Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юханшыва (тĕпĕ: юханшыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ мильӑна яхӑн Дик Сэнд хӑй ҫыннисене юханшыв хӗррине илсе пычӗ — ку юпӑ пысӑк юханшыва юхса кӗмеллех ӗнтӗ.

На протяжении двух миль Дик Сэнд вел свой отряд вдоль берега ручья, который должен был влиться в какую-нибудь полноводную реку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тен, пысӑк шывччен — океана юхса кӗрекен юханшыва пысӑк тесе калама май пурах — вӗсем ун мӗнле те пулсан юппине тӗл пулӗҫ, вара пӗчӗк ушкӑн ун тӑрӑх сулӑпа анма пултарӗ.

Возможно, что, не доходя до этой большой реки (она имела право называться большой, ибо прямо впадала в океан), они встретят какой-нибудь из ее притоков, и маленький отряд сможет спуститься по нему на плоту.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ те юханшыва хупласа тӑракан ҫӑра тӗмсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Раздался жалобный вой, и Динго исчез в густом кустарнике, окаймлявшем речку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӑн та, Негоро хӑйӑрлӑ сӑмсах тӑрӑх ҫӳрерӗ, тем аса илме тӑрӑшнӑ пек юханшыва, ҫыран хӗрринчи тусене тинкерчӗ.

И правда, Негоро ходил по песчаной косе, осматривал речку и прибрежные скалы, словно пытался что-то вспомнить.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫурҫӗр енче чӗрӗк мильӑра, пӗчӗк юханшыва тинӗсе юхса тухма ирӗк парса, тусем айккинелле сирӗлеҫҫӗ.

В четверти мили к северу скалы расступались, давая выход маленькой речке, которую с моря не было видно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аня карҫинккине ҫӗр ҫине лартрӗ те, кӑшт маларах ӳпӗнсе, юханшыва саламланӑн тем пӑшӑлтатрӗ.

Аня поставила корзину на землю и, чуть подавшись вперед, что-то шепчет реке, словно здоровается с ней.

Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сӑмах май, «чу» тени, ахӑртнех, вырӑнти чӗлхере юханшыва пӗлтерет пулас — кашни ят ҫумӗнче тенӗ пекех вӑл пур.

Кстати, «Чу», видимо, на местном языке означает реку — почти при каждом названии она встречается.

Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html

Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет.

Тхимпху находится на западной стороне страны, а река, случайно попавшая нам, течет на восточной стороне страны — проходит через китайский Лходжар, в окрестности бутанских Лхунци, Монгран, и впадает в реку Дангма Чу.

Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html

Юханшыва каҫ тӗттӗмӗ хупласа илме пуҫланӑ.

Над рекою сгущались сумерки, надвигалась ночь.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Ку юханшыва кайран удэхеецсем Чжанге Уоляни тесе ят пачӗҫ.

Которую впоследствии удэхейцы назвали Чжанге Уоляни.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

Авалтанпа пурӑнакансем, китай фанзисен чӳречисенче кӗленче катӑкӗсем курсан, тӗлӗнсе хытсах кайнӑ, вӗсем вара фанзапа юханшыва ҫеҫ мар, ун таврашӗнчи вырӑна йӑлтах «Кӗленче» тесе ят панӑ.

А здесь, в долине, стояла фанза, в окне которой красовалось настоящее стеклышко, этот кусочек стекла так поразил первых переселенцев, что они назвали Стеклянной не только фанзу и речку, но и всю прилегающую местность.

Уссури пантери // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 23–26 с.

Вӗсем пирӗн кивӗ пӳрте те, чӳречерен курӑнакан улӑха та, юханшыва та, ҫынсене те маннӑ, халь вӗсен пуринпе те ҫӗнӗрен паллашмалла пулать.

И наш старый дом, и луг перед окнами, и речушка, и люди — все было забыто, со всем пришлось породниться заново.

Ҫул ҫине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Юханшыва каялла юхтараймӑн.

Чего теперь-то говорить — реку вспять не повернешь.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑпах та пӑрахутсем ҫине грузсем тиеме тытӑнас умӗн юханшыва хуралса кайнӑ темле пӗчӗк йывӑҫ катер пырса тухрӗ.

К самому началу погрузки на реке вдруг появился неизвестно кому принадлежащий закопченный деревянный катерок.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӑшман юханшыва персех тӑрать.

Противник все время держал реку под огнем.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Интервентсем юханшыва тарса кӗчӗҫ: пӗрисем, пӑшалӗсене пӑрахсах, ишсе ҫӑлӑнма, теприсем кимӗпе тарса хӑтӑлма пикенчӗҫ.

Интервенты скатились к реке: кто, побросав оружие, спасался вплавь, кто удирал на лодках.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак ҫул ҫинче пулнӑ темиҫе кун хушшинче Валерий авалхи Двинан капӑр мар илемне, унта хӗвел ҫуттӑн аннине, тӑршшӗпех пер пек пушӑ ҫырансене, вырӑс халӑх юрринчи пекех анлӑ та вӑрӑм юханшыва, ҫил вӑхӑтӗнче урса кайсах кӗрлекен хӑватлӑ хумсене юратса пӑрахрӗ.

За эти несколько дней поездки он полюбил и скромную прелесть ее прозрачных закатов, и суровую красоту пустынных, однообразных берегов, и ширь, и протяженность, как в русской северной песне, и величавую плавность течения, и бешеную волну, когда ветер словно взбунтует могучие, тяжелые воды Двины.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл, ҫуртсем хыҫне пытаннӑскер, юханшыва шрапнельпе илтерет.

Спрятанная где-то за домами, она осыпала плес шрапнелью.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тупӑ пенин йӑлтӑркка ҫутисем тӑтӑшах юханшыва ҫутатаҫҫӗ.

Огни выстрелов непрерывно озаряли его.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Инҫетри сӑрт-туран юхса анакан шыв, ҫеҫенхирти лӑпкӑ юханшыва юхса кӗнӗ пек, уй-хирсемпе вӑрмансем ҫинчен пыракан ҫывӑх та паллӑ калаҫу ирттерни ҫумне хутшӑнакан калаҫӑва — хӑй пӗлмен Хаккас облаҫӗ ҫинчен каласа панине — Авдотья тимлесе итлерӗ.

Авдотья с интересом слушала рассказ о неизвестной ей Хакасской автономной области, который вливался в близкие разговоры о поле, О лесе, как вливается в спокойную степную реку ручей с далеких гор.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех