Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, его высокоблагороди кашкӑр мар вӗт, ҫисе ямӗ; чиркӳ патне ҫитиччен ларса кай», — тенӗ те, Дуня вара гусарпа юнашар кӳммене кӗрсе ларнӑ; ямшӑк ларчӑк ҫине ларса шик! шӑхӑрнӑ, лашасем сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
19. Ӳлӗмхине пӗлтерекен ҫак кӗнекери сӑмахсенчен кам хӑшне те пулин кӑларса пӑрахать, Турӑ ҫавна чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне те ямӗ, сӑваплӑ хулана та кӗртмӗ, вӑл ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине те нимӗн те илеймӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӗртсе ямӗ, Хӑйӗн еткерне пӑрахмӗ: 15. сут тӳрӗлӗх енне ҫаврӑнӗ, тӳрӗ чӗреллисем пурте ун хыҫҫӑн кайӗҫ.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кунтан кайса Египета каялла таврӑнсассӑн, асту, фараон умӗнче Эпӗ хушнӑ пур хӑвата та ту, Эпӗ вара унӑн чӗрине хаярлантарӑп та, вӑл халӑха ямӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2