Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярасшӑнччӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Гришӑпа пӗрле ярасшӑнччӗ те, вӑл темӗншӗн килеймерӗ-ха.

 — Хотел отправить с Гришей, но его что-то долго нет.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӑл сасартӑк хӑй салтаксем хӑйне таптаса каясран хӑраса ӳкрӗ; эпӗ контужен, тесе кӑшкӑрса ярасшӑнччӗ вӑл, анчах ҫӑварӗ типсе ларнӑ-мӗн ун, чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпҫӑнать, чӑтма ҫук ӗҫес килет-мӗн ун.

Ему вдруг стало страшно, что они раздавят его; он хотел крикнуть, что он контужен, но рот был так сух, что язык прилип к нёбу, и ужасная жажда мучила его.

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн командир мана пуҫран супӑньпе кӑпӑкласа ҫӑвасшӑнччӗ, истребительнӑй батальонран кӑларса ярасшӑнччӗ.

Узнав об этом, командир хотел с мылом взъерошил мою голову и хотел выгнать из истребительного батальона.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— «Ачасем!» — тесе кӑшкӑрса ярасшӑнччӗ вӑл, анчах кӑшкӑрма пултараймарӗ, урисем темшӗн патак пек хытса ларчӗҫ, хӑйне итлеми пулчӗҫ.

Хотел крикнуть: «Ребята!» — но не смог, почему-то ноги у него одеревенели, стали непослушными.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Хуларан пире пулӑшма шкул ачисене ярасшӑнччӗ.

Из города хотели прислать нам на помощь школьников.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Уринчи атти те Тухтарӑн ытла кивех марччӗ, анчах вӑл ӑна хӗсетчӗ, тӑвӑртарахчӗ, май килсен, кампа та пулин улӑштарса та ярасшӑнччӗ — ун пек май килмерӗ, халь ак ӑна кӑштӑ-каштӑ укҫи пухӑннӑ пек туйӑнчӗ, ҫав ытараими атта хаклашса тӑмасӑр илсе ячӗ те тӳрех килнелле утрӗ.

Хотя у Тухтара сапоги были еще вполне приличные, но они были ему маловаты, и он искал, с кем бы ими поменяться, но никак не находил желающих, и сейчас, увидев чудесные сапоги, он, не раздумывая, выложил за них все, что удалось скопить.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кантюк пичкене урипе те пулин тапса ярасшӑнччӗ, Имет ӑна туртса илме ӗлкӗрчӗ, пичкене пуҫӑн лартса хучӗ.

Кандюк все еще пытался столкнуть бочку, пиная ее сапогами, но Имет одним рывком поднял бочку, поставил на днище.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Витаминыч хулара пӳлӗм илчӗ, ывӑлне те, паллах, хӑй патне вырнаҫтарчӗ, ҫуллана вӑл ӑна Марья Богдановна патне леҫсе ярасшӑнччӗ.

Витаминыч в городе комнатку получил и сынишку у себя, конечно, устроил, а на лето хотел его к Марье Богдановне отправить.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Комендатура хулана вут тивертсе ҫунтарса ярасшӑнччӗ

— Комендатура хотела город зажечь…

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вунпилӗк доллара сутса ярасшӑнччӗ вӗт, унтан хаклӑ тӑмасть вӑл тенӗччӗ.

А ведь хотел продать за пятнадцать — думал, она дороже не стоит.

Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӗсем ӑна та хӑвӑртрах сутса ярасшӑнччӗ — король пӗтӗмпех пӗр харӑс хыпса ҫӑтӗччӗ, чӑн-чӑн верблюдах тейӗн.

Они старались и его сбыть с рук — этому королю хотелось все сразу заглотить, точно какому-нибудь верблюду.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫак ултавҫӑсем каллех «Жирафа» хута ярасшӑнччӗ — пит пысӑк услам парать-ҫке вӑл — анчах хӑракаласа тӑчӗҫ: ӑнсӑртран, тен, сас-хура кунта та ҫитнӗ?

Нашим жуликам хотелось опять пустить в ход «Жирафа» — уж очень прибыльная была штука, только они побаивались: а вдруг слухи за это время дошли уже и сюда?

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ сан патна ҫыру ҫырса ярасшӑнччӗ, анчах хам кайса килем-ха, тесе шухӑшларӑм.

Я хотела тебе написать, но подумала, лучше я сама пойду.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Чей ӗҫме вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑна пӳлӗмне анчӗ, килйышсем пурте пуҫтарӑннӑ ӗнтӗ, Шубин та пур, вӑл Елена ҫитсе кӗрсенех ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ; Елена унпа ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑ калаҫу пуҫарса ярасшӑнччӗ, анчах вӑл тавҫӑрса илесрен хӑрарӗ хӑйӗнчен хӑй те шикленчӗ.

К чаю она сошла в гостиную и застала там всех своих домашних и Шубина, который зорко посмотрел на нее, как только она появилась; она хотела было заговорить с ним дружески, по-старому, да боялась его проницательности, боялась самой себя.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ҫыхса ярасшӑнччӗ эп ӑна, ҫавӑнпа ҫул ҫине чупнӑччӗ, — силлесе кӑтартрӗ вӑл бинчӗсене.

 — Я перевязать хотел, вот за этим и бегал на дорогу, — и он махнул бинтами.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Генерал ҫав саспалли аран-аран палӑрса тӑракан хут татӑкне вуласа сӑхмасӑрах ывӑтса ярасшӑнччӗ, анчах унта кам алӑ пуснине курсан чӗтресе ӳкрӗ, ҫавӑнтах хут ҫине пӑха пуҫларӗ.

Генерал хотел швырнуть бумажку, заполненную подслеповатыми буквами, не читая, но, увидев подпись, вздрогнул и поднес ее к глазам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пантелей Прокофьевич ӑна апатпа ярасшӑнччӗ, анчах вӑл шат та пат хирӗҫ пулчӗ.

Пантелей Прокофьевич хотел было отправить ее с харчами, но Дарья решительно отказалась:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сан патна кучченеҫсем ярасшӑнччӗ те, кайран шутларӑм та, тӑхтаса пӑхам, тен хӑвӑнтан ҫыру илӗп, терӗм…

Хотела тебе гостинцев послать, а потом думаю, погожу, — может, от него письмо получу…

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кучченеҫ парса ярасшӑнччӗ те, илмерӗмӗр, унсӑрӑнах йывӑр.

А гостинцу не взял — так чижало.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун ҫинчен вӑл, ахӑртнех, мӗн те пулин усал персе ярасшӑнччӗ пуль, анчах ун пек тумарӗ, вара хӑвӑрт ҫапла каласа хучӗ:

Очевидно, желая сказать что-то дурное про него, он воздержался и быстро сказал:

XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех