Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласене (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тарт… тата эсир, Дрибб… ҫук, Дрибб, сире мар: эсир япаласене хӑвӑрла хаклатӑр.

— Тарт — и вы, Дрибб… нет, Дрибб, не вам: у вас свой взгляд на вещи.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Паллӑ мар япаласене хӑрушла курас килнине туйса Тарт хӑлхи хыҫне вӗчӗрхенӳллӗн хыҫрӗ.

Тарт почесал за ухом, чувствуя, что ему ужасно хочется неизвестных вещей.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Япаласене хамӑр йӑтса пырӑпӑр.

Мы сами повезем груз.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

— Вӑл хӑй илме пултаракан тӗлӗнмелле темӗнле япаласене кӗтет…

— Он ждет обещанных чудесных вещей…

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Акӑ — палланӑ сакпа чӳречесем; ҫунӑ япаласене ҫакмалли кантраллӑ юманпа вӗрене тураттисем те — вӗсен килӗ умӗнчисемех.

Она узнала окна, скамейку; узнала ветви клена и дуба, между которых протягивала веревки.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Эпӗ пӳртре шӑлса тасататӑп, кӗленче колбӑсенчи ӗнер вӗресе-капланса тулнӑ йӗрӗнчӗк япаласене кӑлара-кӑлара перетӗп; унтан типӗ ҫӑкӑрпа, мӑйӑрпа тата шывпа ирхи апат тӑватӑп.

Я подметал хижину и выбрасывал из стеклянных колб какую-то за вчера накипевшую гадость; потом завтракал черствым хлебом, орехами и водой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Каҫхи сценӑра курӑнман хӗрӗн е карчӑкӑн сӑнӗ мӗлтлетет; сирӗн илтеве пырса тивекен хӑйне евӗрлӗ калаҫу — эсир ӑна ӑнланмастӑр; пулӑмсемпе япаласене хӑвӑрӑн сисӗмпе хаклатӑр, хуҫасем пирки вӗсем сире ҫӗр каҫма кӗртнине ҫеҫ тӗшмӗртетӗр; эсир ҫав пурнӑҫа кӗмен, ҫавӑнпа та ӑна тӗлӗнмелле поэзи ҫавӑрса ытамланӑн туйӑнать.

Мелькнет не появляющееся в вечерней сцене лицо девушки или старухи; особый, о своем, разговор коснется вашего слуха, и вы не поймете его; свои чувства придадите вы явлениям и вещам, о которых знаете лишь, что они приютили вас; вы н е вошли в эту жизнь, и потому овеяна она странной поэзией.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Темӗнле тӑрӑшса юсани те мӗскӗнлӗхрен ҫӑлса кӑлараймӗччӗ ҫак япаласене.

Из убожества эти вещи не могла вывести никакая старательная починка.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

«Мартӑна ҫак ӑпӑр-тапӑр кирлӗ марри паллах, анчах… ҫапах та — упӑшкине аса илӗ хӑть», — ҫапла пӗтӗмлетсе Смит япаласене каялла хучӗ, арчана питӗрчӗ, уҫӑ тинӗсре тата икӗ кун пурӑнчӗ.

«Если даже Марте такая дрянь не понадобится, то хоть будет у нее о тебе память», — сказал Смит; снова уложил вещи, запер сундук и прожил среди открытого моря еще два дня.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Смит ҫак япаласене унталла-кунталла ҫавӑркаларӗ те йӗрсе ячӗ.

Смит повертел эти вещи в руках и заплакал.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Пӗрре пӑхсан — геометри енӗпе — вӗсем ҫӗнӗ япаласене ултавлӑн евӗрлеҫҫӗ-ха, анчах тӗшшипе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ; вӗсене яланах курни, вӗсене яланах перӗнни, — эппин, ху сисмесӗрех иртнӗлӗхре пурӑнни-и?

Так обманчиво схожие — геометрически — с формами новыми, настолько различны по существу, что видеть их постоянно, постоянно входить с ними в прикосновение — значит незаметно жить прошлым?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Мард чӗмсӗрлӗхе хӑнӑхман, вӑрттӑн япаласене чӑтма пултараймасть, анчах хальхинче яланхилле хӗрсе каймарӗ: шӑплӑх, сӗмлӗх, тунсӑхпа тата пысӑк ҫӑлтӑрсемпе тулнӑ тавралӑх, — ҫаксем пурте капитана шӑртланасран хӑйсен тӗлӗнмелле вӑйӗпе — тавлашусӑр пӑхӑнтаракан хаяр хушулла — чарса тӑраҫҫӗ.

Мард не привык к молчанию и не выносил загадок, но, против обыкновения, не вспыхивал: тихий мрак, полный грусти и крупных звезд, остановил его вспышку странной властью, осязательной, как резкое приказание.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пӗри япаласене парать, тепри вӗсене ешчӗке вырнаҫтарать, хушӑран тӳрленсе тӑрать те хут листине чӗрнипе чӗркелет; Гнор шлюпбалка умӗнче чарӑнчӗ, матроссем ӗҫлеҫҫӗ-ха.

Один подавал предметы, другой укладывал, по временам выпрямляясь и царапая ногтем листок бумаги: Гнор остановился у шлюпбалки, матросы продолжали работу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Кун пирки эпӗ калаҫмастӑп та, — янӑравлӑн хуравларӗ Гелли, — эпӗ кунашкал япаласене хак параймастӑп.

— Об этом я говорить не буду, — звонко сказала Гелли, — я не судья в этом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл — оракул: ҫанталӑк мӗнле килессе малтанах пӗлет, ҫапла карапсене тинӗсе ишсе тухмалли чи ӑнӑҫлӑ-телейлӗ кунсене палӑртать, ӑнӑҫлӑ вӑрланӑ япаласене ала пулӑшнипе шыраса тупать, вӑрра тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Кроме этого, он играл роль оракула, предсказывая погоду, счастливые дни для отплытия, отыскивал удачно краденое и уличал вора с помощью решета.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Ку япаласене эпӗ япӑх ӑнланатӑп, — йӑл кулчӗ Аян.

— Я плохо понимаю эти вещи, — улыбнулся Аян.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Ниме тӑман япаласене пӑрахӑр! — Гарвей шӑпланнипе савӑнса, пурте хӑйӗн ҫине пӑхасса шанса кӑшкӑрчӗ Редж.

— Оставьте пустяки! — крикнул Редок, довольный, что Гарвей замолчал и он может овладеть общим вниманием.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Чи кӗске вӑхӑтра, «Моряксен тӗл пулӑвӗн» алӑк уратине ҫурӑмсене кӑтартнӑ самантран пуҫласа, эпӗ хама пӗтӗмпех кӑларса хутӑм, минтер пичӗ тейӗн — шалтан та, тултан та; хамӑн мӗн пур вӑрттӑнлӑхӑма каласа кӑтартрӑм, халиччен пытарнӑ япаласене ҫӑмӑлттайла сарса уҫрӑм, пӗтӗм иккӗленӗве пӗлтертӗм, темӗн чухлӗ шухӑшӑма силлесе сапаларӑм — вӗсем хӑшне-пӗрне пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫитме тивӗҫлӗ.

В самый короткий срок, считая с того момента, когда мы показали тыл порогу «Свидания моряков», я выложил и вывернул наизнанку себя всего, как наволочку; рассказал все свои секреты легкомысленно обнажил тайны, проявил все сомнения и вытряхнул столько убеждений, что их хватило бы иному на всю жизнь.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Тен, тахҫанах пӑрахса кайнӑ унӑн килне, тен, сӗмсӗртерех ҫынсем унӑн хуҫалӑхӗнчи япаласене ҫарата пуҫланӑ ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпание кӑна мар, Сидор, тӗрӗсрех, Иванский виллине те, утара ухтарнӑ хыҫҫӑн тупнӑ япаласене те тӗпчемешкӗн пӗрле илсе, хӑвӑртрах ҫитес тесе хурахсене хӑйсен лашисене утлантарсах, отряд часах ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех