-ункӑн ҫаврӑнма тапратрӗ, сӗтел-пукансем ҫумне ҫите-ҫите ҫапӑнчӗ, чечексем лартнӑ чӳлмексене тӳнтере-тӳнтере ярса, пӳлӗмре йӑлтах архатса ҫӳрерӗ.

Питер подскочил на два метра кверху, испустил дикий вопль и заметался по комнате, налетая на мебель, опрокидывая горшки с цветами и поднимая невообразимый шум.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑтӑр ярд тӑршшӗ сарлака хӳме, тӑхӑр фут ҫӳллӗшскер!

Тридцать ярдов дощатого забора в девять футов вышиной!

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех