Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана ытларах эпӗ хаклӑ япаласен чӑн-чӑн хакне пӗлменни эрлентерет; ҫавӑнпа та темӗн сиксе ан тухтӑр тесе самаях хаклӑ ыйтрӑм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Анчах пӗррехинче Дрэп унӑн сӗтелӗ ҫинчи тирпейлӗх е, тӗрӗсрех, япаласен хӑнӑхнӑ арпашӑвӗ нӗрсӗр-латсӑр симметрие куҫнине асӑрхарӗ, ҫавна пула вӑл манжетсем ҫине ҫыра-ҫыра хунисене темле шырасан та тупаймарӗ — манжечӗсене вӑл ан хускалччӑр тесе самай йывӑр бронза ӑмӑрт кайӑкпа хупласа хураканччӗ; ҫухалнӑскере таса мар кӗпе-йӗм карҫинккинче тупрӗ те тара тытнӑ хӗрарӑма ятласа тӑкрӗ; ку та парӑмра юлмарӗ — вӗриленсе кайса Дрэпӑн ӑс-тӑн пултарулӑхӗ йӗркеллех мар тӑрӑмра иккенне евитлерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ май Дрэпӑн тӑвӑр хваттерӗнче тирпейсӗрлӗх хушӑннӑҫемӗн хушӑнать; кунта тӗлӗкӗн акӑш-макӑш ытарлӑ палӑрӑмӗсем, футурист ӳкерчӗкӗсем сапаланнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр; кунта — пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, ҫут ҫанталӑка кирлӗ мар япаласен коллекцийӗ; ҫав хушӑрах ал ҫырусен тӗрки те хулӑнлансах пырать; вӑл пысӑках мар шкапӑн варринчи сунтӑхӗнче выртать, темӗн тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр кӳршӗлӗхне, ахӑртнех, аран-аран ҫеҫ тӳскелет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Кӑмӑлне хирӗҫлесех, пуҫ ҫаврӑнмалла хӑвӑртлӑхпа, аса илӳ ӑна каялла — хыҫа юлнӑ вӑхӑта — тытса ывӑтрӗ; хӑй вӑхӑтӗнчи вӗтӗр-шакӑр япаласен, пулӑмсен шутсӑр йышлӑ ушкӑнӗ чӑл-пар саланчӗ, халхав вӑхӑтӗнче салтаксем горнҫӑ какӑрне илтсе хӑйсен вырӑнне шанчӑклӑн ыткӑна-ыткӑна пухӑннӑн — иртнӗ кунсен ярӑмӗнче хӑйӗн вырӑнне йышӑнчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫак ҫурт унӑн чунӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑчӗ; мӗн пур япала ҫинче Кармен пӑхнӑ хыҫҫӑнхи мӗлке юлнӑ, вӑрттӑн майпа вӗсене туртӑмӑн ачаш вӑйне парса хӑварнӑ; япаласен сасӑсӑр пуплевӗ хӑвӑрт та канӑҫсӑррӑн иртсе кайнӑ кунсем пирки, пӗр-пӗрин ҫине пӑхнин ыраттаракан хумханӑвӗпе шӑплӑх ҫинчен, ҫилӗпе савӑнӑҫлӑ кисренӳллӗ пӑлхантаракан пӗлтерӗшлех мар калаҫусем пирки пӗлтерет; йӑл кулӑллӑ сӑн-пите сасӑсӑр йыхӑрнине, иккӗленӳсемпе ӗмӗтсене аса илтерет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Уху! — мӑшлатрӗ Бильдер ункӑпа тӑхлан трубка таткине, вӗренрен ҫыхнӑ кивӗ кавире пӑхкаласа; тата ҫак япаласен хакне танлаштарчӗ ахӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Вӑл куҫӗсене унталла-кунталла куҫаркаларӗ, унтан кӑшкӑрсах ячӗ: куҫ анлӑшне лекекен пур ҫӗрте те — ҫӳхе курӑк хушшинче — кубоксем, ҫӳхе мӑйлӑ вазӑсем, алтӑрсемпе куркасем тата фантастикӑлла савӑтсем лараҫҫӗ е айккӑн выртаҫҫӗ; вӗсен ылтӑн хӗлхемӗсем ҫӑлтӑр юхӑмӗлле сывлаҫҫӗ те йӑрлатаҫҫӗ тейӗн, вӗсен хушшинче пулӑсем кумаҫҫӗ, хура раксем йӑраланаҫҫӗ, улиткӑсем суккӑр мӑйракисене ҫӗкле-ҫӗкле ылтӑн япаласен хӗрринче шуса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен айккисенче — курӑни-курӑнми хурса тухнӑн туйӑнакан чулсен тӗлӗнмелле эрешӗсем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Экстаза ҫывӑх кӑмӑл-туйӑмпа, чӗтрекен пӳрнисемпе сивӗ чулсене перӗне-перӗне шутарать, хаклӑ япаласен хӑвачӗпе капӑрлӑх ҫӗкленӗвӗ хӑйне чикӗсӗр ҫепӗҫлентернине, ҫапла майпа вӗсен сӳрӗк ӗлккенлӗхне ҫемҫетме питех те хытӑ тӑрӑшнине кӑтартать тейӗн.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче купол, кӑнтӑр ҫутине хӑйӗн витӗр кӑларса, япаласен чӑн тӗсне кӑштах улӑштарать; куполран капӑр-чӑпар ҫӳхе тусан акӑнать тейӗн; стенасен ҫумӗпе якатнӑ кӗмӗл грабран тунӑ сӗтел-пукан тӑсӑлать, стенисене вара кӑвак тӗс тӑрӑх сапаласа тухнӑ, шӗвӗр вӗҫлӗ ҫулҫӑ-чечексемпе капӑрлатнӑ ҫутӑ пусмапа сӑрнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хӑй хваттерте тӑнӑ хӗрарӑм пахчи вӗҫӗнче, малтанах калаҫса татӑлнӑ тӗлте, вӑл Валет умӗнчех ватӑ йӑмра ҫумӗнчен сехетсемпе хаклӑ япаласен ҫыххине чавса кӑларчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑр пуҫне, малтан Шупашкарта тата Йӗпреҫре калаҫса татӑлнӑ пекех, Телегин пӗлекен вырӑна сехетсемпе ытти хаклӑ япаласен тӗркине пытарса хучӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсем хыҫҫӑн ҫенӗкре темле япаласен купи юлчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шухӑш япаласен чунӗнче куҫса ҫӳрет; ҫап-ҫутӑ пӑлхануран уйрӑлать те вӑрттӑн систерӳсем патне васкать; ҫӗр ҫинче тата тӳпере вӗҫет-ҫаврӑнать, ӑсра сӑнарланнӑ ҫынсемпе пурнӑҫри пек калаҫать, аса илӳсене сӳнтерет те капӑрлатать.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗрне карап хатӗр-хӗтӗрӗпе парӑссен, тинӗсре усӑ курмалли япаласен ячӗсене каланӑ май Лонгрен майӗпен-майӗпен хавхалансах пырать, ӑнлантаруран тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ҫине куҫать; унта брашпильпе е руль кустӑрмипе, мачтӑпа е мӗнле те пулин кимӗпе, ҫакӑн йышши урӑх япалапа тем те пӗр сике-сике тухать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сиротка пире пӗрерӗн-пӗрерӗн доска патне, Митя тете тӗрлӗ-тӗрлӗ япаласен купине суйласа тӑнӑ ҫӗре чӗнсе кӑларчӗ.Сиротка начал вызывать нас по очереди к доске, где дядя Митяй разбирал кучу вещей.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Каҫ пулас умӗнхи ҫутӑ таврари япаласен кӳлеписене уйрӑмах уҫҫӑн палӑртса тӑрать.В предвечернем свете, придающем очертаниям предметов резкую определенность,
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл шутланӑ тӑрӑх, эпир калаҫма пултаракан чӗрчунсем пулса ҫуралма пултарнӑ пулсан, пирӗн пӗр-пӗрне тӗрлӗ япаласен паха енӗсем ҫинчен кӑна пӗлтермелле-мӗн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Апатланнӑ хушӑра хуҫа мана сӗлӗ, сӗт, кӑвар, шыв тата ытти япаласен ячӗсене калама вӗрентрӗ.Во время обеда хозяин научил меня называть овес, молоко, огонь, воду и некоторые другие предметы.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Япаласен хакне пӗлтерекен ҫын пичке тӑрне хӑпарса тӑнӑ.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.