Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсасси (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юсасси вара — йывӑр ӗҫ мар, — терӗм эпӗ хама хам.

А починить ее — дело нетрудное, — говорил я себе.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Калаҫма та: е канав урлӑ хывнӑ кӗпере юсасси ҫинчен, выльӑхсем йывӑҫсене сиен тӑвасран е пӗр вырӑнта сад пахчине карта тытасси ҫинчен ҫеҫ калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта, пӗр тӗлте, карта тӳнсе кайнӑ та ҫӗрте выртать.

И говорят только о том, как бы починить мостик, что ли, через канаву или огородить в одном месте сад, чтоб скотина не портила деревьев, потому что часть плетня в одном месте совсем лежала на земле.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Районта ҫулсем тӑвасси, унччен сарнисене юсасси те – ҫивӗч ыйтусен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Хушупа килӗшӳллӗн бюджетсен хушшинчи трансфертсене ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тытӑмӗнчи регион программисен тӗллевӗсене (кӗперсем тӑвасси, реконструкцилесси тата юсасси) пурнӑҫа кӗртме параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене хушма укҫа килет // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.29

Тӗслӗхрен, шкулсене юсасси, ҫӗнӗ ача сачӗсем, фельдшер-акушер пункчӗсем хӑпартасси тата ытти пирки йышӑну тӑвиччен эпир малтан финанс пайне тӗплӗн тишкернӗ.

Например, перед принятием решений о ремонте школ, о строительстве новых детских садов, фельдшерско-акушерских пунктов мы основательно изучали финансовую часть.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Реклама», «Информаци тытӑмӗсен отраслӗсем тӑрӑх», «Промышленнӑҫ оборудованине пухса вырнаҫтарасси тата техника эксплуатацийӗ», «Автомобиль транспортне техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата юсасси», «Товароведени тата потребитель таварӗсен пахалӑхӗн экспертизи», «Экономика тата бухгалтери учечӗ» специальноҫсемпе професси пӗлӗвӗ паратпӑр.

Даём профессиональное образование по специальностям "Реклама", "Структура информационных отраслей", "Сборка промышленного оборудования и эксплуатация техники", "Техническое обслуживание и ремонт автомобильного транспорта", "Товароведение и экспертиза качества потребительского товара". "Экономика и бухгалтерский учёт".

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Университет корпусӗсене, общежитисене тӗпрен юсасси ҫинчен те манмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ял тӑрӑхӗсенчи ҫулсене юсасси - вырӑнти влаҫ тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Портнова Энтепери пӗвене юсасси шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех