Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япӑхраххине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лонгрен хумханса ӳкнине курсан — ашшӗ чӑннипе пулса иртнинчен япӑхраххине кӗтнине тинех туйрӗ те тинӗсе саланкӑрлӑн сӑнанӑ май чӳрече кантӑкӗ ҫинче пӳрнипе шутара-шутара каласа кӑтартма пуҫларӗ.

И только лишь после того, как по встревоженному лицу Лонгрена увидела, что он ожидает чего-то значительно худшего действительности, начала рассказывать, водя пальцем по стеклу окна, у которого стала, рассеянно наблюдая море.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Акӑ мӗне каламалла мар, мӗншӗн тесен вӗсенчен япӑхраххине, килӗшӳсӗртереххине тата тӑрлавсӑртараххине нотӑсен хучӗ ҫине нихҫан та нимӗн те ҫырман», ахӑртнех, шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене вырӑс ҫӗршывӗнчен кашни улпут хӗрӗн фортепьяни ҫинче курма пулать.

«Вот чего не надо играть, потому что хуже, безвкуснее и бессмысленнее этого никогда ничего не было писано на нотной бумаге», и которых, должно быть, именно поэтому, вы найдете на фортепьянах у каждой русской барышни.

XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ, Шура хӑй валли лайӑхрах та илемлӗрех япала суйласа илсе, ыттисене япӑхраххине панине урӑх нихҫан та курман.

И после этого я уже никогда не замечала, чтобы Шура выбрал себе вещь получше, поудобнее, оставив другим то, что похуже.

Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

«Ват супнӑ, темле услапсене ертсе килнӗ», — терӗҫ пулӗ, тен, тата мӗн те пулсан япӑхраххине каларӗҫ-тӗр…

Небось скажут: «Привел, старый черт, каких-то вахлаков», — а может, и кое-что похуже скажут…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ ҫав сӗтӗрӗнчӗкпе улталасшӑн пултӑн мана: эпӗ сирӗнтен хӑшӗ япӑхраххине пӗлместӗп, анчах эсир иксӗр те маншӑн йӗрӗнчӗк.

Ты с пройдохой хотел обмануть меня: кто из вас хуже — не знаю, только оба вы гадки мне.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

9. Туй пуҫӗ шывран пулнӑ эрехе астивсе пӑхнӑ та (вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ҫакна шыв ӑсакан тарҫӑсем анчах пӗлнӗ), кӗрӳ каччӑна чӗнсе илсе, 10. ӑна ҫапла калать: кирек кам та малтан лайӑх эрехне парать, кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине парать; эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ, тет.

9. Когда же распорядитель отведал воды, сделавшейся вином, - а он не знал, откуда это вино, знали только служители, почерпавшие воду, - тогда распорядитель зовет жениха 10. и говорит ему: всякий человек подает сперва хорошее вино, а когда напьются, тогда худшее; а ты хорошее вино сберег доселе.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех