Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӗнчи (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш кӗнекен аннотацийӗнче ҫапла каланӑ: «автор чӑваш ялӗнчи пӗр кил-йышӑн сакӑрвун ҫул хушшинчи пурнӑҫӗпе ӗҫне-хӗлне тӗпчесе те сӑнаса савӑнӑҫлах мар пӗтӗмлетӳ патне пырса тухать: малашне те ҫакӑн евӗрлӗ манерпе пурӑнсан-ҫараҫлансан чӑваш урӑх халӑха, манкурта, ҫаврӑнса кайма пултарать е пачах пӗтсе ларать».

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи амӑшӗпе ывӑлӗ Николайпа Тамара Алексеевна Петровсем кашни килограмм ҫӗрулмине — 10-40, сухана 50-70 тенкӗлле сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне ҫитсе курчӗ, Кукашни ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне уҫма хутшӑнчӗ.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев 29 июля посетил Мариинско-Посадский район, принял участие на открытии фельдшерского пункта деревни Сутчево.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Янкас ял тӑрӑхне кӗрекен Чаканар ялӗнчи паллӑ ҫынсем пирки материал хатӗрлеме мана сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Унпа килӗшӳллӗн Комсомольски ялӗнчи Антонов микрорайонӗнчи 6 тата 7-мӗш ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнчи Мария Шаронова тӑхӑр теҫетке ытла ҫул пурӑнса хурине те, шуррине те сахал мар ас тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кунтан аякра мар вырнаҫнӑ Москакасси ялӗнчи ҫурта та пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кунтан аякра мар вырнаҫнӑ Москакасси ялӗнчи ҫурта та пӑхса тӑрать.

Присматривает и дом в деревне Москакассы, расположенный неподалеку отсюда.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Темиҫе ҫул ӗнтӗ Нина Николаевна «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса, районти тата хӑй ялӗнчи культура ҫуртӗнчи концертсене хастар хутшӑнать, вӗренекенӗсене те хӑйӗнчен хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

8-мӗш класс ӗҫне илсе пыма тата тутар чӗлхине вӗрентме, шкулта йӗркеленӗ фольклор ушкӑнне ертсе пыма, Тури Качаел ялӗнчи «Шӑнкӑрав» фольклор ансамбльне ҫӳреме ӗлкӗрет хастар учитель.

Куҫарса пулӑш

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Июнӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнчи шкул стени ҫине Петр Васильевич Дементьевӑн асӑну хӑмине уҫнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ, кӑшт каярах икӗ хутчен Совет Союзӗн Социализмла Ӗҫ Геройӗн бюстне район центрӗнче уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗ Николай Паймуратов та «Суварӑн» чи малтанхи номерӗсенчех Ҫарӑмсан ҫӗрӗ ҫинчен ҫырса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

1928 ҫулта вӗсен кил-йышӗ Ҫатра Марка ялӗнчи тӑванӗсемпе пӗрле Иркутск облаҫӗнчи Зиминск районӗнчи пӗрремӗш Галагей текен вырӑна куҫса каять.

В 1928 году их семья вместе с родственниками из Кивсерт-Марги переехала в местечко Галагей Зиминского района Иркутской области.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Акӑ Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ялӗнчи ҫӗнӗ шкула кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма планланӑ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Иртнӗ эрнере патшалӑх сӑнав станцийӗн Ульяновск облаҫӗнчи филиалӗн начальникӗ В.В.Шиляев, «Чувашский» ГЦАС директорӗ А.П.Коршунов, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Колос» патшалӑх унитари предприятийӗн директорӗ Э.Л.Митрофанов Нӗркеҫ ялӗнчи патшалӑх сӑнав станцийӗн ӗҫ-хӗлне хакланӑ, ял хуҫалӑх культурисене мӗнле ҫитӗнтернипе кӑсӑкланнӑ.

На прошлой неделе начальник государственной наблюдательной станции Ульяновского областного филиал В.В.Шиляев, директор ГЦАС "Чувашский" А.П.Коршунов, директор государственного унитарного предприятия "Колос" Цивильского района Э.Л.Митофанов оценили работу государственной наблюдательной станции, что в селе Неркес, интересовались как возделываются сельскохозяйственные культуры.

Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Енчен те эсир Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храма туса лартма пулӑшасшӑн-тӑк, ҫак счет ҫине укҫа хума пултаратӑр.

Если вы захотите помочь в постройке храма Николая Чудотворца в деревне Алешкина, то можете вложить на этот счёт деньги.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Унтан шӑпа пӳрнипе (упӑшкине‚ Дмитрий Архиповича‚ Тимешри сакӑр ҫуллӑ шкула директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама янӑ) тӑван ялӗнчи ача ҫуратмалли ҫуртра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Ҫав шутра Слакпуҫ ялӗнчи икӗ ҫемьене — Марковсемпе Павловсене.

В том числе двум семьям из села Слакбаш - Марковым и Павловым.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Халӗ пӗтӗм техника Тапканчӑ ялӗнчи урамсене ҫӗкленӗ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Хӑйсен ылтӑн туйне паллӑ тума Пишпӳлек ялӗнче пурӑнакан Николай Михайловичпа Нина Александровна Яковлевсен, Ситекпуҫӗнчи Николай Александровичпа Нина Тимофеевна Павловсен тата Мелеспуҫ ялӗнчи Алексей Александровичпа Галина Николаевна Родионовсен ҫемйисем пуҫтарӑннӑ.

Чтобы отметить свои золотые свадьбы собрались семьи Николая Михайловича и Нины Александровны Яковлевых из Бижбуляка, Николая Александровича и Нины Тимофеевны Павловых из Седякбаша и Алексея Александровича и Галины Николаевны Родионовых из Малого Менеуза.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех